Литература çулталăкĕнчен Кино çулне - «Асам» фестивальпе

13 Ноя, 2015

Раççейре килес 2016 çула Кино çулталăкĕ тесе паллă тума йышăннине нумайăшĕ пĕлет те ĕнтĕ. Çакна шута илсех-тĕр чÿк уйăхĕн 16-21-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен «Асам» фестивальне ирттерме палăртнă. Кун пекки Чăваш Енре - пĕрремĕш хут. Ăна ЧР Кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕ пуçарнипе тата ЧР Культура министерстви пулăшнипе ирттереççĕ.

Фестивалĕн тĕллевĕ пархатарлă - кино ÿкерес ăсталăхри ку чухнехи пултаруллă çынсене тупса палăртасси, чăваш киностудийĕн çитĕнĕвĕсене халăха кăтартасси, наци фильмĕсене анлăрах сарасси.

"Асам" фестивале кĕске тата тулли метражлă илемлĕ, документлă, анимаци фильмĕсем хутшăнаççĕ. Хаклав вăхăтĕнче кăтартнă ĕçсене 14 номинаципе пахалĕç. Чи лайăххине "Асам" фестивалĕн Тĕп парнипе Ÿгран-припе? чыслĕç. Шупашкарта халиччен пулман конкурса йĕркелекенсем палăртнă тăрăх - Чăваш киноне ÿкерес ĕçе пысăк та хăйнеевĕрлĕ тÿпе хывнисемшĕн ятарлă номинацисем те пулĕç.

Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ чÿк уйăхĕнĕн 16-мĕшĕнче 15 сехетре Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче уçăлать. Унта кино кăтартнипе кăна çырлахмĕç, тĕлпулусемпе тишкерÿллĕ калаçусем йĕркелĕç, кино ÿкерес ăсталăха ÿстермелли хăнăхусем ирттерĕç. Кунсăр пуçне çĕнĕ фильм авторĕсене кино курнă хыççăнхи çивĕч ыйтусене те пама май пулĕ.

Конкурса хутшăнма тивĕç пулнă фильмсене ЧР Наци вулавăшĕнче, ЧР Электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕнче кăтартĕç. Киносеанссене, пултарулăх тĕлпулăвĕсене тÿлевсĕрех кĕртĕç. Çĕнтерÿçĕсене чыслакан пĕтĕмлетÿллĕ уяв чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче ЧР Наци вулавĕнче иртĕ.

Фестиваль "вăхăт çитĕ, чăваш чĕлхи тимĕр татĕ" тесе хавхаланакан Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 116 çул çитнĕ кун уçăлнинче символла пĕлтерĕш те асăрхама пулать. Шанас килет, чăваш кинематографийĕ çĕнелсе те вăй илсе Илпек Микулайĕн "Хура çăкăрне" те, Хветĕр Уярăн "Танатине" те е тата Куçма Турханăн "Сĕве Атăла юхса кĕрет" историлле романне те экран çине кăларма хевте çитерĕ.

Римма ГУРЬЯНОВА

Рубрика: