«ÇИРĔП СЫВЛĂХ СУНАТĂП»
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, аслă квалификаци категориллĕ тухтăр Василиса Архипова сывлăх сыхлавĕнче 1980 çултанпа ĕçлет. Вăл Чăваш патшалăх университетĕн медицина факультетĕнчен педиатра вĕренсе тухнă. Ĕçленĕ вăхăтрах пĕлĕве ÿстерсе «Сывлăх сыхлавне йĕркелесси тата общество сывлăхĕ», «Педиатри», «Неонатологи» специальноçсемпе сертификатсем илнĕ. Василиса Владимировна - Элĕк районĕн больницин тĕп врачĕ, районта сиплевпе профилактика ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелес тĕлĕшпе нумай тăвать. Опытлă ертÿçĕ юлашки çулсенче больницăна пултаруллă çамрăк специалистсем килнипе питĕ кăмăллă, вĕсене аталанма пулăшас тесе тăрăшать.
В. Архипова общество пурнăçне те хастар хутшăнать. Ăна кăçал район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн заместительне, хĕрарăмсен канашĕн ертÿçине суйланă. Вăл сывă пурнăç йĕркине сарас енĕпе те чылай ĕçлет. «Физкультурăпа спорта питĕ юрататăп: конькипе ярăнатăп, кашни хĕллех пирĕн урамри хĕрарăмсенчен йĕлтĕрçĕсен командине йĕркелетпĕр, ăна ертсе пыратăп,-тет Василиса Владимировна. - Пурне çирĕп сывлăх суннă май хамăр сывлăхшăн чи малтанах хамăрăн тăрăшмаллине аса илтерес килет. Çамрăксене те, аслă çултисене те сывлăха упрама, физкультурăпа туслашма сĕнетĕп. Паллах, сывлăха çирĕплетес тĕлĕшпе тухтăрсен канашĕсене шута илни те, хушма сиплев мелĕсене пĕлни те ытлашши пулмĕ. Сăмах май, «Сывлăх» хаçатра халăх медицинин тĕрлĕ рецепчĕсем, специалистсен сĕнĕвĕсем нумай пичетленеççĕ. Тăван чĕлхепе тухакан çак хаçата чылайранпа илсе тăратăп, аннене те çырăнса паратăп. «Сывлăха» 2016 çул валли те çырăнатăпах».
Алина ЛУКИЯНОВА.
Комментировать