“Эсир пирĕншĕн ют мар...”
Республикăри патшалăх пукане театрĕн сĕнĕвне Чăваш Енри колонисен ертÿçисем малтанах иккĕленсе йышăннă. Йышăнасшăн пулман тесен тĕрĕсрех-тĕр. Ара, йĕплĕ пралук хыçне çакланнисен контингентне тишкерĕр-ха малтан, кам кăна çук унта: çывăх çыннисене, çав шутра ачисене те, вĕлернисем те пур вĕт вĕсен хушшинче, наркотикпе виçесĕр айкашакансем те... Эсир вара вĕсене сăмах вăйĕпе тата пукане выляттарса витересшĕн-и? Анчах пирĕн хĕрарăмсем - каялла чакакансен йышĕнчен мар. Пушшех те, асăннă театр Раççей федерацийĕн шайĕнче Наци ыркăмăллăх фончĕн грантне тивĕçнĕ. Ирĕклĕхсĕре çакланнисене профессионал шайĕнчи спектакльсем кăтартма шăпах унпа килĕшÿллĕн тĕв тунă та вĕсем. Кун пек ĕçе артистсем малтан та пурнăçланă-ха, вĕсен проекчĕ çĕршыв шайĕпе çĕнтерни вара малалла татах та хавхаланарах ĕçлеме хистенĕ кăна.
- Йĕплĕ пралук леш енчи çĕр, çичçĕр, пин хĕрарăмран пĕрин чунĕнче те пулин ырăлăх вăрлăхне акса шăтарма пултарсан, пĕрин шухăшлавне те пулин улăштарма вăй çитерсен хамăр палăртнине пурнăçланă теме пултаратпăр, - хăйсен ĕçĕ çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма хатĕр Пукане театрĕн директорĕ Елизавета Абрамова. Çавна май унăн куçĕ йăлкăшса тавралăха хĕм сапалать. “Кун пек ертÿçĕ коллектива çĕнтерÿ патне кăна ертсе кайма пултарать”, - мĕлтлетет пуçра шухăш. Анчах чăваш хушшинче кун пеккине кашни утăмрах тĕл пулма май килменнипе Елизавета Ариевнăран унăн йăхĕ пирки ыйтмасăр чăтаймастăп. Эпĕ тĕшмĕртни тĕрĕсе килсе тухать. Амăшĕ казачка иккен /вĕсен вĕри кăмăлĕ çинчен вулакана каласа кăтартма кирлех-ши?/, ашшĕ вырăс. Акă ăçтан тапса тăрать вăй-хал çăлкуçĕ!
Юрĕ, калас тенĕ сăмахран пăрăнтăм-ха пăртак. Чăваш хĕрарăмĕсен союзĕ федераци шайĕнчи конкурссене хастар хутшăннине палăртмалла. Общество организацийĕ çапла майпа гранта тивĕçсе чылай проекта пурнăçа кĕртме май килтерет. Сăмахран, “Эпир урă пурнăçшăн” проекта республикăри наркодиспансерпа пĕрле тытса пыраççĕ. Паллă ĕнтĕ, эрех-сăрапа виçесĕр айкашнине хирĕç кĕрешме пулăшать хĕрарăма вăл. “Эсĕ кирлĕ пире, тусăм” проекта Республикăри патшалăх пукане театрĕпе пĕрле пурнăçа кĕртеççĕ. Вăл тĕрлĕ сăлтавпа йĕплĕ пралук леш енне лекнĕ хĕрарăмсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшать. Партнерсен хушшинче çавăн пекех УФСИН, ЧР Сывлăх сыхлавĕ тата Культура министерствисем.
...Çĕрпÿри колони акт залĕнче шăп. Пуçĕсене шурă тутăрпа хупланă хĕрарăмсем сцена çинче мĕн пулса иртнине сывламасăр тенĕ пек сăнаççĕ. “Турă патне çырнă 14 çыру” /Э.Шмитăн ”Оскар тата Кĕрен хĕрарăм” романĕ тăрăх/ спектакль куракан чунне кисретет. Франци писателĕ философи тата мораль, пурнăçпа вилĕм çинчен çырать, унăн кашни ĕçĕ вулакан хушшинче хăвăрт сарăлать. Кĕç-вĕç вилессе пĕлекен арçын ача пурнăçĕн историйĕ хытса ларнă темĕнле чуна та хускатĕ. Хĕрарăмсен хушшинче сасăпах ĕсĕклени илтĕнет - ытла та шел-çке Оскара, пурăнма кăна пуçланă арçын ачан пурнăçĕ кĕç-вĕç татăлĕ. Ун çумĕнче ларакан кĕрен çи-пуçлă хĕрарăм асапа пĕрле пайлать. Спектакль умĕн Галина Белгалис сăвă вулать. Анне çинчен...
Çак самантра хĕрарăмсен чунĕсенче мĕн пулса иртнине хăйсемсĕр пуçне урăх никам та пĕлеймĕ. Çакă кăна паллă - пăлханать вăл. Ачисене, хăй кун çути пилленĕ ачисене аса илетех кун пек вăхăтра хĕрарăм. Епле пулсан та амăшлăх туйăмĕ пуçĕпех пĕтмен-ха вĕсенче. Шăпах çак туйăма çивĕчлетсе, чун ыратăвĕ-асапĕ урлă хĕрарăма йĕркеллĕ пурнăçа таврăнма пулăшмашкăн шанăç пур. Пĕр тапраннă чун хĕлĕхне вара сÿнсе пăчланма памалла мар, малалла аталантармалла. Пĕрре такăннă хĕрарăма тÿрĕ çул çине тухма пулăшмалла. Шăпах çак тĕллевпе çуралнă та “Эсĕ кирлĕ пире, тусăм” проект. Сăмах вăйĕ, сцена асамлăхĕ пархатарлă çак тĕллеве пурнăçа кĕртмешкĕн пулăшасса шанас килет.
Залра мĕн пулса иртнине асăрхаса проект авторĕсем хĕрарăмсен ытти колонийĕсене те çитме тĕв тăваççĕ. Пĕр хутчен кăна та мар. Тĕрлĕ спектакль кăтартса йĕплĕ пралук хыçне лекнисен кăмăлне тупма тăрăшаççĕ. Çав шутра - республикăра çуллен иртекен “Чĕнтĕрлĕ чаршав” конкурсра çĕнтернĕ ĕçе те. Улатăрта та, Куславккара та Пукане театрĕн артисчĕсене питĕ ăшшăн йышăнаççĕ. Ирĕклĕхсĕрти хĕрарăмсем сцена ăстисене те, сăвăçа та куççулĕсене пытармасăрах пырса тав тăваççĕ.
- Ирĕклĕхсĕре çакланнă хĕрарăмсене реабилитациленме пулăшас енĕпе кăткăслăх яланах пулнă, - каласа кăтартать Чăваш хĕрарăмĕсен союзĕн ертÿçи Ольга Зайцева. - Çак тĕллевпе çуралчĕ те асăннă проект. Чăн та, унăн палăртнă тапхăрĕ вĕçленчĕ, анчах та эпир малаллах ĕçлетпĕр. Колонисене пирĕнпе пĕрлех психолог та, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн специалисчĕсем те çÿреççĕ.
Вĕсем те, пурнăç çулĕ çинче асăрханмасăр йăнăш тунисем, пирĕн пек хĕрарăмсемех-çке. Йĕплĕ пралук хыççăн çын пурăнман утрав çине мар, пирĕн обществăнах таврăнаççĕ. Апла пулсан вĕсене маларахах пулăшма пуçламалла. Капла пурне те лайăх кăна пулĕ. Пирĕн тăрăхра вырнаçнă виçĕ колонире чăваш хĕрарăмĕсем кăна мар, Раççейĕпех. Телее темелле-ши, шăпах хамăр тăрăхрисем сахал. Чунĕ усаллипе пăсман саккуна вĕсем, пĕрин чăтăмĕ пĕтнĕ, теприн тата урăх сăлтав... Айăплав тапхăрĕ вĕçленсен вĕсен ирĕке тухмалли вăхăт та çитĕ. Нумайăшне вара унта сивĕ пÿрт кăна кĕтет. Чей сĕнекен те пулмĕ. Усал куçпа пăхакан вара тупăнĕ. Мĕнле туять хăйне çак лару-тăрура хĕрарăм? Унта, ирĕксĕрлĕхре, кун пирки шухăшламалла мар: апат çитереççĕ, выртса тăма кĕтес пур... Шăпах çакăн пек самантра пулăшу алли тăсать те Чăваш хĕрарăмĕсен союзĕ. Йĕплĕ пралук леш енчисене çаплах калатпăр: “Эсир пирĕншĕн ют мар. Эпир сире кĕтетпĕр. Таврăнăр. Ача çуратăр. Вĕсене çĕршыва юрăхлă ÿстерĕр. Ан манăр - урăхла пурнăç та пур. Юрату та пур. Йăлтах укçа-тенкĕпе виçме кирлĕ мар”.
Нумаях пулмасть чăваш икĕ хĕрарăмĕ çавăн пек вырăнтан таврăнчĕç. Пирĕн союзăн вырăнти уйрăмĕсем вĕсене пулăшас енĕпе тимлеççĕ. Хĕрарăмсене ресоциализацилес енĕпе ĕçлетпĕр. Черетлĕ йăнăшран сыхласа хăварма тăрăшатпăр. Вĕсен чĕрисене юратупа тултарас килет...
Сăмахăма ырă хыпарпа вĕçлес килет. Нумаях пулмасть Чăваш хĕрарăмĕсен союзĕн ларăвне пухăннисене Елизавета Абрамова савăнтарчĕ - асăннă проект тĕллевне пурнăçланă. Ун патне Раççей пĕр регионĕнчен электрон çыру çитнĕ. Хĕрарăм /унăн хушаматне асăнмăпăр/ тав туса çырнă, шăпах Пукане театрĕн артисчĕсен пултарулăхĕ унăн чунне тыткăнланине пĕлтернĕ. Пĕр кисреннĕ чун текех канăç тупайман. Хĕрарăм шуçлак çул çинчен пăрăнмашкăн çирĕп шухăш тытнă. Палăртнинчен текех пăрăнман. Вăл чăнласах та улшăннине кура хĕрарăма палăртнинчен 6 çул маларах ирĕке кăларнă...
Рита АРТИ.
Комментировать