Пыл ăстисем канашларĕç

13 Ноя, 2015

Шупашкарта ЧР Наци библиотекинче хурт-хăмăр ăстисен пĕрремĕш съезчĕ иртрĕ. Вĕлле хурчĕсене пăхмалли ĕç хатĕрĕсене, пылак çимĕç туса илмелли ăсталăхпа паллаштаракан кĕнекесем, хаçат-журнал куртăмăр, тĕрлĕ пыл тутанса пăхрăмăр.

Форума 150 ытла ăста хутшăнчĕ. Çав шутра Тутарстанран, Мари Элран, Чĕмпĕрпе Чулхула облаçĕсенчен килнĕ. Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕç пĕрлĕхĕн членĕсем Н.П.Пирожков, А.И.Федоров, И.М.Федоров, Д.П.Лобастов с<езд тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç.

Ăна ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.П.Якимов уçрĕ, хурт-хăмăр ĕрчетесси кăткăссине палăртрĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн профессорĕ И.Н.Мадебейкин çанталăк кăçал вĕлле хурчĕсене майлă пулман пирки утарçăсен умне йывăрлăх тухса тăни çинчен каларĕ, хуртсем нектар пуçтаракан чечексене утар таврашĕнче ытларах акса çитĕнтерме сĕнчĕ.

ЧР хурт-хăмăр ĕрчетекенсен агентствин директорĕ Г.А.Максимов отрасль умĕнчи тĕллевсене тишкерчĕ, республикăри утарçăсене юлашки çулсенчи çитĕнÿшĕн мухтарĕ. Çармăсран килнĕ В.Ф.Южаков - хăйĕн ĕç опычĕпе, хурт-хăмăр академийĕн доценчĕ Н.Л.Попова /Тула хули/ çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç, Раççей ял хуçалăх академийĕн профессорĕ А.П.Савин, И.Н.Филиппов врач-офтальмолог тунă докладсем те кăсăклă пулчĕç.