Пулăшупа тивĕçтерес енĕпе – иккĕмĕш вырăнта

27 Ноя, 2015

Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - çĕршыври пенси служби патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес енĕпе иккĕмĕш вырăн йышăннине мониторингăн "Сирĕн контроль" электрон тытăмĕ пĕлтернĕ.

Кăçалхи авăн уйăхĕнче Раççей гражданĕсем Пенси фончĕн 26,3 пин пулăшăвне пахаланă, вăтам хаклав 4,88 балпа танлашнă. Чылайăшĕ "питĕ лайăх" паллă лартнă /91 процент/.

Чăваш Республикинчи лару-тăру та çакăн евĕрлех - СМС-ыйтăм кăтартăвĕсем тăрăх вăтам хаклав 4,86 балл пулнă, хуравланисен 85 проценчĕ Пенси фончĕн пулăшу пахалăхне "чи лайăх" тесе палăртнă.

Аса илтеретпĕр, "Сирĕн контроль" - патшалăх пулăшăвĕн пахалăхĕн мониторингĕн граждансен шухăшне тĕпе хурса ĕç хăвăртлăхне, професси ăсталăхне, персоналăн ăшпиллĕхне, патшалăх органĕсен пÿлĕмĕсенчи хăтлăх шайне пахалама май паракан тытăм. Унта уйăхсерен миллиона яхăн хаклав пырса кĕрет. Паллăсене унăн сайтне вырнаçтарма, çавăн пекех СМС-пĕлтерÿпе, нумай функциллĕ центрсенчи инфоматсемпе çитерме юрать.

"Сирĕн контроль" РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕнчи указĕсене пурнăçлас тĕллевпе хута янă, вĕсемпе килĕшÿллĕн социаллă пулăшупа тивĕçтерекен организацисен ĕç-хĕлĕн пахалăхне /çав шутра эффективлăхĕн критерине уçăмлатакан тата уççăн пĕлтермелли рейтингне тытса пыракан/ пĕтĕмлетекен никама пăхăнман тытăм пулса тăнă.

Теги: