- Чăвашла верси
- Русская версия
Лаша çын кăмăлне туять
Кадет шкулĕнче вĕренекенсем Тăван çĕршывшăн усăллă çын пулма ăнтăлни савăнтарать. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Евгения Алексеева та çак тĕллевпе пурăнать. 17 çулта çеç-ха вăл. Çапах ун пирки «вутра çунманнисен, шывра путманнисен йышĕнчен» теес килет. Пике лаша спорчĕн çар тĕсĕпĕ - джигитовкăпа - интересленет. Вăл - хăюллă яшсемпе хĕрсен искусстви.
Эсир лаша чĕркуçленсе пуç тайнине курнă-и? Хăйне алă çупнишĕн çапларах тав тăвать вăл. Чăннипе, урхамахсем кунашкаллипе çеç тĕлĕнтермеççĕ. Вĕсем çулăм, выртакан çын урлă сиксе каçма та пултараççĕ. Ку йĕнер çинче ларакан çамрăк тилхепене тĕрĕс тытнинчен те килет. Женя урхамаха ачаранпах юратать, анчах лаша спорчĕпе интересленесси пирки шухăшламан вăл. Занятисене 4 çул ытла çÿрет ĕнтĕ, кадет класĕнче вĕренет. Шкулта çар хатĕрленĕвĕпе çыхăннă мероприятисем час-часах ирттереççĕ.
- Эпĕ вĕренекен класс казаксен шутланать. Çавăнпах Шупашкар районĕнчи "Заимка" кану базинче вырнаçнă лаша спорчĕн комплексне çÿреме тытăнтăм. Кунта Чăваш Енри казаксен пĕрлешĕвне йĕркеленĕ. Чăннипе, çак çула суйланăшăн пĕртте ÿкĕнместĕп. Малтанах, анне те маншăн пăшăрханатчĕ. Кайран хĕрĕн чун киленĕçĕпĕ килĕшрĕ. Вăл эпир кăтартакан шоуна курма тăтăшах килет. Паллă: спортăн çак тĕсĕ питĕ хăрушă. Çав вăхăтрах вăл интереслĕ. Анчах вăл хăраманнисем валли, - палăртрĕ пике. Малалла вулас...
Комментировать