ПЫР ЫРАТАТЬ, САСĂ ÇĔТЕТ
Сивĕ çанталăкра шăнсанах е урана йĕпетсенех фарингит е ларингит пуçланаççĕ. Пĕрремĕш тĕслĕхре карланкăн лăймака сийĕ шыçать, иккĕмĕшĕнче тип пыр шыçать, сасă çĕтет. Халăх медицини мĕнле пулăшма пултарать-ха?
Ăшăтакан компресс
Тÿрех каласа хăварар: ăшăтакан компреспа температура пысăк, организмра мĕнле те пулин шыçă пур, ăшă процедурисем юраман чухне усă курмаççĕ.
10 тумлам шурă чăрăш /пихта/ çăвне 1 апат кашăкĕ тип çупа хутăштармалла. Çак хутăшра темиçе хуçлатнă икĕ марля татăкне йĕпетмелле, мăйăн икĕ енне, ĕнсе патнерех, хумалла. Щит евĕрлĕ пара перĕнтермелле мар. Çиелтен полиэтиленпа витсе шарфпа çирĕплетмелле. Компреса 4-6 сехет тытмалла. Курс - пыр ыратма чарăниччен. Асăрханăр: ку меслет шурă чăрăш çăвне аллерги пулмасан кăна усăллă.
Пĕр виçепе вĕтетнĕ эмел шур курăкне /шалфей/, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекне, эвкалипт çулçине хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 200 миллилитр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла, тĕ-пĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Темиçе сий марльăна çак шĕвекре йĕпетсе çÿлте палăртнă пек мăй çине хумалла. Полиэтиленпа витмелле, шарфпа чĕркемелле. Курс - пыр ыратни иртиччен.
Сасă таврăнать
Ларингитпа аптрасан сасса тавăрма çак рецептсем пулăшаççĕ.
Алоэ çулçинчен сĕткен юхтармалла, 3:10 шайлашупа пылпа хутăштармалла. Йÿçекрех эмеле кунне 3 хут 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Сывлăх лайăхланичченех сипленмелле.
1-ер апат кашăкĕ эмел курăкĕн типĕ чечекне, тĕкĕрчене /вахта трехлистная/, вăй курăкне /золототысячник/ хутăштармалла. Тин вĕренĕ 4 стакан шыва ямалла, 10 сехетрен сăрăхтармалла. Шĕвекпе пыра кунне 3-4 хут чÿхемелле. Курс - сываличчен.
2 апат кашăкĕ хыр папкине 1 стакан шыва ямалла. Вĕреме кĕртмелле. Çулăм çинчен илсен савăта хупăлчапа витсе 12 сехет лартмалла. Çак шĕвеке карланка талăкра пĕрре çĕрлене хирĕç сĕрмелле. Кăштах çăтма та юрать. Курс - 10 кун.
Вĕри /вĕрекен мар!/ шыва 1-2 тумлам хыр, эмел курăкĕн, лаванда е уртăш /можжевельник/ эфир çăвĕсене тумлатмалла. Çак шыв çинелле пĕшкĕнмелле, пуç çийĕн алшăллипе витĕнмелле, сиплĕ пăспа 5-10 минут сывламалла. Процедурăна кунне 2-3 хут 5-шер минут тумалла. Курс - сываличчен. Ку меслет эфир çăвне аллерги пур çынсене кăна юрамасть.
Упа çырлин /бузина черная/, çăкан, эмел курăкĕн 1-ер чей кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ чечекĕсене тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Ăшăтнă шĕвекпе ингаляци тумалла, кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 5 кун.
Карланкă шыçсан
Шапа хупаххин /мать-и-мачеха/ 5 пай типĕ çулçине, 3 пай шăши кикенекне /череда трехраздельная/, 1 пай пĕтнĕке /мята перечная/ хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Шĕвекпе пыра кунне 3-4 хут сываличченех чÿхемелле.
Фарингитран аир тымарĕ лайăх пулăшать. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ тымара тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 10 минут вĕретмелле. 1 апат кашăкĕ эмел курăкĕн чечекĕ хушса 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Пыра шĕвекпе кунне 3-4 хут чÿхемелле. Курс - сываличчен.
Вăрах фарингитпа аптрасан пĕр пуç ыхрана нимĕрлемелле, 1 литр панулми уксусне ямалла, сивĕ тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле, сăрăхтармалла. 1 стакан ăшă шывра çур чей кашăкĕ тăвар ирĕлтермелле, унта 1-2 апат кашăкĕ ыхрапа уксус хутăшне ямалла. Шĕвекпе пыра кунне 2-3 хут чÿхемелле. Курс - сываличчен.
Комментировать