Опыт пухма - чикĕ леш енне

24 Ноя, 2015

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн пултаруллă çамрăк ăсчахĕсене çĕнĕ сăнав-тĕпчев ирттермешкĕн йышăнма чикĕ леш енче те хапăл. Тăпра-хими лаборатори заведующийĕ Дмитрий Кирьянов Словакири Нитра хулинчи ял хуçалăх университетĕнче 2015 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен пулĕ.

Ăсчах стажировкăра агробиологи тата апат-çимĕç ресурсĕсен факультетĕнче сăнавсем ирттерет. Вăл çавăн пекех Нитра хулинче 2015 çулхи юпа уйăхĕнче уçăлнă «Агробиотех» ăслăлăх-тĕпчев комплексĕн агрохими лабораторийĕнче те вăй хурать. Д.Кирьянов Шупашкарти ĕçтешĕсене хăйне шаннă ĕç питĕ килĕшни çинчен пĕлтернĕ.

Словаки университетĕнче бакалавр, магистр тата доктор пулма май паракан 88 программăпа килĕшÿллĕн çулленех 250-ран кая мар тĕпчев тата пĕлĕве тарăнлатакан проектсем пурнăçланаççĕ.

Стажировка Раççей Федерацийĕн тата Словаки Республикин Вĕренÿ министерствисем пĕлÿ тытăмĕнче пĕрле ĕçлеме 2006 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче йышăннă Килĕшĕве тĕпе хурса иртет.

Н.ОСИПОВА.

Автор: