Геннадий Волков ячĕпе - этнокультура форумĕ

13 Ноя, 2015

Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕ йĕркеленипе этнопедагогикăна пуçарса янă Геннадий Волков паллă ăсчаха асăнса «Ылтăн сăпка» ятлă Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш этнокультура форумĕ иртрĕ.

Мероприятие ирттерме Чăваш наци конгресĕ те нумай пулăшрĕ. Форума ЧНК президенчĕ Николай Угаслов та хутшăнчĕ. Малтанах Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ ăсчахсемпе вĕрентекенсем Шупашкарти 62-мĕш шкулта ăсталăх урокĕсемпе семинарсем ирттерчĕç. Кунтах «Хавхалану» ятлă Раççейри пĕрремĕш фестиваль-конкурс иртрĕ.

Форум тепĕр кун культурăпа искусствăсен инситутĕнче малалла тăсăлчĕ. Унта «Хальхи вăхăтра этнопедагогика мелĕпе халăх культурине сыхласа хăварасси» темăпа пĕрремĕш наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Николай Угаслов пухăннисене паллă çак форума пуçтарăннă ятпа саламларĕ. "Чăвашăн мухтавлă ывăлĕн Г.Волковăн эткерлĕхĕ пире чунпа пуян пулма, ытти халăхпа туслă пурăнма пулăшать. Унăн ĕçĕсене тĕпчени, вĕсемпе пурнăçра усă курни пире малалла аталанма, хамăрăн культурăна пуянлатма май парать", - терĕ Николай Федорович.

Чăваш халăх тумĕн пуянлăхне кăтартас тĕллевпе Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи халăх ăстисен ассоциацийĕн ертÿçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, культурăпа искусствăсен институчĕн доценчĕ Зинаида Воронова хăй ăсталанă тумсен пуххипе паллаштарчĕ. Чăваш эрешĕллĕ çи-пуçа сцена çинче институтра вĕренекенсем кăтартрĕç.

Кун хыççăн институтри классемпе аудиторисенче тĕрлĕ секцисемпе ăсталăх урокĕсем ĕçлерĕç. Вĕсене Геннадий Волковăн ытти регионтан килнĕ вĕренекенĕсем - паллă ăсчахсем - ирттерчĕç.

 

Зоя ЯКОВЛЕВА

Рубрика: