Мунча

11 Ноя, 2015

Унтан тухнă сас-хура çĕршывĕпех сарăлнă

Вĕсене 5-мĕш стройтрестăн Атăл хĕрринчи икĕ хутлă кану çуртĕнче тунă. Кунта ытларах партипе совет органĕсенче ĕçлекенсем, 5-мĕш стройтрестпа ытти предприяти-ор­ганизаци ертÿçисем каннă. Вĕсене спортсменсем /самбистсем/, çав шутра спорт мастерĕсем ăшшăн кĕтсе илсе хăналанă. Чылайăшне çав треста строитель специальноçĕпе ĕçе илнĕ, анчах об<ектсенче пĕр кун та пилĕк авман.

Вăйпитти каччăсем кану çуртне харпăр хăйĕн çăмăл автомашинипе е таксипе Шупашкарпа унăн спутникĕнчен илемлĕ хĕр-хĕрарăма ирĕксĕрлесе илсе килме тытăннă. Пÿлĕмсене çаппа-çарамас пикесемпе арçынсем савăшнă чухнехи сăнÿкерчĕксене вырнаçтарнă. Аллисене çурăм хыçне çавăрса тытса салона кĕртсе лартнисенчен пурте тенĕ пекех хăйсен ирĕкĕпе салтăнман. Иккĕн-виççĕн тытса хывăнтарнă, хĕненĕ, сывлăш çулне пÿлсе асаплантарнă. Инкеке лекнисем усалсене хирĕç нимĕн те тăвайман. Вĕсене пĕчченшер е ушкăнпа мăшкăлланă, фотоаппаратпа е кинокамерăпа ÿкерсе илнĕ. Кану çуртĕнчен милици пайне кайса ан пĕлтерччĕр тесе тата хăйсен ирĕкĕпех савăшнине çирĕплетме хăшпĕр чухне ÿкернĕ пек çеç тунă. Кăларса янă чухне: «Хĕрлĕ кăсăруклисем пире тытма килсенех фотосене хулара çакса тухатпăр», - тесе асăрхаттарнă. Ирсĕрсен кулли пулнисем хăйсем мĕн тÿснине милицие, çынсене çийĕнчех пĕлтермен. Çавăнпа преступление вăхăтра тăрă шыв çине кăларайман.

Трестăн Гузовский урамĕнчи 22 тата Гагарин урамĕнчи 13-мĕш çуртсенчи икĕ тата пĕр пÿлĕмлĕ хваттерĕсене республикăна командировкăна килекенсем валли тытса тăнă. Анчах вĕсенче хăнасене йышăнман, урамсенчен хĕр-хĕрарăма /студенткăсем, 18 çул тултарманнисем, çемьеллисем, мăшăрланманнисем/ илсе килсе пусмăрланă. Суд 30-шне ирĕксĕрлесе мăшкăлланине çирĕплетнĕ. Çÿлте асăннă сăлтава пула следстви ыттисене палăртайман. Преступниксен танатине 100 ытла çын лекнĕ.

Шупашкарти Калинин районĕнчи ачасене вĕрентекен çеç кану çуртĕнче намăс курсан милицирен пулăшу ыйтнă. Хăйне вĕлересрен хăрамасăр чăннине уççăн каласа кăтартнă хыççăн аскăн-тĕскĕне арестлеме тытăннă.

5-мĕш стройтреста 1972 çулта Шупашкарти трактор тăвакансен заводне хăпартма туса хунă. ВЛКСМ Тĕп Комитечĕ об<екта Пĕтĕм Союзри ударлă стройкăсен йышне кĕртнĕ. Треста ертсе пыма А.Гурина, заместительпе тĕп инженера В.Балясовпа М.Ермолаева лартнă. Вĕсем çемьеллĕ, аслă пĕлÿллĕ, ĕçлеме Горький, Ростов облаçĕсенчен, Мордва республикинчен килнĕ. Ермолаева çак преступленипе çыхăнман ĕçпе айăпа кĕнĕшĕн маларах парти ретĕнчен кăларнă.

Трактор заводне тума Шупашкарти вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсене явăçтарнă. Чăваш АССР Министрсен Совечĕ 1972 çулта 5-мĕш стройтреста Хĕвелтухăç поселокĕнчи 5,6 гектар лаптăкра вĕсем валли «палатка хули» тума шаннă.

Гуринпа Ермолаев смета докуменчĕ хатĕрлеттермесĕрех çав вырăнта 1973 çулта кану çурчĕн /малтан ăна «санпропускник», каярахпа «профилакторий» тенĕ/ никĕсне яма хушнă. Ăна 1974 çулхи октябрьте туса пĕтернĕ. Совет тапхăрĕнчи йĕркепе ку саккуна пăхăнманнине пĕлтернĕ.

«Санпропускникри» мунчана кĕрсе пăхса çÿренĕ Аркадий Ваксберг çапла çырнă: «…Бараксемпе вăхăтлăх çуртсен хушшинчи пушă çулсемпе кăлăхах аташса çÿресе çав мунчана чылайччен шырарăм. Хăмаран çапса тунă çуртсем юхăннă, ваннă кантăкĕсенчен юр хÿнĕ, пиçĕ мар фанера тăрăхĕсем хăйпăннă, çĕрĕшнĕ. Юнашарах икĕ хутлă, чартаклă, галерейăллă çурт капăрланса ларать. Алăкĕнчен çÿлерех тĕле «Профилакторий» тесе çырса çапнă. Картишрен тем пысăкăш овчарка сиксе тухрĕ те манăн çула пÿлсе хаяррăн вĕрчĕ. Иртен-çÿрен çын куçĕнчен мунча çăра йăмралăх хушшине пытаннă. Унта кĕме чăнкă та пăрлак картлаçпа аялалла анма тиврĕ. Пусми çĕре яхăнах. Шăпах çак тĕлте Атăл шывĕ меллĕ сăмсах тунă. Мунча ăна илемлетет çеç. Хĕвел пайăркисем çуртăн лакпа сăрланă хăмисене пăхăрлаççĕ. Чÿречисен эрешлĕ хашакĕ, декоративлă хунарĕсем, алăксен тимĕрçĕ лаççинче хĕртсе тунă хăлăпĕсем, унччен тĕл пулман хурăмлă крыльци хăйнеевĕрлĕ пейзажа пĕрлешеççĕ.

Эпĕ «санпропускника» кĕтĕм. Кĕтĕм те тĕлĕннипе пĕр самант хытса тăтăм. Каминлă холл, бар, çемçе ларкăчсем, урайĕнче - кавирсем, электролампăсене çавăрса лартмалли катмар хатĕрсем. Стенасем çинче - панно тата эрешсем, милĕкпе çапăнса тар кăлармалли пÿлĕме кафельпе мрамортан хайланă. Хуçасем чаплă тăвассишĕн, студентсемшĕн тăрăшнă-ши, канма тата сывлăхĕсене çирĕплетме çăтмахри кĕтес ăсталанă-ши? Тунă, анчах вĕсем валли мар. Учреждени-организацие лаптăк касса панă чухне ăна мĕн тĕллевпе тата миçе çула уйăрнине палăртаççĕ. Анчах 5-мĕш стройтрест ертÿçисем çав лаптăк хуçисем пулса тăнă та «хуçа» сăмаха кавычкăсăр çырма пуçланă. Лаптăка студентсене мар, хăйсене панă, ку вырăнта хăйсене килĕшекеннине пурне те тума пултаратпăр тесе пĕтĕмлетнĕ.

Ырлăх, тĕлĕнмелле вырăн кунта. Куçа инçетелле пĕрре ывăтсанах савăнăçпа тулать. Хăйсен пурнăçне хăтлăлатма май пайтах, патшалăх укçи çителĕклех пулнă. Çапла пулмаллах тейĕн. Материалсем пĕр чарусăр, ил те ил. Ĕç аллисем нумай.

Студентсен хулинче ыттисем пачах кĕтмен об<ект çĕкленнĕ. Вĕсем çулла палаткăсемпе бараксенче нимĕн çинчен çăхавламасăр, нимĕн те ыйтмасăр пурăннă. Кану çуртне хăвăрт хăпартса лартнă.

Атăл еннелле пăхакан хваттерсем эрнере пилĕк кун питĕрĕнчĕк тăнă. Хуçисем вĕсенче шăмат кунпа вырсарни кун канса сывлăха тĕреклетнĕ, юрату юррисене итлесе çутçанталăкпа киленнĕ, кĕленче куркасене /хрустальрен тунисене туянса ĕлкĕреймен/ çĕклесе чанклаттарнă. Профилактика ирттерме каçсерен «финсен мунчинче» пуçтарăннă. Пĕтĕм документра вăл студентсен «санпропускникĕ» шутланнă. Унăн хуçисем хаклă хăнасене кунта йышăнса, ĕçтерсе-çитерсе патшалăх укçине темиçе пин тенкĕ тăкакланă. Чăннипех çапла: темиçе пин тенкĕ! Прокуратура савăнăçлă тăкака шутланă та профилактори - 200 яхăн пин, мунча 15 пин тенке ларнине палăртнă /ыттисем мунчана сахалтан та 150 пин тенкĕ тухса кайнă тенĕ/. Суд пĕтĕмлетнĕ тăрăх - стройтрест ертÿçисем тата вĕсен хăнисем валли студентсен «палатка хулинчен» курорт зони туса хунă. Каярахпа трестра ăна çурма официаллă шайра «ертсе пыракансен кану çурчĕ» теме тытăннă».

Уголовлă ĕçри хăшпĕр фактпа паллашар-ха. Трест часах строительство йĕрки-куркине пăсма тытăннă. Техника документацийĕпе санитари надзорĕн кăтартăвне пăхăнмасăрах строительсене выртса тăмалли икĕ хутлă çурт, столовăй хăпартнă - об<ектсене 167231 тенкĕ янă. «Палатка хулинче» асăннă документацире пăхман ĕçсем пурнăçласа 140,7 пин тенкĕ пĕтернĕ. Актсенче çав укçа палаткăсем пуçтармашкăн хатĕрсем туянма кайнă тесе палăртнă. Камин вырнаçтарма, декоративлă штукатурка тума, стенана илемлетме кăна 2073 тенкĕ уйăрнă. Мунча тăкакĕ сметăра пăхнинчен нумайрах пуçтарăннă.

Кану çуртĕнче икĕ пысăк хваттер пулнă. Унта хаклă сĕтел-пукан, телевизор, радиоприемник, диван-кравать, электрокалорифер ларнă. Пÿлĕмсенче шăмат кунпа вырсарни кун Гурин, Балясов, Ермолаев çемйисем каннă, Атăл тăрăхĕнче е леш енче ыр курнă. Пĕтĕм тăкака стройтрест саплаштарнă. Хăйсене тата хăнасене пăхма кану çуртĕнче 17 çынна тытса тăнă. 1973-1975 çулсенче вĕсене патшалăх шутĕнчен ĕç укçи 11840 тенкĕ те 29 пус тÿленĕ.

1974 çулта хушу кăларса А.Смир­новăна - общежити швейцарĕнче, Яковлева дворникре ĕç­леме илнĕ. Вĕсем ĕçе пĕр кун та тухман, анчах кĕсьене 894 тенкĕ те 28 пус чикнĕ. 1974 çулта Ермолаев Саковича 16-мĕш общежити комендантĕнче вăй хума илесси çинчен хушу кăларнă. Анчах вăл вăхăтра ун пек общежити пулман.

Катерсемпе моторлă кимĕсене трест укçипе туяннă. Уголовлă ĕçрен вĕсем 4322 литр бензин, мунча хутса 909 тенкĕ те 56 пуслăх вутă пĕтерни паллă. Трестра ĕçлекенсен хваттер черечĕ вăрăм пулнă, çапах Гузовский тата Гагарин урамĕсенчи хваттерсене пурăнмалли вырăн кĕтнĕ çемьесене паман. Вĕсемпе тĕллевлĕн усă курманнипе патшалăха 609 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Гурин 1974 çулхи чÿк уйăхĕнче студентсен отрячĕсем об<ектсенче çитес çуллаччен ĕçлеме пăрахнине тĕпе хурса трестăн «палатка хулинче» ĕçленĕ специалисчĕсене предприяти уйрăмĕсене тавăрасси çинчен хушу кăларнă. Ăна Чăваш АССР Халăх контролĕ тата Строительствăн территори управленийĕ тĕрĕслесе трест патшалăх укçипе саккуна пăсса усă курнине тупса палăртнă хыççăн йышăнма тивнĕ. Çапах та хушăва пурнăçламан. Трест организацийĕсенче шутланса тăнăскерсене çав-çавах студентсен лагерĕнчи кану çуртĕнче ĕçлеттернĕ.

Следстви вĕсене пурне те палăртнă. Н.Александрова трест инженер-диспетчерне илнĕ, тĕрĕссипе вăл кану çурчĕн директорĕ пулнă. Трест ертÿçисемпе хăнасене, «канма» илсе килнĕ хĕр-хĕрарăма йышăнассине вăл йĕркеленĕ. 1973 çулхи кĕркунне «профилакторие» Г.Тарасовăна /хушаматне улăштартăм/ ирĕксĕрлесе илсе килнĕ. Этем ĕренкинчен тухса малтан ăна черетпе, хыççăн иккĕн харăсах мăшкăлланă. Тарасовăпа порнографи ÿкерчĕкĕ тунă, ăна харăсах виççĕн пусахланă.

1974 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕ­шĕнче кану çуртне Тимофеевăпа Осиповăна сĕтĕрсе кĕнĕ. Вĕсем хывăнма килĕшмен. Тимофеевăна мăйĕнчен ярса тытнă та хыттăн пăвнă - çăварĕнчен юн кайнă. Вăйран кайнăскере тăна кĕртсе черетпе намăс кăтартнă. Осиповăна варĕнчен хытă чышнă, сывлăш çавăрса илсен мăшкăлланă. Пĕррехинче 18 тултарман виçĕ хĕрачана, вăл шутра 15 çултине пусахланă. Кунта пулнă хыççăн 19 çулти пикен варĕнче ача юлнă, ăна çуратас темен…

«Профилактори» хыпарĕ трестра тăрăшакан ахаль строительсен, хула çыннисен хушшинче сарăлнă. КПСС членĕ Иван Тореев аскăнчăксен ыйтăвне пухусенче уççăнах çĕкленĕ. Трест ертÿçисем унăн çăварне хуплас тесе ăна хирĕçле компромат шыранă, ĕçрен кăларса янă. Юрать-ха, КПСС Калинин райкомĕ ăна ĕçне таврăнма пулăшнă.

Следовательсен айăплисене явап тыттарассишĕн тар кăларсах ĕçлеме тивнĕ. Чăваш АССР Аслă сучĕ уголовлă ĕçе темиçе кун тĕпчесе 1976 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче айăплисем тĕлĕшпе приговор кăларнă. А.Гуринпа В.Балясова хăйсен ĕç вырăнĕсенче ĕçлеттерсе юсама, М.Ермолаева - 6, ытти 10 преступника 4-15 çула ирĕклĕх прависĕр хăварма йышăннă. Прокуратура приговор çемçерех тесе судьяпа килĕшмен. Вăл айăпланисене те çырлахтарман. Суд каярахпа уголовлă ĕçе тепĕр хут пăхса тухса приговор кăларнă.

Суд йышăну кăларнă хыççăн республикăри партипе совет органĕсенче тăрăшнисенчен хăшпĕрне административлă майпа явап тыттарнă. Республика прокурорĕн заместителĕсене Иван Царевпа Виталий Емельянова кану çуртне лекнисен заявленийĕсене çийĕнчех пăхса тухман тесе айăпланă, ĕçрен хăтарнă. Кайран Царев ваккатра тăрăшнă, Емельянов хăйĕн çине алă хунă. Вĕсене тĕрĕсех явап тыттарнă-ши? Ыйту халĕ те иккĕлентерет.

 

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автортан. «Хыпар» редакцийĕ ыйтнипе уголовлă ĕç çинчен информаци панăшăн Г.Н.Ксенофонтов таврапĕлÿçе тав тăватпăр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.