Урапа шăтни ура хунă

3 Дек, 2015

Шупашкарти Ленин районĕнчи следстви уйрăмĕ тăватă çамрăк тĕлĕшпе икĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Шупашкарта пурăнакан 16, 17-ри каччăсене тата Шупашкар районĕнче кун кунлакан 15, 16 çулсенчи йĕкĕтсене мĕншĕн айăплаççĕ-ха?

Следстви версийĕ тăрăх, кăçалхи çуркунне икĕ çамрăк тĕп хулари Богдан Хмельницкий урамĕнче алăкĕсене хупман машинăна асăрханă. Хайхискерсем нумай шухăшласа тăман - салона кĕрсе вырнаçнă та «урхамаха» тапратнă. Анчах нумай каяйман - кĕçех урапа шăтнă. Кун хыççăн вĕсем машинăна пăрахса тарнă. 2015 çулхи юпа уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче çак икĕ çамрăк каллех саккуна пăснă. Анчах хальхинче вĕсемпе тепĕр икĕ юлташĕ те пулнă. Тăватă каччă каллех машина вăрлама тăнă. 16-рискер отверткăпа усă курса водитель енчен алăка çĕмĕрнĕ те шала кĕрсе транспорта тапратма хăтланнă. Тепĕр виççĕшĕ вара айккинче çынсем килес-курасран сыхласа тăнă. Анчах «хура» ĕçне вĕçне çитереймен вĕсем - автомобиль ниепле те тапранман.

Рубрика: