Таджикистанра çапăçнисем валли

26 Ноя, 2015

РФ Патшалăх Думи «Ветерансем пирки» федераци саккунне улшăнусем кĕртнĕ. 1992-1997 çулсенче Таджикистанри хирĕç тăрура пулнă çынсем те халĕ çар çапăçăвĕсене хутшăннă ветеранăн статусне илме пултараççĕ.

Статуса илсен, паллах, çăмăллăхсем те пулĕç. Ку ыйту Раççейри 23 пин ытла çынна пырса тивет. Таджикистанра çапăçнине çырса пыманран вĕсем ку категорие кĕмен. Алена Аршинова каланă тăрăх, ун патне ку ыйтупа Чăваш Ен çыннисем те пынă. Çавна май вăл 2013 çулта РФ оборона министрĕ Сергей Шойгу патне çитнĕ. Ку ыйтăва тинех татса панă. 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа саккун вăя кĕрĕ, ун чухне Таджикистанра пулнисем çар çапăçăвĕсене хутшăннă ветеран удостоверенине илĕç.

Рубрика: