Ача-пăча çĕршыва юратса ÿстĕр

4 Дек, 2015

Ача-пăча туризмне аталантарас тĕлĕшпе виçĕ çул каялла «Манăн Раççей» программа ĕçлеме пуçларĕ. Вăл мĕнле пурнăçланса пынине РФ Правительстви шайĕнчех тĕрĕслесе тăраççĕ. Экскурсисемпе туризм маршручĕсем йĕркелемелли об<ектсемпе паллашас тĕллевпе Чăваш Ене РФ ача-пăча туризмне аталантарас енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн членĕ, «Интер-Рус» пĕрлешÿ гендиректорĕ Татьяна Козловская ертсе пыракан ушкăн килсе кайрĕ.

Мĕншĕн Чăваш Ене суйласа илнĕ-ха вĕсем? «Тепĕр çул ача-пăча туризмĕ енĕпе Пĕтĕм Раççейри проект хута каймалла. Унăн тĕллевĕ - çамрăксене патриотла воспитани парасси, çĕршыври паллă вырăнсене çитсе курасси. Çак ĕçе пирĕн республика та хутшăнать. Çавна май пирĕн çĕнĕ турмаршрутсем йĕркелемелле, киввисене çĕнетмелле. Проекта Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка хулисене тата Кÿкеç поселокне явăçтарма палăртатпăр», - пĕлтерчĕ ЧР культура министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова.

Чи малтан хăнасем Чапаев музейне çитсе курчĕç. Легендарлă начдивăн ятне упракан учреждение кунсерен вуншар çын пырса курать. Музей ертÿçи Денис Сятрайкин каланă тăрăх - çулталăкне 30 пин ытла çынна йышăнать. «Тĕрлĕ регионтан килнĕ туристсем те килĕштереççĕ пирĕн музее. Вĕсем валли пысăк программа хатĕрлетпĕр. Музейпе паллашнисĕр пуçне Чапаев ячĕллĕ дивизире службăра тăнă паттăрсемпе тĕл пулаççĕ, фильмсем пăхаççĕ т.ыт.те. Кадет класĕнче вĕренекенсем юратсах çÿреççĕ, ытти ачасем те нумайăн килеççĕ. Вĕрентекенсем «Пĕрремĕш тĕнче вăрçи» тата «Граждан вăрçи» темăсемпе уроксем ирттереççĕ», - хăнасене музей экспоначĕсемпе паллаштарнă май каласа пачĕ Денис Сятрайкин.

Чăваш тĕррин музейĕ Шупашкара килекен ушкăнсене кăна мар, хулара пурăнакансене те тĕлĕнтерет. Кунта кĕрсен хăвна темиçе ĕмĕр каяллахи саманана лекнĕнех туятăн. Унта авалхи тумтир, тĕрлесе тунă япаласем, паллă тĕрĕçĕсен ĕçĕсем вырăн тупнă. Чăваш тĕрри хăйĕн илемĕпе тата хăйнеевĕрлĕхĕпе уйрăлса тăнине палăртаççĕ пурте. Вĕсенче халăх пурнăçĕ, авалхи çырулăх упранса юлнă», - терĕ музей ертÿçи Светлана Недвигина.

Трактор историйĕн музейĕнче хăнасене музей ертÿçи Альберт Сергеев кĕтсе илчĕ. «Кунашкал пуянлăхпа нихăш регион та мухтанма пултараймасть, çавăнпа туристсен кунта килсе курмаллах», - пĕтĕмлетрĕç Мускав çыннисем.

Тепĕр кунхине делегаци Сĕнтĕрвăрри хулинчи туризм об˜екчĕсене, Шуршăлти Космонавтика тата Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музейсене çитсе курчĕ.

- Эпĕ Чăваш Енре пĕрремĕш хут. Чапаевăн тăван çĕршывĕнче пулса курма питĕ хавас. Кунта ăна сума сăваççĕ, унпа мухтанаççĕ. Музей ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Кунта туристсен, уйрăмах ачасен, килсе курмаллах. Чăваш тĕррин музейĕ те кăмăла кайрĕ. Тĕрĕсенче халăх культурин пуянлăхĕ, унăн кун-çулĕ çырăнса юлнă. Хăнасемшĕн кăсăклă пулма тивĕç ку музей. Трактор музейĕ тĕлĕнтерчĕ. Кунашкал учрежденире нихăçан та пулса курман эпĕ. Кунта «чĕрĕ» экспонатсене курма кăна мар, руль умне ларса хăвна тракторист пек туйса курма май пур. Яшсене професси вăрттăнлăхĕсене те вĕрентме пулать. Туризма аталантарас тĕллевпе ЧР Правительстви тата хула администрацийĕ нумай ĕç тăвать. Çак ĕçе вăйлатма укçа-тенкĕ хĕрхенмелле мар. Чăваш Енре ача-пăча туризмне аталантармашкăн майсем çителĕклĕ, паллă об˜ектсем нумай. Анчах реклама кăшт уксахлать. Ку ĕçре ятарлă проектсем туса хатĕрлени питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ун чухне туристсен йышĕ те ÿсĕ», - çулçÿревпе кăмăллă юлнине пĕлтерчĕ РФ ача-пăча туризмне аталантарас енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн членĕ Татьяна Козловская.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.