Шaшисене хaратакан курaк

3 Дек, 2015

Шăшисем темле курăк шăршинчен хăраççĕ тенине илтнĕччĕ. Ун патне çывхармаççĕ те иккен. Мĕнле курăк-ши вăл тата унпа мĕнле усă курмалла-ши кил-çуртра?

Николай АЛЕКСАНДРОВ.

Вăрнар районĕ.

Шăшисене хăратакан курăксем сахал мар. Хăш-пĕр курăкран наркăмăшлă апат хатĕрлесе пама пулать. Анчах наркăмăша хатĕрленĕ чухне çара алăпа ĕçлесессĕн унран этем шăрши кĕрет. Шăшисем этем шăрши кĕрекен наркăмăшлă илĕртмĕш патне çывхармаççĕ. Тепĕр енчен - наркăмăшлă апата йытă-кушак та çисе аптрама пултарать. Çак меслетпе усă курнă чухне çавна асра тытмалла.

Шăши-йĕкехÿрене хăратма усă куракан ÿсен-тăран чылай. Вĕсен шутĕнче йытă çырли /паслен/ йышшисем нумай. Ухмах курăкĕ /багульник болотный/, ухмах курăкĕ /дурман/, варăш курăкĕ е шăршлаккай /болиголов/, тилпĕрен /белена/, салтак тÿмми /ромашка аптечная/, пилеш курăкĕ /пижма/, армути /полынь/, шăши кикенекĕ /череда/, кикен, чĕмере курăкĕ /чемерица/, шĕпĕн курăкĕ /чистотел/, шăшлакка /дягиль лекарственный/, ăвăш /клещевина/, кориандр, помидор çеçки, шăши курăкĕ, йыт чĕлхи /чернокорень/.

Чи витĕмлĕ курăксенчен пĕри - шăши курăкĕ. Вăл шăшисене хăвăрт хăратса тартать тата килти ытти чĕрчуншăн сиенлĕ мар.

Йыт чĕлхи е шăши курăкĕ пирĕн тăрăхра çитĕнекен ÿсен-тăран. Вăл илемлĕ чечеклĕскер, анчах наркăмăшлă. Ăна выльăх-чĕрлĕх çимест. Шăши курăкĕ - икĕ çул ÿсекен курăк. Вăл çаран çинче, çырма-çатра хĕрринче, хыт-хура кашлакан çĕрте тĕл пулать. 100 см яхăн ÿсет, туни тÿрĕ, кăшăрка, тĕклемес. Чечекĕсем тĕксĕм фиолет тĕслĕ, чечек çыххи пек пуçтарăнса тăраççĕ. Вăрри йĕплешкеллĕ пĕчĕк мăйăр пек. Май вĕçĕнчен чечеке ларма пуçлать. Çеçкесем умлă-хыçлăн çурăлаççĕ, вăрри август-сентябрьте пулса çитет. Тымарĕ - тĕксĕм хĕрлĕ-хăмăр. Курăкăн çулçипе туни те, тымарĕ те наркăмăшлă. Çулçăсене курăк çеçке çурнă вăхăтра пуçтармалла, тымарне - вăрри пулнă тапхăрта.

Шăши курăкĕ хăй тĕллĕнех ĕрчет. Кирлĕ пулсан ятарласа пахчара çитĕнтерме пулать, тăпрана тиркемест. Шăшисем çак курăк шăршине тÿсеймеççĕ. Тĕслĕхрен, шăши янă читлĕхе çак курăкăн çулçине е тымарне, е вăррине хурсассăн вăл читлĕхре канăçсăрланса чупма пуçлать, икĕ-виçĕ минутранах кĕтессе лăпчăнса ларать те 20-25 минутран вилет. Йĕкехÿре те çак курăкран хăрать, аякран пăрăнса иртет.

Пахча сăтăрçисемпе кĕрешме курăкăн кирек хăш пайĕ те юрăхлă - вăрри, çулçи-туни, тымарĕ. Чи наркăмăшли - тымарĕ. Пÿрт-çурт таврашĕнчи шăшисенчен хăтăлма унăн тымарне тĕрлĕ çĕре хурса тухни пулăшать. Тĕпсакайне, нÿхрепе, шăшисем ытларах курăнкаланă вырăнсене хумалла. Шăши курăкĕ наркăмăшлă. Çавăнпа унпа ĕçленĕ хыççăн алăсене супăньпе лайăх çумалла.

Сад-пахчара шăши ĕрчесе кайсассăн икĕ-виçĕ тĕп çак курăка лартса çитĕнтерĕр. Шăшисем ку вырăнтан писĕç. Кирлĕ чухне курăк çулçине татса илсе вĕсем çÿрекен вырăна хумалла.

Шăши курăкĕпе вĕлле хурчĕсене те хÿтĕлеме пулать. Вĕллесем çывăхнелле икĕ-виçĕ тĕп лартни аван. Çак курăк чечекĕнчен хуртсем нектар пуçтарса пыл тăваççĕ. Пылĕнче, паллах, наркăмăш çук. Шăши курăкĕн тунине е тымарне тураса вĕллесем çывăхнелле хурса тухмалла. Шăши-йĕкехÿре вара вĕлле патне çывхармасть.

Ампарти тырра е нÿхрепри пахчаçимĕçе упрамашкăн курăкăн вăррине е тымарне пĕчĕк пусма хутаçсене хурса шăши çÿреме пултаракан вырăнсене хумалла. Унăн тымарне е тунине вĕретнĕ шывпа нÿхреп-ампар стенисене пĕрĕхмелле. Шăшисем чылайччен çывхармĕç хаяр шăршă кĕрекен çĕре. Виç-тăват уйăхран наркăмăшлă шывпа стенасене каллех пĕрĕхмелле. Çак майпа шăши-йĕкехÿрене йăлтах пистерме май килет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.