«Ачасем тата çемье»

24 Ноя, 2015

Çак ятпа республикăра акци иртрĕ. Ăна йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çул çитмен ачасене тупса палăртас, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене çемьене вырнаçтарас ĕçе вăйлатас тĕллевпе пуçарнă.

Чăваш Ен правительствин çул çитменнисемпе вĕсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси, ЧР Вĕренÿ, Сывлăх сыхлавĕ, Культура тата Шалти ĕçсен министерствисем, район-хула администрацийĕсем йĕркеленипе иртнĕ акцие республикăри пĕтĕм ял-хулари социаллă учрежденисемпе организацисем хутшăннă. Акци мероприятисенчен пуян пулнă: конкурссемпе «çавра сĕтелсем», тĕлпулусемпе калаçусем... Тĕслĕхрен, Шупашкарти вĕренÿпе ачасене комплекслă пулăшу паракан центрĕнче тăлăхсене опекăна илес тата çул çитменнисене юридици пулăшăвĕ парас ыйтупа «Хĕрÿ лини» иртнĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем стена хаçачĕсен конкурсне хастар хутшăннă. Йĕркелĕхе пăсакан тата çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисенче тăракан ачасем театрсене, музейсене, библиотекăсене тата ытти культура учрежденийĕсене çитсе курнă.

А.МИХАЙЛОВ.

Рубрика: