Юбилее пĕрле уявлар-и?

19 Ноя, 2015

Чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ валли уйрăм хаçат пирвайхи хут 1925 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче тухнă. Пурăна киле ячĕ пĕрре мар улшăннă: «Çамрăк колхозник», «Çамрăк большевик», «Çамрăк коммунист», «Молодой коммунист». 1996 çултанпа вăл «Çамрăксен хаçачĕ» ятпа пичетленет. Асăрхарăр-и: чăваш çамрăкĕсем валли ятарлă хаçат тухма пуçланăранпа 90 çул çитрĕ.

Çак юбилее эпир вулаканăмăрсемпе пĕрле паллă тăвасшăн.

Уяв раштавăн 3-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче /адресĕ - Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 15-мĕш çурт/ иртĕ.

Концерт 18.30 сехетре пуçланĕ.

Унта чăваш эстрада çăлтăрĕсем, артистсем хутшăнĕç, «Çамрăксен хаçатне» тата унăн вулаканĕсене хăйсен юрри-ташшипе, вăййи-куллипе савăнтарĕç. Уява тÿлевсĕрех кĕртĕç, хаçата 2016 çулăн I çурринче илсе тăмашкăн çырăнакансене парнесем парĕç, лотерея выляттарĕç. Уяв каçне ушкăнпа килсе курас кăмăллисене редакцие 8/8352/288361 номерпе шăнкăравлама ыйтатпăр.

РЕДАКЦИ.

Рубрика: