“Пултарулăха чунăмран кăларма чăваш халăхĕ пулăшрĕ”

19 Ноя, 2015

Чăваш эстрада тÿпине ФАРИДА таçти инçет уçлăхран вĕçсе килнĕ комета евĕрех илемлетсе çутатрĕ. Ун кăкăрĕнчен шăранса тухакан илĕртÿллĕ сассин техĕмĕ ытти юрăçран самаях уйрăлса тăрать. Чăваш эстрадине юратакансем сăпайлă та черчен чунлă çак юрăçа, унăн тарăн шухăшлă юррисене тÿрех кăмăлларĕç, чун хавалĕпе юратса йышăнчĕç. Фарида юррисене залра итлес текенсем билетсене пĕр уйăх малтан илеççĕ. Тавçăруллăраххисем вĕсене туянса концерт курма килнĕ халăха культура керменĕ умĕнче виçĕ хут хаклăрах хакпа сутса тупăш тăваççĕ. Кун пекки тахçантанпах пулманччĕ. Юхма ен тăрăхĕ хăйĕн чăвашлăх сăпкинче савса сиктерсе чăваш чунлă ÿстернĕ Фаридана «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне хапăлласах чĕнтĕм.

- Фарида, эсĕ темшĕн тутар хĕрĕ пек туйăнмастăн. Санра пур чăваш сăпайлăхне, ĕçченлĕхне, тараватлăхне, вăтанчăклăхне куратăп. Тен, ку эсĕ Чăваш Енре çуралса ÿссе чăваш йăли-йĕркине хисепленипе, илемлĕ те çепĕç чăваш чĕлхипе тепĕр чăвашран та тасарах калаçнипе çыхăннă?

- ...Тен, чăвашпа тутар хушшинче уйрăмлăх пур тени халап çеç? Çынсем шухăшласа кăларни çĕр çинче питĕ нумай. Çынлăхлă çын çынлăх парать. Çынлăхлă çынра эпир тутарлăх та, чăвашлăх та шырамастпăр. Пире ун патне наци паллисем мар, хамăра килĕшекен туйăмсем туртаççĕ. Туйăмсем вара чăвашлăхпа тутарлăх çине пайланмаççĕ. Вĕсем юрату пекех: е пур, е çук. Тĕслĕхрен, эпир юратнă чухне чăвашла юратам-ха е çилленнĕ самантра ку çилĕ тутарларах пултăр-ха тесе шухăшламастпăр-çке.

- Апла пулсан мĕншĕн ку Инди юратăвĕ, ку Çĕпĕр сывлăхĕ, ку вара Кавказри вăрăм ĕмĕр тенине илтетпĕр-ха?

- Юрату - черчен туйăм. Ăна пире çÿлти хăват панă. Вăл китайла та, индилле те, азербайджанла та пулаймасть. Тĕрлĕ халăх хăйĕн юратăвне расна майпа палăртать. Сăмахран, индуссем хăйсен ачаш юратăвне юрă-ташă урлă кăтартаççĕ. Кавказра, паллах, çын пурнăçĕ чылай вăрăмрах, мĕншĕн тесен уçă сывлăш, паха пахча çимĕç ырă витĕм кÿреççех. Çĕпĕрте вара çирĕп сывлăх пулмасан епле пурăнайăн-ха? Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.