Раççей атлечĕсем Олимп вăййисене утса, чупса, сиксе çитейĕç-ши?

20 Ноя, 2015

Мĕншĕн вĕсене ура хурса такăнтарасшăн?

Тивĕçсĕр йышăну

Чăн та, юлашки çулсенче пирĕн çĕршыв команди тĕнчери чылай ăмăртура мала тухма пултарчĕ. Хĕллехи Олимп вăййисенче, командăсен Европа чемпионатĕнче пирĕн спортсменсем çĕнтерниех мĕне тăрать. Çакă çĕтĕлтерчĕ-ши хăшне-пĕрне. Сăлтав та тупăннă. Уйрăм спортсменсем допингпа усă курни сăлтав мар-и-ха! Пулчĕ те. Темиçе çул каялла дисквалификациленĕ Лилия Шобуховăпа Юлия Степанова пирĕн çĕршыври лару-тăру пирки Германири пĕр телеканала панă интервью та кăвайт çине вут пăрахниех пулчĕ. Сăмах - хăвăрт утакансене хатĕрлекен паллă тренер Виктор Чегин пирки. Унăн воспитанникĕсенчен чылайăшĕ ăмăрту вăхăтĕнче тĕрлĕ эмел ĕçнине тупса палăртнă. 10 çул хушшинче кун пеккисене 24 атлета «тытнă», вĕсенчен 6-шне - кăçал. Кунашкал тĕслĕхсем татах тупăннă иккен пирĕн. Кăçал, калăпăр, 2012 çулта Олимп вăййисенче чăрмавсем урлă чупса çĕнтернĕ Юлия Зариповăн ылтăн медальне туртса илнĕ. РФ çăмăл атлетика федерацийĕн малтанхи ертÿçисене вĕсемпе каварлашнă тата çак усал ĕçе вăрттăнлăхра тытнă тесе айăплаççĕ.

Çавна май Пĕтĕм тĕнчери антидопинг агентстви Раççей спортсменĕсене Антидопинг кодексне пăхăнмаççĕ тесе дисквалификацилеме сĕннĕ. Организаци 300 страницăллă доклад та хатĕрленĕ. Унта, тĕслĕхрен, Олимп вăййисен призерĕсене Мария Савиновăпа Екатерина Поистоговăна ăмăртусенчен яланлăхах пăрма ыйтнă. Отчетра çавăн пекех Мускаври антидопинг лабораторийĕн ертÿçи Григорий Родченков ятарлă комисси киличчен виçĕ кун маларах 1400 ытла допинг-пробăна тĕп туни çинчен çырса кăтартнă.

Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетика федерацийĕсен ассоциацийĕн /ИААФ/ членĕсем доклада туллин тишкернĕ-ши, вуласах тухнă-ши - паллă мар, çапах ассоциаци канашĕ /йышра - планетăри вуншар çĕршыв представителĕсем/ телефон çыхăнăвĕн мелĕпе иртнĕ ларура хăйсене кирлĕ пек йышăну тунах: Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацине ИААФ йышĕнчен вăхăтлăха кăлармалла, пирĕн спортсменсене турнирсене хутшăнма, çавăн пекех Олимп вăййисене те, тата икĕ ăмăртăва /сăмах - Шупашкарта тата Хусанта 2016 çулта ирттерме палăртнă тĕнче чемпионачĕсем пирки/ ирттерме чармалла.

Раççей Спорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - ку йышăну вĕсемшĕн кĕтменлĕх пулман. «Юлашки вăхăтра çăмăл атлетика çăмăл мар лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕ. Коррупципе тата допингпа çыхăннă скандалсем спорт ятне пушшех вараларĕç. ИААФăн çĕнĕ президенчĕ Себастьян Коэ çăмăл атлетикăна киревсĕрлĕхсенчен «тасатас» тата сумлă ята тавăрас тĕлĕшпе пысăк кампани пуçларĕ. Лару-тăрăва улăштарас тĕллевпе Раççейре те тивĕçлĕ мерăсем йышăннă: РФ çăмăл атлетика федерацийĕн ертÿçине ĕçрен кăларнă, тĕп тренера улăштарнă, Антидопинг кодексне пăхăнман ăмăртусене спортсменсене хутшăнма чарнă. Анчах ИААФ ертÿлĕхне ку та çырлахтарман. Хальхи вăхăтра çĕнĕ ертÿлĕхе суйлас ĕç пырать, тренерсен штабне çĕнетме тата спортсменсене тĕрĕслес ĕçе вăйлатма палăртаççĕ», - çырнă министерствăн пресс-релизĕнче.

Олимп вăййисен 2 хут чемпионки Елена Исинбаева:

- Атлетсене Олимп вăййисене хутшăнма чарни - питĕ хăрушă япала. Пурне те пĕр хурана чикни тĕрĕс мар. «Хура» ĕç туманнисем айăплă-им кунта? Кашни спортсмен планетăри чи сумлă ăмăрту çинчен ĕмĕтленет. Пĕрисем Олимп аренине пĕрремĕш хут тухаççĕ, теприсем - 3-4 хут. Манăн вара пиллĕкмĕш пулмаллаччĕ Олимпиада. ИААФ йышăнăвĕ вара пĕтĕм ĕмĕт-шухăша çапса хуçрĕ.

РФ çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вадим Зеличенок:

- Кăмăла хуçакан йышăну ку. Çапах та ăна алă пусса çирĕплетнĕ. Пирĕн вара çак лару-тăрăва улăштарас, ырă ята тавăрас тĕллевпе мĕн вăй çитнĕ таран ĕçлемелле. Чи пĕлтерĕшли - пирĕн атлетсене Пĕтĕм тĕнче турнирĕсене хутшăнма ирĕк илесси тата 2016 çулхи Олимп вăййисене лекесси. Пирĕнтен мĕн килет, çавна эпир пĕтĕмпех тăвăпăр. Пурне те тÿрех йĕркене кĕртесси пулмасть пулин те - шанăç пур-ха.

 

Шанăç пур-ха!

Чăваш Еншĕн юлашки çулсем пит аван иртрĕç темелле. Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕршывĕ» форум, командăсен Европа чемпионачĕ республикăра пурăнакансене пысăк уявсем парнелерĕç. Вĕсем нумай-нумай çынна сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, çамрăксене спортпа туслашма хавхалантарчĕç. Çитес çул Шупашкарта командăсен тĕнче чемпионачĕ иртмеллеччĕ. Анчах ИААФ çак сумлă ăмăртăва ирттерме чарнă. Ку хыпара чун-чĕре йышăнасшăнах мар. Чаплă уяв пуласса кĕтсе пурăнтăмăр-çке. Халĕ вара…

Аса илтерес килет: 2013 çулхи чÿк уйăхĕнче ИААФ канашĕн черетлĕ ларăвĕнче Шупашкарта икĕ ăмăрту - 2016 тата 2018 çулсенче хăвăрт утас енĕпе тĕнче кубокĕ - ирттересси çинчен йышăну тунăччĕ. Пĕлтĕр унăн ятне улăштарчĕç - командăсен тĕнче чемпионачĕ. Чăваш Ен тĕп хули çĕнĕ ăмăртăва хатĕрленме те пуçланăччĕ. Чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкара ИААФ инспекторĕсем те килсе кайнăччĕ. «Шупашкара эпĕ пĕрремĕш хут 2003 çулта килсе курнăччĕ. Унтанпа кунта чылай улшăннă: йĕри-тавра çуртсем çĕкленсе ларнă, залив хĕрри те хăтлăланнă. Ун чухне Европа кубокне лайăх йĕркеленĕччĕ. Командăсен чемпионачĕ те пысăк шайра иртессе, ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленессе шанатăп. Республикăра пурăнакансем хăвăрт утакансен спортне юрататнине эпĕ пĕрре мар илтнĕ. Çакна тепĕр çул курса ĕненетпĕрех пулĕ», - пĕтĕмлетнĕччĕ залив хĕрринчи нумаях пулмасть юсаса çĕнетнĕ трассăна пахаланă хыççăн тĕрĕслев комиссийĕн ертÿçи Цезарь Морено Браво.

Чÿк пуçламăшĕнчех Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко ИААФăн çĕнĕ президенчĕпе Себастьян Коэпе тĕл пулнă. Калаçăвăн тĕп темисенчен пĕри Шупашкарта тата Хусанта ирттерме палăртнă тĕнче чемпионачĕсем пирки пулнă. «Çĕнĕ пуçлăх пирĕнпе килĕштерсе ĕçлеме шантарчĕ. Юлашки вăхăтра «вăй илнĕ» ыйтусене пĕрле татса парасси çинчен пĕлтерчĕ. Вăл çăмăл атлетикăна çĕнетме тĕллевлĕ», - тенĕ Виталий Леонтьевич тĕлпулу хыççăн.

Федерацин тĕп секретарĕ Михаил Бутов та пĕтĕмпех йĕркеллĕ пуласса шантарнăччĕ. «Ăмăрту тата допингпа çыхăннă лару-тăру - пачах уйрăм япаласем», - пĕлтернĕччĕ вăл. Анчах мĕн пулса тухать-ха: маларах калани пушă сăмах кăна? Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетика федерацийĕсен ассоциацийĕн членĕсем пирĕн çĕршывăн спорт чиновникĕсене те илтмен курăнать. Вĕсем пĕтĕм ыйтăва Раççей спортне «ура хурса» татса парасшăн, çăмăл атлетикăна çĕнетес ĕçе пирĕн спортсменсене ăмăртусене хутшăнма чарнинчен пуçласшăн? Кун пеккишĕн тĕлĕнме те кирлĕ мар пулĕ. Украинăри ахăр саманашăн та, тĕнчери тăнăçсăрлăхшăн та Раççее айăплама хăтланни пулĕ. Юлашки вăхăтра пирĕн çĕршыва пĕтĕм енчен хĕсме тăрăшни спортра та палăра пуçларĕ-ши?

Андрей МИХАЙЛОВ

Сергей Шелтуков, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ:

- Лайăх мар хыпар ку пирĕншĕн. Çапах та Мускавран пирĕн пата пĕр хут та килмен-ха. Ăмăртăва хатĕрленес ĕç малаллах пырать. Йĕркелÿ комитечĕ планпа килĕшÿллĕн ĕçлет. ИААФ инспекторĕсем те пирĕн ĕçе ырларĕç. Пĕчĕк кăлтăксемсĕр пуçне пысăк çитменлĕхсене палăртмарĕç. Раштавра тепĕр хут килесси çинчен пĕлтерчĕç. Ăмăрту ялавĕ те пирĕн патрах упранать. ИААФ йышĕнчен федерацине вăхăтлăха кăларнă, çавăнпа ăмăртăва пирĕн патрах ирттерес шанăç пур-ха. Туртса илчĕçех пулсан… Пирĕн ĕç сая каймастех. Залив хĕрринчи трассăна çĕнетнĕшĕн хула çыннисем те, спортсменсем те кăмăллă пулаççех.

Олег Андреев, Олимп резервĕсен 8-мĕш спорт шкулĕн ертÿçин заместителĕ:

- Ку пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ, паллах. Спортсменсем хăшĕ-пĕрин тасамарлăхне пула пурне те айăплани тĕрĕс маррине пĕлтерчĕç. Çапах никам та пуç усмасть, пурте ăмăртусене хатĕрленеççĕ, тренировкăсене графикпа килĕшÿллĕн çÿреççĕ. Ку вăхăтлăх пулăм пуласса, лару-тăру улшăнасса пурте шанатпăр.

Николай Панфилов, ЧР çăмăл атлетика федерацийĕн ĕç тăвакан директорĕ:

- Шел те, санкцисем чăваш спортсменĕсене те пырса çапрĕç. Çак кунсенче, акă, Олимп вăййисен бронза призерне Татьяна Архиповăна Японире иртнĕ Пĕтĕм тĕнче марафонĕн стартне тухма ирĕк паман. Наталья Пучковăпа Алина Прокопьева марафонçăсене те çывăх вăхăтра пысăк ăмăртусене хутшăнма чарĕç пулĕ. Ку вĕсене кÿрентерет, кăмăлне хуçать, паллах. Пĕтĕм вăй-хала парса хатĕрленеççĕ вĕт вĕсем.

Александра Деверинская, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

- Спорта политикăпа çыхăнтарса питĕ пысăк йăнăш тăваççĕ. Ку çăмăл атлетика авторитетне пĕтерет. Тĕнче чемпионатне ирттерме чарни те ун ят-сумне чакарать. Ăмăрту - тĕрлĕ халăх çыннисене пĕтĕçтерекен мероприяти. Чăваш Ен пур спортсмена та яланах ăшшăн кĕтсе илнĕ, кашни атлета хавхалантарса тăнă. 2003 тата 2008 çулсенчи кубоксем çÿллĕ шайра иртрĕç. Вĕсене Пĕтĕм тĕнчери ассоциаци те пысăк хак панăччĕ.

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.