Колони ĕçченĕн хăтланăвĕ

12 Ноя, 2015

Шупашкарти Ленин районĕн следователĕсем Раççей ФСИНĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн юсанмалли 1-мĕш колонийĕн сотрудникĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе вĕçне тухнă - 29 çулти арçынна вăрлама хăтланнăшăн явап тыттарасшăн.

Следстви версийĕ çапларах: кăçалхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче вăл йывăр тиев турттаракан машинăна хурса колони картишĕнчен 21 метр пралук илсе тухма тăнă. Унччен малтан çынна вĕлернĕшĕн кирпĕч шутлакан пĕр арçынна çав пралука мунча-прачка комплексĕнче тимĕр шăратмалли аппаратран уйăрма ыйтнă, уншăн пируспа тата чейпе тав тума шантарнă. Хушнине ристансем пурнăçланă-ха, анчах усала сиссе кун пирки колони ĕçченĕсене пĕлтернĕ. Çапла майпа вăрра преступлени вырăнĕнчех тытса чарнă.

Рубрика: