Хăрушсăрлăх правилисем - Брайль шрифчĕпе

20 Ноя, 2015

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн ĕçченĕсем çĕршывăн чрезвычайлă ведомствине туса хунăранпа 25 çул çитнине халалланă «25 ырă ĕç» акцие тăтăшах хутшăнаççĕ. Ырă ĕçсен пухмачĕ куçĕ япăх тата пачах курман çынсем валли кăларнă пособисемпе пуянланчĕ.

Пушар тата шыв çинчи хăрушсăрлăхăн правилисене аса илтерсе çырнă брошюрăсене Брайль шрифчĕпе пичетленĕ. Ку проектăн пуçаруçи тата пурнăçа кĕртекенĕ - тĕп управленин пресс-службин ертÿçи шалти служба подполковникĕ Ольга Нягина. Çакнашкал литературăна пирĕн республикăра халиччен кăларман. Суккăр çынсен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче республикăри Лев Толстой ячĕллĕ ятарлă библиотекăра çĕнĕ пособисен презентацийĕ иртрĕ. Тĕп управлени пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор сывлăх тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем пур çынсен тата сусăрсен хушшинче хăрушсăрлăх мерисене пропагандăласси хăйсен ĕçĕн тĕп енĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Вăл çак брошюрăсене куçарса хатĕрленĕ Николай Парахина - асăннă библиотекăн куçĕ курман специалистне - Раççей МЧСĕпе пĕрлехи мероприятисене йĕркелеме хастар хутшăннăшăн Тав çырăвĕ парса чысларĕ.

Рубрика: