- Чăвашла верси
- Русская версия
Этеме хĕрхенни - тĕрĕс туйăм, анчах унпа ултавçăсем те усă кураççĕ
24 çул... Вăй-хал çăл куç пек тапса тăрать, çанă тавăрса чуна парса ĕçлемелли тапхăр. Уйрăмах çемьеленме ĕлкĕреймен пулсан мĕн пур вăхăта ĕçе халаллатăн. Ку тĕслĕхре «службăна» тени тĕрĕсрех, мĕншĕн тесен Сергей Александров - опер, вăл ЧР ШĔМĕн уголовлă шыравăн ултавлă ĕçсене уçса парас енĕпе тăрăшакан уйрăмĕнче вăй хурать.
Сергей йĕрке хуралçисен çемйинчен мар: амăшĕ - экономист, ашшĕ - инженер-энергетик. Шкулта чухнех арçын ача литература, обществознани, истори предмечĕсене килĕштернĕ. Чун туртнипе Чулхулари полици академине çул тытса следователе вĕреннĕ. Малалла вулас...
Комментировать