Унăн поэт пулас килет!

19 Ноя, 2015

Иккĕмĕш класра вĕренекен Настя Ершова хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă. Пуласлăхне мĕнле курни пирки каласа пама ыйтсан вăл пĕр иккĕленмесĕрех: «Манăн поэт пулас килет!» - тет. Хĕрача садике çÿренĕ вăхăтрах сăвă çырма пуçланă. Çак кăсăклану ахальтен килмен-тăр унăн. Кукашшĕ, Николай Гаврилович Ершов /Янгер/, темиçе сăвă кĕнеки те кăларнă, Нестер Янкас тата Алексей Талвир ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ. Вăл мăнукне поэзи тĕнчипе паллаштарать, пĕчĕк хайлавĕсене тÿрлетсе якатма пулăшать.

Иккĕмĕш класа çÿрекен Настьăн икĕ кĕнеке тухнă та ĕнтĕ, халĕ виççĕмĕшне хатĕрлеççĕ. Хĕрача чăвашла та, вырăсла та çырать. Кĕнекине е килте пичетлесе принтерпа кăлараççĕ, е кукашшĕ ятарласа Шупашкара кĕнеке издательствине кайса килет.

Ăслă та пултаруллă çынран пулăшу ыйтас текенсем нумай. Çапла Николай Гаврилович патне те хăш чухне хăнасем пуçтарăнаççĕ. Паллă ĕнтĕ, пĕр-пĕр уявпа саламлама сăвă çырса пама ыйтаççĕ.

- Вĕсем пÿртре кĕтсе лараççĕ, кукаçи вара урамра çÿрет, шухăшлать-шухăшлать те пуçа килнĕ йĕркисене çавăнтах çырса хурать. Кайран пÿрте кĕрет те: «Акă, çыртăм», - тет.

Хĕрача шăпах кукашшĕн сăввисене ытараймасăр рифмăллă йĕркесем шухăшласа кăларма тытăннă. Компьютер умне ларса хăйĕн хайлавĕсене хăех пичетлеме пултарать халĕ. Ашшĕпе амăшĕн çуралнă кунĕсем тĕлне вара кашнинчех чаплă парне хатĕрлет - вĕсене халалласа, чун ăшшине палăртса илемлĕ сăвă çырать, хăй тĕллĕнех капăр открытка ăсталать.

Хăвăрт каларăшсем те çырма юратать вăл. Кăçал акăлчан чĕлхи вĕренме пуçланăранпа маттуркка акăлчанла та сăвă хайлама хăтланать. Илемлĕ ÿкерекенскер ÿнер шкулне çÿрет. «Пÿрнеске» кружокра вара çĕлеме тата тĕрлеме хăнăхать. Çыхас ăсталăха амăшĕнченех вĕреннĕ-ха.

- Эпĕ мĕн те пулин кулăшла каласан кукаçи çакна тÿрех çырса хурать. Яла кайсан кăшт кулмалларах каларăм та вăл каллех палăртса хучĕ, - тет Настя кăмăллăн кулса, кукашшĕ хăйне чунтан юратнине туйса.

Маттур та тăрăшуллă Настя тĕрлĕрен конкурсра тăтăш палăрать. «Ах, аван-çке купăсти» республика конкурсĕнче, сăмахран, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Унта вăл чăвашла тата вырăсла сăвă çырса, ÿкерчĕк хатĕрлесе хутшăннă. Хĕрачан пултарулăхне жюри тивĕçлипех хакланă. Кăçал вара пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Хаваслă чĕрчунсем» викторинăна та хастар хутшăннă. Чĕрчунсене кăмăллать çав Настя, вĕсемпе яланах ăшшăн калаçать.

- Хăш чухне аттепе аннен куçĕсенче тунсăх куратăп та вĕсен кăмăлне çĕклеме çийĕнчех мĕн те пулин шухăшласа кăларатăп: е хаваслă юрă юрлатăп, е вĕсене выляттаратăп. Эпĕ вĕсене çапла савăнтаратăп та вĕсем тунсăх çинчен мансах каяççĕ, - каласа парать пурне те телейлĕ курма ĕмĕтленекен Настя. Пĕчĕк сăввисемпе те вăл çынсен кăмăлне çĕклеме тăрăшать, çут тĕнчене юратма вĕрентет.

Лариса ПЕТРОВА.

Красноармейски районĕ,

Трак шкулĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.