Бюджетшăн тулли хăватпа тăрăшмалла

27 Ноя, 2015

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ вăтăр виççĕмĕш сессийĕ каллех тулли йышпа ĕçлеме пуçларĕ. Кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн Юрий Попов спикер Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен директорне Юрий Исаева пиллĕкмĕш суйлаври парламент депутачĕн статусне тивĕçнĕ ятпа саламларĕ. Юрий Николаевич çак тивĕçе "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн пĕрлехи суйлав округĕпе ЧР Патшалăх Канашне суйланнă Михаил Резников ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕн должноçне йышăннă май депутат полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех чарнă хыççăн илчĕ.

Ун хыççăн депутатсен корпусĕ "Чăваш Республикин 2016 çулхи республика бюджечĕ çинчен" саккун проектне тĕплĕ тишкерсе пĕрремĕш вулавпа /пĕрремĕш тапхăр/ çирĕплетрĕç. Сессин иккĕмĕш тапхăрĕ раштав уйăхĕн 8-мĕшĕ хыççăн иртмелле. Ун чухне иккĕмĕш вулавпа йышăнсан республика бюджечĕ республика пурнăçĕнчи пур сферăпа отрасльшĕн тулли хăватпа ĕçлеме пуçлĕ.

Унăн никĕсне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 15 патшалăх программин тăкакĕсене шута илсе хывнă. Çавăнпа та "Тăкаксен программи" бюджетра палăртнă пĕтĕмĕшле тăкаксен шайĕн 98,7 проценчĕпе танлашать. Тупăшсен пайĕ вара, прогнозри пек, 3210318,1 пин тенкĕ пулмалла. Вăл кăçалхинчен - 10,7: пĕчĕкрех.

Республикăн тупăш енчен те, тăкаксен тĕлĕшпе "хĕсĕнекен" бюджечĕ депутатсене нумай тавлаштарчĕ. Финанс министрĕн Светлана Енилинăн доклачĕ хыççăн хĕрÿ калаçу тата вĕриленчĕ. Паллах, бюджета кашнинех ытлă-çитлĕ курас килет. Мĕн пуррипе пĕлсе, виçеллĕ усă курсан - никам та кăмăлсăр юлмĕ. Çак виçе-хаклав РФ Патшалăх Думин депутачĕсене Анатолий Аксаковпа Валентин Шурчанова та пăшăрхантарчĕ-ши? Унччен чăваш парламентне килсех те курманскерсем тата республика бюджетне инвестицисем хывма питех тăрăшманскерсем, çитес çулхи бюджет пирки тухса калаçрĕç, май пур таран пулăшма пулчĕç. Валентин Сергеевич, акă, республика бюджетне тавăрса памалла мар транш шучĕпе 10 млрд тенкĕпе пуянлатма май пуррине асăнчĕ. "Республика Правительствипе килĕштерсе ĕçлесен çапла тума май пур", - терĕ. Унсăрăн, чăваш парламентарийĕсен хушшинче илтнĕ "Вĕсен паянтан çитес çулхи суйлав кампанийĕ пуçланман-и?" ыйту чăн пĕлтерĕшĕпе тÿр ан килтĕр кăна.

Апла-и, капла-и, республика бюджечĕ пирки эпир малтанах социаллă пĕлтерĕшлĕ тенĕччĕ. Ку, чăннипех, çапла. Унăн тăкакĕсен пысăк пайне социаллă пурнăçпа культура сферине уйăрĕç: вĕренĕве - 30,5:, социаллă политикăна - 21,5:, сывлăх сыхлавне - 18,3:, физкультурăпа спорта 1,4: хывĕç.

Массăллă информаци хатĕрĕсен "хуранĕ" - чи пĕчĕкки - 0,3: кăна. Ял хуçалăхĕнче туса илекен продукци калăпăшне ÿстерме, çĕнĕ техника туянма, ытти отрасльсене аталантарма планпа палăртнине, юрать-ха, "касмарĕç". Хуласенче те, ялсенче те çĕнĕ шкул çурчĕсем тăвасси, ФАПсем уçасси, асфальтлă çулсене малалла тăсасси те программăсемпе килĕшÿллĕн пулса пырĕç.

Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмĕ 0,7: чухлĕ пĕчĕкленĕ. Ун валли 17267772,6 пин тенкĕ уйăрма килĕшрĕç.

Паллах, бюджет хальлĕхе "пуян" мар, анчах унăн тупăш пайĕ тулса пырасси иккĕлентермест. Çакна депутатсем те, ведомствăсен ертÿçисем те палăртрĕç. Апла-тăк, Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов каланă пек, "пурин те çанă тавăрмалла".

33-мĕш сесси çавăн пекех "Чăваш Республикин обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн бюджечĕ çинчен" саккун проектне /пĕрремĕш вулавпа/ тата кун йĕркине кĕртнĕ ытти саккун проектне тишкерчĕç.

Юрий СТЕПАНОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.