Унăн ячĕ - «Астăвăм» кĕнекере
Ют çын сассине илтнĕ Нина аппа пÿртрен çенĕкелле туххăмрах тухрĕ. Умра тăракан кинемей 90-ра пулнине ĕненес те килмерĕ: çÿллĕскерĕн утти халĕ те йывăрланман, кĕлетки курпунланса пĕкĕрĕлмен. Пурнăçра терт-нуша мĕн чухлĕ тÿснине пуçа илсен вара... кунашкал сыхланса юлма пултармалла та мар пек.
«Йывăрлăхсене чăтма пире Турă вăй-хал хушса тăчĕ пулинех», - йăл кулать ватă. Вилĕмпе куçа-куçăн темиçе те тăнă чăваш хĕрарăмĕ кĕпепех çуралнă тейĕн чăнахах та. Пурăннă чухнех «Астăвăм» кĕнекине кĕнĕскер çут тĕнче илемĕпе киленсе, тĕрĕс-тĕкел сывлăхпа татах та нумай çупа хĕл каçтăрччĕ.
Çăкăр чĕллипе пĕр курка сĕт тути
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕчкейре пурăнать Нина Александрова. Чÿк уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕскер кăçал тăхăр вуннă тултарчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне çавра çулпа саламлама кĕрекине ачи-пăчи, мăнукĕсем, тăванĕ-кÿрши çитиччен темиçе кун маларах мана ватă çын чун уççине итлеме тÿр килчĕ. Чăн та, журналист унăн шăпипе килнех пырса кăсăкланни тĕлĕнтерчĕ «Хыпар» хаçатăн яланхи тусне. Каласа хăварам: малти пÿртри журнал сĕтелĕ çинче «Хыпар» хаçатăн кăларăмĕсен тирпейлĕ тĕрки куç тĕлне пулах кайрĕ. «Мĕнле тăнлă çыраççĕ тесе вуланăçем тĕлĕнетĕп - хам патах килчĕ-и вара ăстасенчен пĕри?» - Нина аппа алă парсах паллашрĕ çак йĕркесен авторĕпе. Темле ĕçлĕ вăхăтра та хаçатсăр пĕр кун та пурăнманни çинчен каларĕ вăл. Сĕтел çинчи илемлĕ литература кĕнекисене те куртăм - 90-ри кинемей ялти библиотекăн та çывăх тусĕ пулнине пĕлсен хĕпĕртемеллипех хĕпĕртерĕм.
Кун-çулĕн аслă çулĕ çинче хура-шурă самаях курма тивнĕ унăн. Пулни-иртнине куçĕ умне кăларсан ахальтен мар хальхи пурнăçне çăтмахпа танлаштарть Нина Александровна:
- Пÿртре газ çунать - ăшă, шыв умывальникех пырать, çăкăра çемçине кăна çиетпĕр, патшалăх пенси укçине вăхăтра парать - сывлăх пулсан мĕн-ма ÿпкелешес? Тавах Турра çакăн пек куна та курмалла тунăшăн! - çак сăмахсене манăн умра кăна мар, ăшĕнче куллен калать ватă çын.
Ашшĕ чирпе аптăраса вилнĕ чухне Нина кăкăр ачи кăна пулнă. Амăшĕ, Эльменкасси каччипе пĕрлешнĕскер, мăшăрне çухатсан тăван амăшĕ патне таврăнать.
- Çапла виççĕн - кукамай, анне тата эпĕ - пурăннă эпир çак килте. Кукамайăн пурĕ 4 ача пулнă - пурте уйрăлса тухса кайнă. Çемье тĕлĕшпе эпĕ те аннен шăпинех йĕрлерĕм пулас. Çитĕнсе пĕве кĕрсен хамăрăн ялах качча кайрăм. Георгипе пĕртăвансем йышлăнччĕ - уйрăлса тухма шухăш тытрăмăр. Пире аслисем ирĕк памарĕç. Хырăм та юлнăччĕ ун чухне - анне патнех таврăнтăм. Хĕрхенеттĕм пĕчченскере. Çапла малтанхи упăшкапа çулсем уйрăлчĕç. Манăн та /анненни пекех/ пĕрремĕш ача хĕр пулчĕ. Тоня ят патăм ăна. Пирĕн килте каллех пĕр хушă виçĕ хĕрарăм чунĕ пулчĕ. Иккĕмĕш упăшкана, Николай Герасимова, киле кĕртиччен, - иртнĕ пурнăçне таврăнать Нина аппа.
Микула... Мăшăрне çапла чĕннĕ Нина. Салтак атти тăхăнма вăхăт çитсен каччă тăван килĕнчен аякри çĕрсене тухса кайнă та... 18 çултан /!/ тин таврăннă. Çар тивĕçĕсене пурнăçламалли вăхăт вĕçлениччен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухать - Микулан, службăри ытти тусĕсем пекех, тÿрех çапăçу хирне васкама тивет. Тăшмана хирĕç пынă кĕрешÿре Иранра та пулать Кĕчкей каччи. Хăрушă кунсем вĕçлениччен шăпа ун валли йывăр тĕрĕслев хатĕрлет: тыткăн. Акă, мĕне пула Çĕнтерÿ кунĕ çитсен те тăван тăрăха васкавлăн таврăнма май килмен. Тыткăн лагерĕнчен ăна тÿрех Сахалина ĕçлеме янă. Унтан çуралнă хутлăха мĕншĕн çав таран кая юлса килнине вара Нина аппа тĕпчесех те пĕлмен-мĕн. Шелленĕ вăл çывăх тăванĕсемсĕр тăрса юлнă салтака - аякри çĕрсенчен таврăннăскере çапла киле кĕртнĕ.
Ячĕ - кĕнекере
- Мĕнле кăна нуша кăтартмарĕ пуль вăрçă: кама - фронтра, кама - тылра. Хуртлă çĕрулми хуппине те çинĕ вĕт-ха! Пĕррехинче, ас тăватăп, йысна патне кайрăм та - вăл мана пĕр чĕлĕ çăкăр пачĕ, ума куркапа сĕт лартрĕ. Çавăнтан тутли пурнăçра нимĕн те çисе курман пек туйăннăччĕ, - манмасть хĕнпе иртнĕ çулсене кинемей.
Вăрçă хирне хăй те лекме пултарнине палăртрĕ:
- 1941 çулхи кĕркунне ман ятпа та повестка килчĕ. Военкомата кайрăм. Мана урлăн та тăрăхăн тĕсерĕç, ун-кун тĕрĕслерĕç. «Аван-аван», - текелеççĕ. Çапла Звенигово хулинчи Бутяков ячĕллĕ пăрахутсем тăвакан тата юсакан завода ячĕç. Вăрçă вăхăтĕнче вăл çар хатĕрĕсем хатĕрленĕ. Унăн кантурĕнче техничкăра аннен йăмăкĕ ĕçлетчĕ. Мана курсан: «Вырнаçса юл çакăнта, аннÿ çывăхĕнче пулăн», - канаш пачĕ вăл. Чăн та, килĕшрĕм çав заводра ĕçлеме. Заводăн ĕç лашисем пурччĕ. Вĕсем валли утă хатĕрлеме кайрăмăр малтанах. Кайран тĕрлĕ ĕçре - табельщицăра та, рассыльнăйра, ытти çĕрте те - пулма тÿр килчĕ. 1946 çулхи çурла уйăхĕчченех тытăнса тăтăм çав заводра.
Пурăна-киле Мари Эл Республики мирлĕ куна çывхартас тĕлĕшпе тÿпе хывнă çак заводра вăрçă çулĕсенче ĕçленĕ çынсене пуç тайса «Астăвăм кĕнеки» хатĕрлесе кăларать. Вăрçă валли самолетсем, танксем, САУсем, минометсем, тĕрлĕ тĕслĕ хĕç-пăшал ăсталама хĕр-хĕрарăм чылайăн хутшăннă. Станок умне тăнисем анчах мар, тĕрлĕ ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланисем те ырă сăмаха тивĕç пулнине шута илнĕ кĕнекене хатĕрленĕ май. Хĕрлĕ хуплашкаллă сумлă кĕнекере çапла Кĕчкей хĕрĕн Нина Александровăн ячĕ те пур. Ĕмĕр асăнмалăх, çитĕнекен тата килес ăрусем мăн асламăшĕпе е кукамăшĕпе мăнаçланмалăх пичетленнĕ пĕртен-пĕр йĕрке...
Кĕпепе çуралнă
Нина аппан пурнăçĕнче теветкеллĕ самантсем пайтах пулнă. Акă, заводра кăларакан «вăрттăн тавара» - фабăна - бомбăн «кĕпине» - илсе тухакан ушкăнра тăрăшнă чухнехи асра юлнă пĕр ÿкерчĕке куç умне кăларчĕ ватă çын: «Капмар пăр катăкĕсем Атăл çийĕн юхаççĕ. Эпир пăрахутпа Шупашкар еннелле çул тытатпăр. Ăна йышăнма хуп-хура халăх пухăннă çыран хĕрне. Пăр «ура хунине» пăхмасăр чиперех çитрĕмĕр вырăна - фронтра кĕтекен хаклă тавара йĕркеллех илсе çитертĕмĕр».
Икĕ хĕрпе икĕ ывăла кун çути кăтартнă Нина Александровна. Кĕçĕннине, Вальăна, çуратма Октябрьскине Кĕчкейрен çуранах çитнĕ.
- «Епле хăрамарăн?!» - тĕлĕнчĕç пурте больницăра. «Мана Турă сыхлать», - терĕм лăпкăн. Чăннипех çапла пулĕ. Вăрманпа пĕччен миçе хутчен утман-ши? Пĕррехинче, астăватăп, пирĕн ялта уçăлнă ача çурчĕ валли вутă хатĕрлеме кайрăмăр. Касас йывăç тĕлĕнче виççĕн мекеçленетпĕр: эпĕ, Якур пичче. Санюк. Унччен те пулмасть Якур пичче: «Турат йăтăнса анать, астăвăр!» - тесе кăшкăрчĕ. Эпĕ тахăш хушăра пăрăнса ĕлкĕртĕм. Санюк, хамăр ялти стрелок ачиччĕ, - ĕлкĕреймерĕ. Хам кĕпепе çуралнине епле ĕненмĕн çакăн хыççăн?
Хăйĕн пурнăçĕ пирки «иртрĕ çимĕк, иртрĕ туй» тесе «Нарспи» поэмăри йĕркене шÿтлĕн çавăрса калама юратать пулин те Нина аппа аптăрамасть-ха. Хăйĕн патне килсех тăракан ачисене халĕ те ĕç йĕркине хăех вĕрентсе пырать. Пахчара хăçан мĕн тумаллине хушнипе кăна çырлахмасть, çăвĕпех хăй пултарнă таран тăрмашать унта. Мĕн каласси - ĕне усрама та виçĕ çул каялла кăна пăрахнă-ха вăл! Сурăхсем, чăх-чĕп халĕ те - карта тулли.
- «Аюк» теме хăнăхман, кирек ăçта ĕçлеме сĕнсен те - итленĕ, хушнине пурнăçланă. Куршанак ир çыпăçнă мана - тантăшсем çветке чупнă вăхăтра алсиш-чăлха çыхса ларнине питĕ лайăх астăватăп. Çук, куншăн ÿкĕнместĕп. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕрен тăтăшах ялав çĕклеттеретчĕç уявсенче, пухусенче президиума лартатчĕç. Вăхăтĕнче хисепе тивĕçлĕ пулнăран паян ачасем, мăнукăмсем умĕнче намăс мар. Тăван çĕр умĕнче кăна - тырăпа, хăмлапа, пахчаçимĕçпе кашласа ларнă уйсем умĕнче - паян пушă выртнăшăн намăс, - хаш! сывларĕ те пĕр самант шăплăха тăнларĕ тăхăрвунă çула хыçа хăварнă ятлă-сумлă хĕрарăм.
Çакăн хыççăн хăйĕн ăраскалĕ çинчен текех сăмахлас кăмăлĕ те пĕтрĕ. Эпĕ те, алла калем тытас шăпана суйланă çын, ку калаçăва аталантарас темерĕм. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ умĕнче кирек мĕнле калаçсан та хамăр ăрăвăн çак çитменлĕхне тÿрре кăларма пултараймăттăм.
Ирина ИВАНОВА
Комментировать