Кубок çĕнсе илессишĕн... çÿç касрĕç

19 Ноя, 2015

Кулăш туйăмĕ пур, хастарлăхĕ тапса тăрать... Çапла хакламалла иртнĕ шăмат кун тĕп хулари Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче пулнă КВН вăййин регионсен хушшинчи "Столица" лигин финалне хутшăннисен ĕçне. Хăйсен пултарулăхне кăтартнă 6 команда чемпион кубокне çеç мар, 50 пин тенке çĕнсе илессишĕн те тупăшрĕ. Унсăр пуçне çĕнтерÿçĕ команда çитес çулхи кăрлач уйăхĕнче Сочире иртекен КВН фестивалĕн регионсен хушшинчи лигине хутшăнма путевка çĕнсе илчĕ.

Жюри членĕсем кулăш ăстисене тĕрĕс хаклама тăрăшрĕç. Хальхинче тÿресен йышĕнче Шупашкарти паллă çынсем - Чăваш Енри çак вăйă клубĕн директорĕ Михаил Елисеев, "Европа Плюс-Чебоксары" радиостанцин тĕп директорĕ Александр Горбов, Шупашкар хула администрацийĕн çамрăксен политикин уйрăмĕн ертÿçи Эльдар Черкесов, кикбоксинг енĕпе тĕнче чемпионĕн ятне 5 хутчен тивĕçнĕ Алексей Соловьев - çеç мар, çĕршывăн тĕп хулинчен çитнĕ хаклă хăна та - "Парапапарам" командăри /МГИМО/ Леонид Моргунов - КВН вăййине сăмсине чикнисен ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Жюри членĕсен пысăк паллисене çĕнсе илессишĕн Шупашкарти коопераци институчĕн, Ял хуçалăх академийĕн, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн пĕрлештернĕ командисем, "Чуваши", Хусанти "Новые парни Турбо", "Сборная сћемной квартиры" ушкăнсем тупăшрĕç. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.