Уяв умĕнхи чи пысăк парне

16 Ноя, 2015

Налук службин ĕçченĕсем çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ

Хăйсен ĕçне тивĕçлĕн туса пынă вăхăтрах спортзала çÿресе ÿт-пĕве тĕреклетме, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса ăсталăха ÿстерме ĕлкĕреççĕ. Чăваш Ен инспекторĕсем спортра хастар пулнине Раççей налук службин çуллахи спартакиадин пĕтĕмлетĕвĕ те кăтартса пачĕ.

Йăлана кĕнĕ ăмăртуран /вăл Мускавра иртнĕ/ пирĕн ентешсем кăçал сумлă наградăсемпе /3 «ылтăн», 1 «кĕмĕл»/ таврăнчĕç. Чăваш Республикин тата Атăлçи округĕн чысне Комсомольскинчи налук службин пуçлăхĕн заместителĕ Зуфар Тимаевпа Шупашкарти инспекцин ĕçченĕ Анжела Солина хÿтĕленĕ. Вĕсем ытти спортсменпа пĕрле кроссменсен тупăшăвĕн тата çăмăл атлетика турнирĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе ылтăн медале тивĕçнĕ, эстафетăра иккĕмĕш кăтартупа палăрнă. З.Тимаев вара уйрăм ăмăртура /кросс/ дистанцие пĕрремĕш вĕçлесе «ылтăнлă» пулнă.

- Налук службин спортсменĕсем çуллахи спартакиадăн Атăлçи тăрăхĕнчи тапхăрĕнче те пухмача 7 медальпе пуянлатнăччĕ, - каласа парать ЧР налук органĕсен ĕçченĕсен профсоюзĕн председателĕ Геннадий Солин. - Чĕмпĕр хулинче иртнĕ ăмăртура Каçалти Зуфар Тимаев, Шупашкарти Анжела Солина, 4-мĕш инспекци ĕçченĕ Леонид Алексеев, управленин аслă инспекторĕ Алина Степанова уйрăмах пысăк çитĕнÿсем турĕç. Вĕсем эстафетăра /«ылтăн»/ тата кросра малти вырăнсене йышăнса /З.Тимаев - «ылтăн», А.Солинăпа А.Степанова - «кĕмĕл»/ командăна лайăх очкосем «парнелерĕç». Çăмăл атлетика ăмăртăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе ентешсен команди пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕ. Ку спартакиадăра атлетсене кăна мар, футболистсене те ăнчĕ. Республикăри управленин команди /йышра - 8 çын/ мини-футбол турнирĕнче бронза медаль çĕнсе илме пултарчĕ.

Геннадий Петрович пĕлтернĕ тăрăх - чăваш налукçисен пирвайхи çитĕнĕвĕ мар ку: пĕлтĕр Атăлçи округĕнчи спартакиадăра Анжела Солина ишекенсен тупăшăвĕнче - пĕрремĕш, ташăçсен конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Налук службин команди республикăри патшалăх органĕсенче ĕçлекенсен спартакиадинче те кашни çул призерсен йышне кĕнĕ, кăçал та вĕсем лидерсен ушкăнĕнче.

Кунта А.Солина çинчен ырă сăмах каламаллах. Шупашкарти налук инспекцийĕнче ĕçлекенскер ачаран спортпа туслă. Вăл - спорт мастерĕн кандидачĕ, фитнес-аэробикăпа кăсăкланать. Анжела 2013 çулта çĕршыв чемпионатĕнче виççĕмĕш пулса Европа чемпионатне хутшăннă. Çамрăк хĕр ашшĕнчен тĕслĕх илет. Геннадий Солин та яш чухне вăтам дистанцисене чупассипе ăста пулнă, каратэ енĕпе спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Хальхи вăхăтра вăл - Раççей налук службин республикăри управленийĕ çумĕнчи спорт клубĕн ертÿçи.

Геннадий Петрович савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ: ЧР Спорт министерстви республикăри предприятисемпе организацисем хушшинче ирттернĕ смотр-конкурсра налук службин управленийĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Раççей налук службин ĕçне пысăк хак пани ку», - тет Геннадий Солин. Пултаруллă спортсменсен спартакиадăри çитĕнĕвĕ те налукçăсемшĕн уяв умĕнхи чи пысăк парне пулчĕ, ахăртнех.

А.МИХАЙЛОВ

Рубрика: