- Чăвашла верси
- Русская версия
Пуçаруллисемшĕн пур çул та уçă
Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен кунĕ. Çĕршыв хăш çулпа каясси, епле аталанасси яшсемпе хĕрсенчен те нумай килет. Çавăнпа çамрăксем кăмăлне каякан профессие алла илни, специальноçпа ĕç тупни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Аслă шкулсенче студентсене аталантармашкăн тĕрлĕ май шырани те пысăк витĕм кÿрет. Яшсемпе хĕрсем практика витĕр тухса пулас професси вăрттăнлăхĕсемпе çывăхрах паллашаççĕ. Пирĕн республикăри чылай аслă шкул ют çĕршыври предприятисемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Акă Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем те çулленех чикĕ леш енче пулса кураççĕ, унти организацисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ. Нумаях пулмасть академие Германири LOGO союз представителĕ Константин Пильщиков килсе кайрĕ. Вăл ют çĕршывра практика тухма кăмăл тунă çамрăксемпе тĕл пулнă. Германири фермер хуçалăхĕнче ĕçлени тупăш çеç кÿрет-и? Ют çĕршывра çур çул пурăннă май, тĕрлĕ хулана çитсе курни те кăмăла хăпартни пирки Татьяна Арефьевăпа Екатерина Мижерова каласа кăтартрĕç. Малалла вулас...
Комментировать