Акă вĕсем – вăрманçăсем!

12 Ноя, 2015

Пĕтĕм Раççейри çамрăк вăрманçăсен с<езчĕ Хура тинĕс хĕрринче «Орленок» кану центрĕнче иртрĕ. Унта пурĕ 130 ытла ача хутшăнчĕ. Хамăр республика чысне Хутарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ шкулта вĕренекен Ирина Романова Ÿ8 классŸ, Наталья Романова Ÿ9 классŸ тата вунпĕрмĕш класра вĕренекен Таня Шустова хÿтĕлерĕç.

Ăмăртăва хутшăнакан ачасем пурĕ тăхăр командăна пайланса тĕрлĕ конкурса хутшăнчĕç. «Ачасен ботаника сачĕ» вăйă-экскурси, «Экологи патрулĕ» конкурс программисем чи маттуррисене палăртма пулăшрĕç. «Экологи патрулĕ» конкурс, сăмахран, темиçе тапхăрпа иртрĕ. Ачасем азимутпа çÿресе, уçă вырăнта кăвайт чĕртсе, палатка лартса, вут-кăвара сÿнтерсе, аманнă çынна пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парса, йывăç лартса тупăшрĕç.

Конкурссем çивĕч кĕрешÿре иртрĕç. Пĕтĕмлетÿ тусан çакă паллă пулчĕ: пĕрремĕш вырăна пирĕн республика, Пушкăрт тата Крым республикисен, Иваново тата Курск облаçĕсен командисем тухрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене дипломсем тата парнесем парса чысларĕç. Эпир хамăр тăван ене чыслăн хÿтĕлеме пултарнишĕн питех те савăнтăмăр. Чи кирли - ачасем кăмăллă юлчĕç. Шкулти тусĕсем те савăнăçпа çиçрĕç.

Сергей НИКОЛАЕВ,

воспитатель.

Çĕмĕрле районĕ,

Хутар шкулĕ.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: çĕнтерÿçĕсем эпир!

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.