Ĕçе мĕн ачаран вĕрен

26 Ноя, 2015

Чăваш мĕн авалтан ĕçченлĕхĕпе, ĕçе тĕплĕ тума юратнипе палăрнă. Хăйĕн ачине чăваш «шĕшлĕ аври пысăкăш пулсанах» ĕçе хăнăхтарнă. Шăпăрлан мĕн те пулин ыррипе савăнтарсан вара «Сан çума куршанак çыпăçнă», - тенĕ.

Çамрăк тусăмсем, сирĕн çума та «куршанак тахçанах çыпăçнă» ĕнтĕ. Çавăнпа та эсир ĕç хатĕрĕсене пĕлетĕрех пуль тетĕп. Вĕсем ваттисен сăмахĕсенче те тĕл пулаççĕ:

«Тытман пуртă тутăхать», «Вичкĕн пуртă та хăйĕн аврине касаймасть», «Туптаман çава - çава мар», «Пурнăç пуласси кĕреçе авринчен килет, тенĕ», «Кил хушшинче кĕвенте хуçăкĕ те кирлĕ», «Кĕнчелепе тĕнче тытаймăн», «Сухапуç тăрантарать, тарăху пăхăнтарать», «Витмен кусарпа çурт пурас çук», «Инçе çула йĕп те йывăр», «Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать» тата ытти те.

Чăваш чĕлхинче ĕç хатĕрĕсен ячĕсем йышлă: кĕреçе, кĕрепле, çава, çурла, турчăка, ухват, хăйра, мăлатук, тăпач, хусăк, йĕрĕлче тата ыттисем те. Хăш-пĕр ĕç хатĕрĕпе паян усă курманран вĕсен ячĕсем те манăçса пыраççĕ. Сăмахран, пир тĕртмелли ăса, йĕрĕлче, хĕç, хултăрчă халĕ ытларах музейсенче кăна курма пулать. Ячĕсене вара аслăрах ăрурисем кăна каланине илтетпĕр. Çурлапа усă куракан та сайра паян. Хирсенче комбайн ĕçлет, пахча уттине те çава-çурлапа усă курса вырмастпăр та, çулмастпăр та. Мотоблок текенни е бензо- электроçавасем халь кĕрлеççĕ пахчасемпе уй-хирсенче.

Пĕр ĕç хатĕрне тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен калаççĕ. Тĕслĕхрен, литература чĕлхинче çирĕпленнĕ «катмак» тата «кĕреçе» ŸлопатаŸ ячĕсем тĕрлĕ районта тĕрлĕрен. «Мотыга» - мотык, катмак, муттик, «лопата» - кĕреçе, састăп, хусăк.

Ĕç хатĕрĕсемпе çыхăннă тупмалли юмахсем те сахал мар пирĕн чĕлхере. Сăмахран, «Йĕс шăши - сÿс хÿре», «Пирĕн пÿртре кам хыткан», «Шăлĕ пур - çыртаймасть», «Икĕ хырăмлă, пĕр пилĕклĕ», «Мĕн чухлĕ çаврăнать, çавăн чухлĕ хулăнланать», «Хăй курпун, чунсăр, çĕр чавать», «Çырмара икĕ майра ташласа çÿреççĕ», «Шăлĕ пур - çăварĕ çук», «Тимĕр шăллă карчăк, ури сенĕк пек, пур тĕнчене тăрантарать, хăй выçах пурăнать», «Вăрмана кайрăм - касрăм, çула тухрăм - аврăм, киле килтĕм - çĕлерĕм, варри - тиха тирĕ, хĕрри - пăру тирĕ»… Тупсăмĕсене тупрăр-и, тусăмсем? Маттурсем! Çак ĕç хатĕрĕсемпе хăçан тата ăçта усă курни пирки аслисенчен, вĕрентекенсенчен ыйтса пĕлме пулать.

Ăса, йĕрĕлче, кусар, пакур, хусăк, катмак, тăпач, тылă, хутăруççи, шĕшлĕ - кулленхи пурнăçра ку сăмахсене час-часах илтеймĕн. Вĕсен вырăсла пĕлтерĕшĕсене словарьте хăвăр тĕллĕн шыраса тупма пултаратăр. Сăмахран, çапуççи, тăпач тырă çапма тесе вăрăм тата кĕскерех йывăç патаксене сăнчăрпа е чĕнпе çыхăнтарнă ĕç хатĕрĕсене калаççĕ.

Чăваш чĕлхине вырăс чĕлхинчен кĕнĕ ĕç хатĕрĕсем те сахал мар тĕл пулаççĕ: лом-лум, колун-колун, бурав-пăра, грабли-кĕрепле, совок-савук, молоток-мăлатук. Чăвашсен ĕлĕк-авал çак ĕç хатĕрĕсене палăртмалли хăйсен сăмахĕсем пулнă. Тĕслĕхрен, мăлатука ĕлĕк «чухăç» тенĕ, паянхи кун вăл пирĕнпе кÿршĕллĕ мари чĕлхинче сыхланса юлнă. «Чок» глаголтан пулса кайнă Ÿ«шакка, такка»Ÿ.

Ĕçе тĕплĕ тума пултарни питех те аван. Ĕç хатĕрĕсен ячĕсене те тĕрĕс калама пĕлетĕр тата вĕсен пулăвĕпе интересленетĕр пулсан вара сире мухтамалли çеç юлать. Эсир - чăн-чăн ĕç ачисем.

Наталия МАТВЕЕВА,

аслă воспитатель.

Шупашкар,

89-мĕш ача сачĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.