Сирĕнпе мăнаçланатпăр!
Ĕнер Правительство çуртĕнче республикăри чи пултаруллă хĕрарăмсен пĕр ушкăнĕ пухăнчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çулталăкра пĕр хутчен, Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн, ĕçре пысăк çитĕнÿ тунисене хисеплĕ ятсемпе, орден-медальпе чыслать. Паттăрсен йышĕнче - тухтăрсем, ял хуçалăх, промышленноç, вĕрентÿ, культура ĕçченĕсем, экономистсем, зоотехниксем, юристсем, журналистсем...
- Республика çитĕнĕвĕнче сирĕн тÿпе пĕчĕк мар, - палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чыслава уçнă май. - Халăх хуçалăхĕнче хĕрарăм ĕçлемен пĕр тытăм та çук-тăр. Кунта паян тĕрлĕ професси çыннисем пухăннă. Яваплăха туйса ĕçленĕрен вĕсем патшалăх наградисене тивĕç пулчĕç.
Çак йышра пирĕн ĕçтеш те, «Хыпар» хаçатăн пай редакторĕ Роза Власова, пурри мăнаçлантарать. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, культурăна аталантарас, халăх йăли-йĕркине упраса хăварса çамрăк ăру патне çитерес енĕпе тăрăшнăшăн Роза Анатольевнăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕç. «Хыпар» хаçатра Роза Анатольевна 19 çул ĕçлет. Çак вăхăтра республикăра вăл çитмен район, ял, хула юлман ахăртнех. Чăваш Енĕн пултаруллă çыннисем пирки çĕр-çĕр статья çырнă.
Р.Власова пысăк наградăна тивĕçнисен ятĕнчен ĕç-хĕлне асăрханăшăн, хакланăшăн республика Пуçлăхне тав турĕ.
- Хĕрарăм яланах вăйлă пулнă. Халĕ те вăйлă вăл, малашне те вăйлă пулăпăр. Юратнă Чăваш Енĕмĕршĕн ÿлĕм тата та хавхалануллăрах ĕçлĕпĕр, - шантарчĕ вăл.
Хĕрарăмăн хăй ĕçĕнче ăсталăхпа палăрнисĕр пуçне çемье вучахне те упрамалла. Савнă мăшăр, юратнă анне, кукамай, асанне пулмалла.
- Эсир, хĕрарăмсем, ачасене воспитани парса ÿстерме, кил-çурт хăтлăхне упрама вăй-хал çитеретĕр. Вĕренетĕр, тепĕр чухне арçынсенчен те тухăçлăрах ĕçлетĕр. Çемьере, обществăра, коллективра тăнăçлăх, лăпкăлăх хуçалантăр тесе нумай тăрăшатăр. Çакăн евĕр ырă тĕслĕхсене аталантарса пырасчĕ, - терĕ Михаил Васильевич. - Эпир, арçынсем, пирĕн пурнăçа илемлетнĕшĕн сирĕн умăрта пуç таятпăр!
Патшалăх наградисене тивĕçнĕ ĕçчен, пултаруллă, ăста хĕрарăмсем кашнинех расна çынсем, анчах пурне те вĕсене пĕр тĕллев пĕрлештерет. Вĕсем Чăваш çĕрĕ чечеклентĕр тесе тăрăшаççĕ, тăван республикăна аталантараççĕ.
Валентина БАГАДЕРОВА
саp.ru cайчĕн сăн ÿкерчĕкĕ
Комментировать