"Эпир чăваш пулнипе тĕнчешĕн кăсăклă"

21 Ноя, 2015

Ĕмĕтĕм çитрĕ: çак эрнере, Çеçпĕл Мишши çуралнă кун, Пĕтĕм чăвашсен "Асам" I кинофестивалĕ пуçланчĕ. Ăна киноискусствăри пултаруллă çынсене тупса палăртас, чăваш киностудийĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарас тĕллевпе йĕркелени çинчен иртнĕ номерте çырнăччĕ. Унта кĕске тата тулли метражлă илемлĕ, документ тата анимаци фильмĕсем кăтартрĕç.

Кинофестивале уçма лăк! тулли зал пуçтарăнниех çакнашкал конкурс кирлине çирĕплетрĕ. Ытти кун та халăх йышлă килессе кĕтнĕччĕ те - эх, шанни тÿрре тухмарĕ.

ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова Чăваш Ен Раççейĕпех паллă режиссерсемпе актерсене - Александр Хвана, Николай Мордвинова, Петр Вельяминова, Станислав Садальские, Анатолий Гущина... - çитĕнтернине тата "Асам" кинофестивальте çĕнĕ ятсем уçăласса шаннине палăртрĕ.

ЧР Кинематографисчĕсен союзĕн ертÿçи Олег Цыпленков çĕнĕ организацин член билечĕсене пама пуçлани те - асра юлакан самант. Чи малтанхисене Иоаким Максимов-Кошкинский тата Тани Юн ячĕпе хатĕрленĕ. Ку документсем музейре упранĕç.

Чăваш кинематографи историйĕ пуян. Иоаким Максимов-Кошкинскин "Атăл пăлхавçисем" илемлĕ фильмне кăтартнăранпа кĕçех 90 çул çитет. Ĕçе пуçăнма çĕршыв хыснинчен укçа уйăрниех мĕнешкел пĕлтерĕшлĕ. "Актриса пулас килетчĕ. Çав вăхăтрах çакăн пирки ĕмĕтленме хăраттăм", - экран çинче чунне уçать чăвашсен пĕрремĕш киноактриси Тани Юн. Унтан Иоаким Степанович "Сарпике", "Хура юпа", "Ял", "Апайка", "Киремет кати", "Страна чувашская", "60 лет чувашской грамоты", "Рожденная Октябрем" фильмсем ÿкернĕ. Шел те, вĕсенчен нумайăшĕ сыхланса юлайман. Çак ĕçсем пирĕншĕн мĕнешкел пысăк тупра пулĕччĕç.

Фестиваль уçăлнă кун кăтартнă "Киремет кати" илемлĕ фильм хресченсем колхоза кĕнĕ вăхăта тавăрчĕ. Çĕр ĕçченне тÿрĕ çултан пăрасшăн. Анчах тĕрĕслĕхе пытарма çук.

 

Пурнăç кустăрми çаврăнать

Ытлари кун Алексей Иванов-Сĕрмекĕн "Пурнăç кустăрми" фильма хак пама май килчĕ. Хăех сценари авторĕ, режиссер, продюсер хальхи пурнăç саманчĕсене - суйлав тапхăрне - кăтартнă. Çав вăхăтрах истори факчĕсене кĕртнĕ. Манăн шухăшпа, вĕсем вырăнлах мар. Вырăнти влаç ĕç вырăнне çухатасран шикленет. Ÿсĕр пуçлăхсем сысна пек нăриклетсе те, йытă пек вĕрсе те кăтартаççĕ. Хресчен вара хирте тар тăкать, тырă ăнса пулнишĕн савăнать. Ку фильмра Александр Пăртта, Виталий Сергеев, Дмитрий Петров, Николай Дмитриев артистсем выляççĕ. Кино чăваш ташшипе вĕçленни килĕшрĕ.

"Пирĕн атте-анне мĕнле асаплă пурăннă. Йывăр ачалăха аса илес килмест. Халĕ халăх мĕнле иртĕхет. Экран çинче эрех ĕçнине кăтартмалла-и? Ахаль те уй-хирте мăян, пиçен çитĕннине курсан макăрас килет", - кăмăлсăрланчĕ манпа юнашар ларакан тивĕçлĕ канури Нина Алексеевна. Чăнах, кам валли ÿкереççĕ çакнашкал фильмсене?

Фестивальте вăл е ку ĕçе сÿтсе явниех малашлăхра хальхи йăнăшсенчен хăтăлма пулăшать. Ырă канашшăн тав тумалла çеç.

Жюри членĕсем актерсем вылянине ырларĕç. Вĕсем хăйсенчен мĕн килнине йăлтах пурнăçланă. Иосиф Дмитриев-Трер фильма ытла нумай юрă кĕртнине палăртрĕ. Çитменнине тата вĕсене радиопа итлесех йăлăхнă. "Чĕркуçленсе ыйтатăп, юрă-кĕвве кăлар, пĕрне те ан хăвар", - терĕ режиссăр. Тем тесен те, фильмра ятарласа çырнă кĕвĕпе усă курсан лайăхрах. Анчах укçа çителĕксĕрри такăнтарать. Кино ÿкерекенсене ахаль те никам та пулăшмасть.

"Çакнашкал фильма телекуравпа кăтарас çук", - пĕтĕмлетет РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Медведев.

Виталий Родионов профессор жанр ыйтăвне хускатрĕ. Унăн шухăшĕпе, илемлĕ фильм камит картне лараймасть. Эрех ĕçни - трагеди мар-и? Хăш-пĕр сăнар уçăлсах çитеймен. Тĕслĕхрен, Валерий Антонов юрăç калăплакан роль ăнланмаллах мар пулса тухнă. Тĕрĕслĕхе çиеле кăлармашкăн Мускавран çитнĕ-ха вăл. Анчах темшĕн юлашкинчен хăйне çыхса пăрахакансемпе пĕрлех ташлать. Апла тăк кирлех-ши çав сăнар? Алексей Иванова малашне литература классикине экран çине кăларма сĕнчĕç.

 

Чун çирĕплĕхĕ

Николай Семеновăн "Не благодаря, а вопреки..." документ фильмĕ куççуль кăларать, пурнăçа хаклама вĕрентет. Вăл вăрçăран суранланса таврăннă арçынсен чун çирĕплĕхне сăнланă.

Афганистан ветеранне Валерий Петрова мина шар кăтартнă. "Тăна кĕрсен те куçа уçаймарăм: йĕри-тавра - тĕттĕм, çăлтăр çути те курăнмасть", - аса илет вăл. Тата пĕр ури татăлнă унăн. 4 уйăх çар госпиталĕсенче сипленнĕ çамрăк. "Куç курма пуçласса ĕненнĕччĕ..." - тарăн шухăша путса калаçать хÿтĕлевçĕ. Çук, тавралăх уншăн яланлăхах каç чатăрĕпе хупланнă. Валерий Петров госпитальте пулас мăшăрĕпе паллашнă. Иккĕшĕ ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Татьянăпа Роман - аслă пĕлÿллĕ, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă ĕнтĕ.

"Йывăр вăхăтра яланах аттене куç умне кăларатпăр. Вăл чăтнă тăк - пирĕн парăнмалла-и? Нихăçан та!" - теççĕ ачисем.

Афганистан ветеранĕ хăй тĕллĕнлĕхе тахçанах хăнăхнă: 5 сехетре килтен тухса транспорт чарăнăвĕ еннелле васкать, яланах çав троллейбуса ларать, палăртнă вырăнта тухса цеха кĕрет. Арçын куç курманнисемпе пĕрле электроприбор пайĕсене пуçтарать.

Çапăçу хирĕнче Анатолий Шагаровăн алли татăлса юлнă. Госпитальте çырма çĕнĕрен вĕреннине каласа кăтарать вăл. Унтан юридици факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Халĕ Шупашкарта нотариусра ĕçлет. Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăлне пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Евгений Касьянов чĕрĕ юласси тухтăрсене те иккĕлентернĕ. Çамрăкăн алли-ури ĕçлемен. Пурпĕрех чире парăнман вăл. Икĕ туяпа утма, çăмăл машинăпа çÿреме вĕреннĕ. Ухăпа персе çĕршыв ăмăртăвĕсенче мала тухнă. Паралимп вăййисене хутшăнма ĕмĕтленет. Савни пур унăн. Евгений юратнă хĕрĕпе çемье çавăрасшăн, ача-пăчаллă пуласшăн.

"Ĕçе пуçăниччен пирĕн республикăра çакнашкал çынсем пуррине пĕлмен те. Вĕсем аманса килсен те усалланман, çаплипех пурнăçа юратаççĕ", - çирĕплетет Николай Семенов режиссер. Унăн ĕçне жюри членĕсем те, куракансем те ырларĕç.

Владимир Галошевăн "Çĕршывăмăрăн батальонĕ" фильма Наци телекуравĕпе 3 хутчен кăтартнă. Çапах хак паракансем ăна йĕркелесе çитерме ыйтрĕç. Кунта автор Елчĕк районĕнчи Кушкăсемпе паллаштарать. Çак ялтан 230 çын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Аслă Çĕнтерĕве халалласа вĕсем çинчен кĕнеке кăларни те пархатарлă. Шăпах документсем пуçтарнă чухне фильм ÿкерме шухăш тытнă вăл.

Фронтовиксен ячĕсем экран çинче мĕлтлетеççĕ. Галошевсен çемйи, чăнах та, пысăк ĕç тунă. Анчах... пĕрешкеллĕх йăлăхтарать. Сăнÿкерчĕксем вăрçă кадрĕсене хуплаççĕ. Юрă-кĕвĕпе те пĕлсех усă курман. Унсăр пуçне хăш-пĕр сăнÿкерчĕк вырăнне открытка вырнаçтарни килĕшÿллех мар. Хальхипе иртнине çыхăнтарни те илĕртмест. Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Леонид Трифоновăн сĕнĕвĕсене ăша хывсан фильм Кушкăсене кăна мар, ыттисене те килĕшĕ.

 

Кама кирлĕ?

Константин Ефремовăн хăратакан фильмĕ çинче те чарăнса тăрас килет. Пирĕн республикăра унашкаллине хальччен ÿкермен. Режиссер каланă пекех, унта вĕлермеççĕ, юн юхтармаççĕ. Апла пулин те "Помрачение" фильма курнă май çан-çурăм тăрăх сивĕ тар чупрĕ.

"Тĕшшине ăнлантăр-и?" - экран сÿнсен пĕлесшĕн Константин Ефремов. Шизофренипе чирлĕ хĕрача сăнланнă çакăнта. Аппăшĕ çĕçĕпе тапăнни куçне курăнать.

Киноушкăн хăйĕн тивĕçне пурнăçланă. Анчах кама кирлĕ çак фильм? Ку - урăх ыйту. Аслă ăру çыннисемпе çамрăксем пĕр шухăшлă пулаймарĕç.

"Джаза, чили пăрăçа уйрăм çынсем юратнă пекех хăратакан фильмăн та - хăйĕн кураканĕ. Çакна аннене те ăнлантарнă", - сăмах илет тĕп сăнара калăпланă хĕр.

ЧППУ студентки хăратакан кино ÿкерни пирки Интернет урлă пĕлнĕ. Хăйĕн пултарулăхне тĕрĕслесе пăхас килнĕ унăн. "Вăрманта хăранине кăтартăр", - çакнашкал майпа тĕп сăнара вылякана çирĕплетнĕ режиссер.

Фестивальте çавнашкалах чăваш тĕнчине, йăли-йĕркине, культурине сăнлакан фильмсемпе кăсăклансах паллашрăмăр, хак патăмăр. Ăсталăх класĕсем йĕркелени те ырă çимĕç паратех.

ЧР кинематографистсен союзĕн председателĕн çумĕ Илтимер Ефремов "Аван" студи шкулĕ ĕçлеме пуçласси пирки пĕлтерчĕ. Унта Мускавра пĕлÿ илнĕ специалистсем кино ÿкерме вĕрентĕç.

 

Нимелле ĕçлени

Кинофестиваль ĕçне Олег Цыпленкова пĕтĕмлетне ыйтрăм:

- Хальхи вăхăтра республикăра вырăсла та, чăвашла та кино ÿкеретпĕр. Çав вăхăтрах, сăмахран, тутарла калаçаканни çук. Çакă та пире пăшăрхантармалла. Тен, ÿкереççĕ пулĕ - хальлĕхе пĕлместпĕр.

Паянхи кино энтузиастсем çинче тытăнса тăрать. Пур ĕçе те çынсем хăйсен укçипе пурнăçлаççĕ. Çавăнпах унăн никам умĕнче те явап тытмалла мар пек пулса тухать. Енчен те патшалăх укçа уйăрсан çирĕп ыйтма пулатчĕ. Кино ÿкерес тĕлĕшпе пур ĕçе те хăй тăвакан çыннăн пахалăхлă фильм хатĕрлеме йывăртарах. Пурпĕрех тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах Раççей кинематографи шайĕпе танлаштарсан, пирĕн те вĕсенчен кая мар фильмсем пур. Акă, тĕслĕхрен, Марат Никитинăн "Хорло" фильмнех илер. Вăл, Çĕнĕ Шупашкарта çуралнăскер, Мускавра пурăнать. Хăйĕн ĕçĕнче пирĕн республикăри çут çанталăк илемне кăтартнă. Унта кутăн-пуçăн çаврăнмаççĕ, ĕç-пуçа тирпейлĕ уçса панă. Тĕнче шайлă кино пурришĕн мухтанатпăр паллах.

Пирĕн тепĕр тĕллев - Шупашкарта йĕркелекен Пĕтĕн тĕнчери кинофестивальте тивĕçлĕ ĕçсемпе паллаштарасси. Хальхи конкурс шăпах фильмсене ала витĕр кăларма май парать те.

"Асам" кинофестиваль хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçласа пырать. Залра ытларах халăха курас килет, мĕншĕн тесен хăш-пĕр ĕçе урăх ниçта та кăтартмаççĕ.

Хамăрăн çитменлĕхсене те куратпăр. Чăваш пуянĕсене кинофестиваль кирлĕлĕхне ĕнентереймерĕмĕр. 30 ытла организацие çыру ятăмăр - нихăшĕ те пулăшма килĕшмерĕ.

Ку фестивале нимелле йĕркелерĕмĕр. Ытлашшине каçарччăр, çитменнине çитерччĕр куракансем.

Эпир чăваш пулнипе тĕнчешĕн кăсăклă. Иоаким Максимов-Кошкинскин фильмĕсене шыратпăр. Хăй вăхăтĕнче унăн ĕçĕсене хамăр çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче те кăтартнă. Çавăнпах Голливуда, Турцие, Украинăна, Таджикфильма, Туркменфильма çыру ятăмăр, çав тупрана архивсенче пăхма ыйтрăмăр. Шанчăк пĕтмен. Эпир çырусене общество организацийĕ ячĕпе хатĕрленĕ. Тепĕр çул - Кино çулталăкĕнче - влаç çыннисем алă пусса тепĕр хут ярсан тата витĕмлĕрех пулĕ. ЧР Культура министерстви çитес çулхи ĕç планне çирĕплетесшĕн. Эпир Чăваш патшалăх академи драма театрĕпе юнашар Иоаким Максимов-Кошкинскипе Тани Юн ячĕпе сквер уçма сĕнесшĕн. Унта вĕсен бюсчĕсене вырнаçтарсан лайăхчĕ. Вулакансен шухăшне те пĕлес килет. Вĕсен сĕнĕвĕсем те Кино çулталăкĕн программине пуянлатма пулăшĕç.

"Асам" кинофестиаль пĕтĕмлетĕвĕсемпе çитес номерте паллаштарăпăр.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ

сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.