Укçапа тухăçлă усă курмалла

17 Ноя, 2015

Министрсен Кабинечĕн шăмат кунхи ларăвĕ анлă йышпа иртнине, унта вырăнсенчи влаç органĕсен ертÿçисене те чĕннине кура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев калаçăва районсемпе хуласен çĕнĕрен суйланнă пуçлăхĕсене саламланинчен пуçларĕ. Асăрхаттарма та манмарĕ: лава кÿлĕннĕ пулсан - ĕçлемелле.

Чи малтан пурлăхпа яваплăха туйса хуçаланмаллине аса илтерчĕ - çĕр, аренда ыйтăвĕсем, «республикăра должноçри пĕр çын та пурлăха тусĕсене, çывăх çыннисене валеçсе пама пултараймасть. Кунашкалли палăрчĕ-тĕк - уголовлă ĕçсем пулĕç». Михаил Васильевич ĕçе тĕп ыйтусене мала кăларса пурнăçламаллине палăртрĕ: «Эпир патшалăхăн мĕнпур программине хутшăнатпăр, федераци бюджетĕнчен инвестицисем илетпĕр. Конкурс процедурисене йĕркелемелле, ку укçапа тухăçлă усă курма кирлĕ».

Кун йĕркине кĕртнĕ пĕртен пĕр ыйту вара - республика бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси. Тĕп докладпа финанс министрĕ Светлана Енилина сăмах илчĕ. Саккун проектĕнче 2015 çулхи бюджетăн тупăш пайне 359 млн тенке яхăн пысăклатма палăртнă. Ку - федераци центрĕпе ăнăçлă çыхăну йĕркеленин кăтартăвĕ. Тăкаксем 300 млн тенке яхăн пысăкланаççĕ. Самай пысăк хушма ассигнованисем Çул-йĕр фондне, вырăнсенчи бюджетсене шайлаштарма, АПК валли тата ытти сферăна кайĕç. Çапла вара кăçалхи бюджетăн тупăш пайĕ 11: пысăкланать - 37 млрд тенкĕ урлă каçать.

Уйрăм муниципалитетсен çивĕч ыйтăвĕсем пирки Михаил Игнатьев вĕсен ертÿçисене сăмах парсах калаçу пуçарчĕ. Бюджет ыйтăвне пĕр кун маларах иртнĕ канашлура та хивре сÿтсе явнине шута илсе-ши - Михаил Васильевич тĕп хула пуçлăхне Леонид Черкесова «Леонид Ильич, çĕрле çывăраймарăр пуль...» тесех каларĕ. Унтан хушса хучĕ: «Вăт, куратăр-и, тăрăшсан пĕтĕмпех ăнать».

Çĕнĕ Шупашкарсен 22: танлашакан ÿсĕмлĕ аталанăвĕ Михаил Игнатьева тивĕçтерет. Унччен вара, аса илтерчĕ вăл, «хулара митингсем иртетчĕç. Эпир унта çĕр-çĕр миллион тенкĕ хыврăмăр». Химиксен хулин влаç представителĕсем капла каланипе хавхаланнăччĕ кăна пуль - ЧР Пуçлăхĕ ыйту парса вĕсене тÿрех пусăрăнтарчĕ: «Сирĕн ытлашши укçа çук-и, пирĕнпе пайлаймастăр-и?» Лешсем «хамăр валли çитересчĕ» теме пăхсан Михаил Васильевич уççăнах каларĕ: «Уйрăм бюджетсем пур, вĕсенче вун-вун миллион тенкĕ вилĕ груз пулса выртать».

Улатăрсен влаçĕ тĕлĕшпе те «пехил» сăмахĕсем пулчĕç: «Авалхи хула, унăн хăшпĕр кĕтесĕсене юсама-тирпейлеме вун-вун çул алă çитмен... Сирĕн унта нумай хваттерлĕ çуртсене юсама пухакан укçа виçи ытла та пĕчĕк». Хула администрацийĕн ертÿçи «администрацин банкри шучĕпе усă курма чарнине сирмешкĕн пулăшма ыйтатпăр» тесен вара Михаил Васильевич татăклăн хуравларĕ: «Вăт ку енĕпе пулăшмастпăр! Эсир унта ЖКХ организацийĕсене хÿтте илнĕ - тахçанах урăххисене тупмалла пулнă!»

«Влаç - халăх аллинче, пире вара вăхăтлăха кăна тара тытаççĕ. Тавлашусем пулсан вĕсене митингсенче мар, ĕç пÿлĕмĕсенче татса памалла», - Михаил Васильевичăн ку сăмахĕсем Канашсен ячĕпе пулчĕç.

Паллах, Çĕмĕрле те сиксе юлмарĕ. Хула администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ сăмаха таçтан айккинчен мар, тÿртен пуçларĕ: «Эпĕ çивĕч ыйтусене паян кунчченех тĕпчетĕп-ха - ман умĕн вĕсемпе никам та тĕплĕн интересленмен. «Теплоэнерго» предприятие ертсе пынă çын вырăнти депутатсен комиссийĕнче те ĕçленĕ. Унта кадрсене тасататпăр. Вăрланă - уголовлă ĕçсем пулĕç. Тĕп инженера, виçĕ мастера кăлартăмăр...» Кунашкал доклад республика ертÿçине килĕшрĕ пулас: «Эсир çивĕч ыйтусене татса пама пуçланине хула çыннисем те палăртаççĕ». Çав вăхăтрах хула тата администраци пуçлăхĕсем залра юнашар мар, тĕрлĕ вырăнта ларнине курчĕ те - асăрхаттарчĕ: «Эсир пĕр машинăпа килмен-им, мĕншĕн уйрăммăн ларатăр? Апла пулмалла мар, çынсем çакна курĕç те - эсир пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеместĕр тесе шутлама пултарĕç».

Патăрьелсен лару-тăрăвĕ калаçтармарĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ «ĕç-пуç япăхланмĕ, лайăхланĕ кăна» терĕ те - Михаил Васильевичăн ÿпкелешес-тиркешес кăмăл пурри сисĕнмерĕ: «Пирĕн юратнă районăн майĕсемпе хăвачĕсем аван - ĕçлĕр».

Юлашкинчен Михаил Васильевич Правительствăн иртнĕ ларăвĕнче сÿтсе явнă тема патне таврăнчĕ - çĕршывра шкулсем тумалли пысăк проекта пурнăçлама тытăнасси пирки сăмах хускатрĕ. Çитес çулах Шупашкарта 1 пинрен кая мар ачана йышăнмалли шкул тума пуçламашкăн тĕллев палăртрĕ, ăна 17-мĕш çулта хута ямалла. Сăмах май, Чăваш Енри шкулсен 6: паян ачасем икĕ сменăпа вĕренеççĕ, анлă программăна пурнăçланă май мĕнпур ачана пĕр смена çине куçармалла. Программăна пурнăçламашкăн республикăна пĕтĕмпе 4-5 млрд тенкĕ кирлĕ пулĕ. Çак ĕçе Михаил Васильевич хамăрăн сенаторсене те, Вадим Николаевпа Николай Федорова, явăçтарасси çинчен каларĕ. Вадим Николаев ларура хăй те пулчĕ те - шкулсен строительстви пирки мар, федераци шайĕнче фермерсене пулăшмалли анлă программăна пуçарасси çинчен пĕлтерчĕ. Уйрăм çынсем фермер ĕçне аталантарма хăйсен укçине хываççĕ, кайран вара патшалăх фермăсем тума кайнă тăкаксен 35: бюджетран тавăрса парать - çак майпа усă курмалла.

Николай ДМИТРИЕВ

Рубрика: