СЫВĂ АПАТРАН ТА ӲТ ХУШĂНАТЬ

11 Ноя, 2015

Чылай чухне сывă апат та кĕлетке виçине ӳсме витĕм кӳрет. Çак пулăмран хӳтĕленес, рационра шăпах сире юрăхлă çимĕçсемпе усă курас тесен мĕн тумалла-ха? В.Белова диетолог сĕнĕвĕсене пичетлетпĕр.

Чăмăрла çăмарта

Вăл чăннипех усăллă пулни паян никама та иккĕлентермест. Çăмарта витаминсемпе, микроэлементсемпе, белокпа, паха ытти япаласемпе пуян. Чăннипех диета çимĕçĕ.

Анчах çăмартара çу тĕртĕмĕ туса кăларассине вăйлатакан япаласем те пур. Енчен те тĕп апата сиктермесĕр кунне 2-3-шер çăмарта çисен пĕр уйăхран икĕ-виçĕ килограмм хушăнатех.

 

Хăвăрт пиçекен пăтă

Питĕ хăвăрт хатĕрлемелли пăтăсем тутлă. Анчах организма лексен вĕсем энергие мар, çăва куçаççĕ.

Промышленноç мелĕпе тирпейленĕ чухне кĕрпене хăвăртрах пĕçерме май пултăр тесе хуппинчен тата тĕввинчен тасатаççĕ. Апатăн тĕп пахалăхĕ шăпах вĕсенче ĕнтĕ. Кĕрпере вара сахăр, крахмал, калори питĕ нумай юлаççĕ.

 

Типĕтнĕ улма-çырла

Консервантсем хушман пулсан вĕсем питĕ усăллă. Типĕтнĕ хыççăн улма-çырлара организма кирлĕ япаласемсĕр пуçне калори виçине ӳстерсех яракан сахăр та юлать.

Апатсенчен пĕринче пĕр виçе типĕтнĕ улма-çырла кăна çиме пулать. Çак тĕслĕхре ытлашши килограмсенчен хăрамалли çук. Асăннă йĕркене тăтăшах пăхăнмасан пысăкрах виçеллĕ çи-пуç туянма тивет.

 

Услам çу

Çак çимĕç тутлă кăна мар, çав тери усăллă та. Услам çу гормонсен шайлашăвне йĕркелет, куç çивĕчлĕхне, ӳте лайăхлатать, ывăннине ирттерет.

Услам çу лаурин йӳçекĕпе пуян. Çак йӳçек организмăн кăмăска чирĕсене хирĕçле хăватне вăйлатать. Тата унри çăра çусем шыçăсенчен хӳтĕлеççĕ. Услам çу - организма кальцие йышăнма пулăшакан Д витамин çăлкуçĕ те.

Çапах та çимĕç калориллĕ пулнă май хăш-пĕр йĕркене пăхăнмалла: кĕлетке туласран ăна кунне 30 грамм таран кăна çиме юрать.

 

Тĕрлĕ мăйăр

Вĕсенчен хăшĕ-пĕри эмел пекех. Тĕслĕхрен, фисташка апат çулне ырă витĕм кӳрет, сывлав тытăмĕн ĕçне лайăхлатать, арçынсен арлăх хăватне ӳстерет.

Анчах мăйăра виçесĕр çиме юрамасть, мĕншĕн тесен вăл тĕлĕнмелле калориллĕ. Ӳт хушас мар тесен кунне 15 мăйăртан ытла çимелле мар.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.