Пĕр машина ылтăн парсан та кунтан каяс çук

19 Ноя, 2015

Алă ăстисем Турăран. Пĕрисем çак пултарулăха пытарма тăрăшаççĕ, теприсем ăна çине тăрсах аталантараççĕ. Хăпартлануллă кăмăлпа савăнăç парнелекен юратнă ĕç тупăш та кÿрет. Чылай чухне укçи пĕлтерĕшлĕ мар-ха. Чи кирли - алăпа тунă ĕçсем пĕлĕшсене, тăвансене савăнăç кÿни. Çакна Тăрăмра пурăнакан Валерий Егоров та палăртрĕ. 47 çулти ăстан ĕçĕсем ялĕпех саланнă.

Валерий Николаевич ача чухнех тĕрлĕ япала ăсталама кăмăлланă. Çавăн чухнех учитель пулма ĕмĕтленнĕ вăл. 8 класс пĕтерсен тăван тăрăхпа сыв пуллашса тĕп хулана çул тытнă. Педучилищĕре вĕреннĕ вăхăтра 30 тенкĕ стипенди илнине халĕ те манаймасть вăл. Учителе вĕреннĕ Валерий Николаевич тăван тăрăхне таврăннă. Малтан Курнавăшри пĕлÿ çуртĕнче тăрăшнă вăл, унтан Тăрăм шкулне куçнă. Халĕ технологи, черчени, ÿкерÿ урокĕсене вĕрентет. Диплом илнĕренпе чылай çул хыçа юлнă ĕнтĕ, анчах çак çула суйланăшăн ÿкĕнни нихăçан та пулман. Валерий Николаевич шкулсăр пурăнма пултарайманнине çирĕплетсех каларĕ. «Çĕр çинче çуралнă, çавăнтах ĕçлесе пурăнмалла. Ялтах тĕплентĕм. Пĕр машина ылтăн парсан та кунтан каяс çук. Учительте вăй хума килĕшет, ачасемпе ĕçлеме кăмăллă», - терĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.