Ĕçпе кану юнашар

1 Дек, 2015

Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин шăматкун видеоконференци мелĕпе ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура ĕçпе кану ыйтăвĕсем чăннипех юнашар пулчĕç: тĕп ыйтусен шутĕнче пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе тата Çĕнĕ çула уявлассипе çыхăннă темăсене пăхса тухрĕç.

Ĕçпе çыхăннине илес-тĕк - мухтанмалли çукрах тейĕттĕм. Строительство министрĕ Олег Марков пĕлтернĕ тăрăх - кăçал республикăра 865 пин тăваткал метртан кая мар çурт-йĕр хута яма палăртнă. Кăрлач-юпа уйăхĕсенче 527 пин тăваткал метр хута янă. Çав шутра нумай хваттерлĕ çуртсем 370 пин тăваткал метра яхăн - пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 130:. Шупашкар хули /142:/, Çĕрпÿ /2,7 хут/ тата Шупашкар /2 хут/ районĕсем строительство калăпăшне палăрмаллах ÿстернĕ. Ыттисем вара...

Строительство организацийĕсем лайăх ĕçленĕ темелле, çав вăхăтрах уйрăм çынсем пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси нумай чакнă - 37: чухлех. Çакă вара çурт-йĕр тăвассин пĕтĕмĕшле статистикине каялла туртать. Темиçе районпа хула администрацийĕсен ертÿçисене итлерĕç. Шел те, ытларахăшĕ хайхи статистикăна лайăхлатма тивĕç кăтартусене асăнаймарĕ.

Улатăрсен планпа килĕшÿллĕн 14 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла - «ун чухлĕ тума йывăр». Элĕк районĕнче «планпа пăхнине 2 пин тăваткал метр çитерейместпĕр пуль». Канаш мэрĕн сăмахĕ те çапларах: «Планпа палăртни - 50 пин тăваткал метр. Пирĕн план - чи пысăккисенчен пĕри: çын пуçне 1,1 тăваткал метр тумалла. 25 пинрен ытла тăваймастпăр пуль...» Тăвайсен те 11 пин вырăнне хальлĕхе 3 пин çеç. Пĕртен-пĕр Шупашкар мэрĕ Алексей Ладыков çирĕппĕн хуравларĕ: «Эпир плана пурнăçлатпăр».

«Вăт, куратăр-и, уçăмлă та кĕскен...» - хуравпа кăмăллине палăртрĕ премьер-министр. Ыттисене вара çулталăк вĕçлениччен çине тăрарах ĕçлеме сĕнчĕ. Çук, юлнă уйăхра çуртсем çĕкленсе ларасса кĕтмелле мар ĕнтĕ. Иван Борисович шухăшĕпе, районсенче туса пĕтернĕ, анчах шута илмен çурт чылай. Хуçисем налук тÿлес мар тесе вĕсене регистрацилеме васкамаççĕ. Канашрах, сăмахран, «шута илменни пулмаллах, унта илемлĕ çурт нумай».

Кану ыйтăвĕпе вара Алла Салаева вице-премьер сăмах илчĕ. Ун пирки «уявсем йĕркелеме пĕлет, çакна тĕп хула администрацийĕнче ĕçленĕ чухне лайăх çирĕплетсе панă» теççĕ те - сăлтавсăр мар пулас. Çĕнĕ çула, халăхăн хĕллехи канăвне халиччен пулман шайра уявлас-йĕркелес тĕллев тытни куçкĕрет. Вăл палăртнă тăрăх, юлашки вăхăтри пулăмсене кура çĕршывра тулаш туризм юхăмĕ 40: чакать. Çавна май шалти туризма аталантармалла. Туристсен Раççее килекен юхăмĕ 16: ÿсме пултарасси пирки калаççĕ. Чăваш Ен те çак туртăм айккинче юлмĕ.

Алла Леонидовна «Раççейре канма вăхăт, Чăваш Енре канма вăхăт» девиза тĕпе хурса регионти хĕллехи канăва йĕркелемелли концепципе тĕплĕ паллаштарчĕ. Çав шутра Çĕнĕ çула республика шайĕнче уявлассине йĕркелес ĕçе районсене те явăçтараççĕ. Шупашкарти «Çеçпĕл» кинотеатр никĕсĕ çинче Хĕл Мучин пулăшуçисен пĕрлехи диспетчер службине те йĕркелĕç. Çĕннине çул памалла. Спорт министрĕ Сергей Шелтуков, авă, кăçатăпа хоккейла вылякансен чемпионатне те йĕркелеме сĕнет. Коньки, ытти - ытла та хаклă, капла вара - çăматă тăхăнса яр та пăр тăрăх чуп кăна. Хăш-пĕр регионта кунашкал чемпионатсене йĕркелеççĕ те ĕнтĕ.

Праçникпе çыхăннă хавхалануллă калаçу хыççăн вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова РФ Президенчĕн «çу уйăхĕнчи указĕсене» мĕнле пурнăçлани пирки сăмах илни зала пухăннисене «çĕр çине» антарнăнах туйăнчĕ. Вĕренÿ заведенийĕсен ĕçченĕсен шалăвĕ тĕлĕшпе пăшăрханмалли çук-ха, анчах чылай енĕпе йывăрлăхсем пур. Сăмахран, шкулсенче 35 çулчченхи учительсен йышĕ чакса пырать. Ача сачĕсенче те 30 çул тултарман воспитательсем сахалăн. Çийĕнчен Светлана Владимировна пурлăхпа техника ресурсĕсемпе перекетлĕ усă курмалли пирки аса илтернĕ май вĕренÿ организацийĕсен тытăмне оптимизацилес енĕпе малалла ĕçлесси çинчен каларĕ. «Кăçал политика лару-тăрăвне кура ку енĕпе çемçерех пултăмăр, çитес çул вара çине тăма тиветех...» - терĕ вăл.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.