Инкек куçа курăнса килмест

26 Ноя, 2015

Хальхи пурнăçри хăрушлăхсемпе мĕнле кĕрешмелле? Чрезвычайлă лару-тăрура хамăра мĕнле тытмалла? Шухăшламасăр тунă ĕç мĕн патне илсе çитерме пултарать? Çак тата ытти ыйту тавра пулчĕ калаçу Шупашкарти Наци библиотекинче иртнĕ тĕлпулура. Вулавăш тата Раççей МЧСĕн республикăри тĕп тытăмĕн ĕçченĕсем йĕркеленĕ ăна. Хăрушлăх темине çутататакан право культурин урокне хулари 1-мĕш пуçламăш шкулти вуннăмĕш класра вĕренекенсемпе электромеханика техникумĕнче ăс пухакансем пуçтарăнчĕç.

Çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси - яваплă професси. Шăп çакăн пирки тĕплĕн каласа пачĕ те ĕнтĕ Валерий Кущак майор. Унсăр пуçне МЧС историйĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Евгений Назаров шалти службăн прапорщикĕ хăйĕнпе паллаштарнă май пожарнăй профессийĕнчи тĕрлĕ лару-тăру çинчен пĕлтерчĕ. Хăйĕн пурнăçĕнче чылай çынна инкекрен çăлнă, вут-çулăмпа та чылай кĕрешнĕ вăл. Çамрăк прапорщик калаçăвне хăй çырнă юрăсене шăрантарса пуянлатрĕ.

- Юрă кăмăл-туйăма çĕклентерет çеç мар, тĕрлĕ йывăрлăхра та лайăххине ĕненме пулăшать, ĕçтешсене те хавхалантарать, - терĕ вăл сăмахне вĕçленĕ май.

Хăйне евĕрлĕ урок пухăннă çамрăксене кирлĕ пĕтĕмлетÿ тума пулăшрĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри кун пирки уççăнах пĕлтерчĕ.

- Ку мероприяти мана питĕ килĕшрĕ. Уйрăмах хăюллисен профессийĕ пирки калакан юрăсем чуна пырса тиврĕç, Евгений Назаров пурнăçĕнчи историсене те кăсăк-лансах итлерĕм. Чылай çĕннине пĕлтĕм паян: вут-çулăмпа яланах асăрхануллă пулмалла, электроприборсемпе ĕçленĕ чухне тимлĕхе çухатмалла мар, сиенлĕ йăласемпе туслашассинчен сыхланмалла. Хамăр пурнăçшăн эпир хамăрах яваплине асра тытмалла. Ыттисене те çакнах чĕнсе калас килет, - пайларĕ шухăшне техникумра вĕренекен Николай Ильин. Унăн тантăшĕ Валерий Жуков та юлташĕн сăмахĕсемпе килĕшнине палăртрĕ.

- Тĕлпулура ăса хывнă сĕнÿсемпе тĕрĕс усă курсан хăвна та, çывăх çынсене те инкекрен сыхласа хăварайăн, - пĕтĕмлетрĕç яшсем.

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.