Садра - кану кĕтесĕ

26 Ноя, 2015

Чăваш ялĕсенче ĕлĕкренпех пахчара урам енне тухакан чÿречесем умĕнче чечек ÿстерме тăрăшатчĕç. Пурнăç аталанса пынăçемĕн чылай çĕр ĕçченĕшĕн сад-пахча улма-çырла, пахча çимĕç туса илмелли вырăн çеç мар, çутçанталăкра киленмелли, чунпа канмалли кĕтес те пулса тăрать. Ялсенчи садсенче кану кĕтесĕ йĕркелесси йăлана кĕрсе пырать. Эппин, ял халăхĕн пурнăç хавхи-хавхаланăвĕ пур-ха. Ял та çĕнелсе, çĕнĕ сăн-сăпатпа пуянланасса шанма пулать.

Чÿк уйăхĕнче тĕп пахча ĕçĕсем вĕçленеççĕ. Пахчара кану кĕтесĕ йĕркелеме шухăшлатăр-тăк шăпах çак тапхăрта пуçăнмалла та шухăша ĕçе кĕртессине. Пахчара юр ÿксе ĕлкĕреймен-ха, унти лаптăка виçсе картса хума, кирлĕ мар япаласене тасатма меллĕ. Пĕтĕмĕшле пахча планне туса хатĕрлемелле. Ăна хут çинче кăранташпа ансат схемăласа та пулин ÿкерме ан ÿркенĕр. Çакă ĕçе тĕрĕс, кал-кал йĕркелесе пыма май парать. Лаптăка мĕнлерех, мĕн пысăкăш тăвассине палăртсассăн ăна тума кирлĕ материала хатĕрлесси-туянасси уçăмланать. Кану кĕтесне пахча çимĕç йăранĕсемпе çыхăнтарса е улма-çырла пахчинче тума пулать. Кăна та хуçан маларах палăртмалла.

Тус-юлташсен маларах хăтлăлатнă кану кĕтесĕпе паллашни, çак ĕçре опыт пухнă çынсемпе канашлани аван. Специалистсене явăçтарма пулать. Вĕсем хăтлă, илĕртÿллĕ лаптăк хăвăртрах йĕркелĕç, анчах кун пек укçа-тенкĕ нумай тăкакланать. Хаçатăн 45-мĕш номерĕнче сада çамрăклатасси пирки çырнăччĕ. Шăпах кану кĕтесне йĕркелессине сада çĕнетессипе пĕрле йĕркелесе пыма меллĕ те.

Специалистсем ландшафт дизайнĕн тĕрлĕ стилĕсене палăртаççĕ. Классика, кантри, романтика, тухăç, вырăс стилĕсем. Пирĕн хамăрăн чăваш культурине сыхласа хăварас-аталантарас ĕмĕт-кăмăл та пурах. Вăл уйрăмах чуна çывăх пулса тухасса шанатпăр. Атте-анне, асатте-асанне мелĕ-меслечĕсене тĕпчесе çĕнетни пархатарлă та. Килте сыхланса юлнă япаласене /кивĕ ĕç хатĕрĕсем, тĕрĕ-эреш/ пăхса тухса ĕçе кĕртме, иккĕмĕш пурнăç парнелеме пулать.

Ятарласа мĕнле стильпе йĕркелессине ахаль çын шухăшласах та каймасть, тен. Чи кирли кану кĕтесĕ çутçанталăкпа килĕшсе чуна киленĕç кÿрекен вырăн пулсан хамăр вăйпа пурнăçланă ĕç пушшех ырăрах. Унта пĕчĕк альпинари, шыв сикки е фонтан тума, илемлĕ чÿлмек-вазăпа, йывăç-чулпа усă курма, тĕрлĕ ÿсен-тăран çитĕнтерме юрать. Ан иккĕленĕр - вĕсем кирек хăш стильпе те килĕшÿллĕ пулса тухаççĕ.

Пахча çимĕç йăранĕсене кану кĕтесĕпе «кĕвĕлентерме» пулать. Ахаль тăваткал йăрансем вырăнне çавра е çурма çавра, авăнчăк йăрансем туни хитре курăнать. Кишĕр, укроп, хĕрлĕ кăшман, петрушка йăранĕсем чечек клумбисем пекех курăнаççĕ. Вĕсен хушшине чĕрĕ чечек куршакĕ, е тăпранах пĕрер тĕм чечек лартма юрать. Халĕ лавккасенче сутакан искусствăллă чечексемпе курăк-тĕмсене илемлетме юрать. Специалистсем çак меслетпе анлă усă кураççĕ те.

Кану кĕтесĕнчен пахчари ытти вырăнсене çÿремелли çулсем меллĕ тата хăвăрт çитмелле пулмалла. Çул çинче шыв пуçтарăнасран унăн икĕ енне çĕр çумнелле авăкрах тумалла. Çул валли бетон, чул, плитка, гравий юрăхлă. Çутçанталăкри лаптак чулсем уйрăмах илемлĕ курăнаççĕ.

Пĕчĕк кÿлĕне тума питĕ çăмăл. Ăна йывăç сулхăнĕнче, курăнмалли çĕрте кивĕ ваннăна е пичкене тăпрана чавса лартса тума пулать. Кÿлĕ тарăн пулмалла мар, унта чул майласа хумалла. Шыв хĕррипе çÿллĕ мар чечексем пулсан аван. «Кÿлĕне» юхса кĕрекен пĕчĕк юханшыва вак чулран сарсассăн вăл типсе ларнă юханшыв пек курăнать.

Кÿлĕри шыв таса мар пулни илеме пăсать çеç. Шыва эрнере пĕр хутчен улăштарса, ваннăна çуса тăмалла.

Альпа тăвайккийĕ - канмалли кĕтесĕн чи анлă сарăлнă тĕсĕ.

Чăн тăвайкки пулмасан ăна тăпра хăпартса, тĕрлĕ калăпăшлă чулсемпе илемлетсе тума пулать. Тăвайккине ытларах нумай çул ÿсекен курăк-чечек акса çитĕнтермелле. Вĕсем пĕр тĕрлисем ан пулччăр. Вырăн-вырăн хăвăра килĕшекен пĕр çул ÿсекен чечексене те çитĕнтерме май пур.

Ландшафт дизайнĕн уйрăлми тепĕр пайĕ - çутă. Тĕрĕс йĕркеленĕ çутă кану кĕтесне романтикăлăх кÿрет. Хунар е светодиодлă пайăркара йывăç тĕмĕсене, беседкăна, çулсене вăрттăнлăх сĕмĕ кĕртсе илемлетме пулать. Çутă пайăркине вăйлă мар тата çын куçне хирĕç çапмалла мар йĕркелемелле.

Çуллахи вăхăтра тус-юлташпа, тăван-хурăнташпа тĕл пулсан шашлăк пĕçересси йăлана кĕчĕ. Ăстан хатĕрленĕ мангала кану кĕтесне меллĕн вырнаçтарса лартсассăн ытлашши пулмĕ. Ăна пушар хăрушсăрлăхне тĕпе хурса вырнаçтармаллине те манмалла мар.

Хамăр вăйпа илемлетнĕ сад яланах чуна çĕкленÿлĕх, канлĕх кÿрсе тăрĕ, çемьепе, тус-тăванпа çутçанталăкра курнăçса калаçса лармалли чи юратнă кĕтес пулĕ.

Эльвира ИВАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.