Ача-пăча туризмĕ - пĕлтерĕшлĕ ыйту
Юлашки вăхăтра пирĕн çĕршывра ача-пăча туризмне вăйлатасси çине пусăм тума тытăнчĕç. Ку ыйтăва РФ Правительствин шайĕнчех тĕрĕслесе тăраççĕ. Тепĕр çул ятарлă проект та хута каймалла. Çавна май паян Чăваш Ене РФ ача-пăча туризмне аталантарас енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн членĕ, «Интерс» пĕрлешÿ гендиректорĕ Татьяна Козловская ертсе пыракан ушкăн килсе çитрĕ. Çулçÿрев тĕллевĕ - экскурсисемпе туризм маршручĕсем йĕркелемелли обьектсемпе паллашасси.
Хăнасем чи малтан ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕпе Алла Салаевăпа курнăçрĕç. Тĕлпулура сăмах туризм тавра пулчĕ паллах. Унтан делегаци Шупашкарти тĕрлĕ музее çитсе курчĕ. Мускав çыннисене Чапаев, Чăваш тĕррин тата Трактор историйĕн музейĕсем уйрăмах кăмăла кайрĕç. «Паянхи çамрăксене кăсăклантарма пултараканни нумай кунта сирĕн», - терĕç. Ыран вĕсем Сĕнтĕрвăрри хулинчи туризм обьекчĕсене, Шуршăлти Космонавтика тата Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музейсене кайса курма палăртаççĕ.
А.МИХАЙЛОВ.