Тÿлемен налуксем, нушаллă кĕпер

10 Ноя, 2015

тата пăрлă çумăр та витереймен çул-йĕр организацийĕсем

Ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисемпе тунти кунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăмăллă самантран пуçларĕ - хăйĕн Администрацийĕн ертÿçине Юрий Васильева çуралнă кун ячĕпе саламласа чечек çыххи пачĕ, анчах çакă малалли калаçу çивĕчлĕхне нимĕн чухлĕ те чакармарĕ.

Савăнса юрламашкăн тăрăшса ĕçлемелле

Тепĕр тесен Халăх пĕрлĕхĕн кунне паллă тунине пĕтĕмлетнине кура калаçура уяв сĕмĕ татах пулчĕ-ха. Культура министрĕ Константин Яковлев праçнике Шупашкарта лайăх ирттерни, ентешĕмĕрсен пысăк йышĕ Мускаври уяв мероприятийĕсене хутшăнса тав сăмахне тивĕçни çинчен пĕлтерчĕ. Анчах юрă-ташăпа кăна тутă пулаймăн - мăнаçланмалли темăсем çакăнпа вĕçленчĕç тесен те юрать.

Чăн та, Михаил Игнатьев канашлу пуçламăшĕнче палăртнă тепĕр саманта асăнса хăвармалла. Газпромпа, унăн пуçлăхĕпе Алексей Миллерпа килĕштерсе ĕçленĕ май Шупашкара тата Çĕнĕ Шупашкара çутçанталăк газĕпе тивĕçтермелли газопровода «ункăлассине» вĕçленĕ. Çавна май тĕп хула центрĕнче паян газ тĕлĕшпе çивĕчлĕх çук. Çывăх вăхăтра Газпром Атăл леш енне газпа тивĕçтермелли проекта пурнăçлас ĕçе кÿлĕнет. Газ унта Мари Эл енчен килĕ. Çак проект валли газовиксем сахалтан та 500 млн тенкĕ хываççĕ. «Эппин, асăннă территорин инвестици илĕртÿлĕхĕ ÿсет, - терĕ Михаил Васильевич çакăнпа Атăл леш енне аталантарма туллин усă курмаллине палăртса. - Ку 21-мĕш ĕмĕр территорийĕ пулĕ».

Финанс министрĕ Светлана Енилина республикăн кăçалхи бюджетне иртнĕ 10 уйăхра мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Бюджет тупăшĕ пирки каланă май Светлана Александровна унта хамăрăн тупăшсен тÿпи курăмлине палăртрĕ. Организацисен тупăшĕнчен илекен налук ÿснĕ, уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекенни вара палăрмаллах чакнă - çакă пăшăрхантарать. Çийĕнчен граждансене вĕсем хваттерсем туяннă, вĕреннĕ, сипленнĕ май тавăрса памалли «вычет» виçи питĕ пысăк - çакăн валли ытти налукран пухăнакан укçапа та усă курма тивнĕ иккен. Çулталăк пуçланнăранпа 1,3 млрд тенкĕ тавăрса панă ĕнтĕ, ку пĕлтĕрхи çак тапхăрти виçерен 30: пысăкрах.

Çак самант Михаил Игнатьева та сисчĕвлентерчĕ: «Вычетсен» калăпăшĕпе эпир чи лайăх регионсен шутĕнче пулни аван. Çапах ку ыйтăва тĕпчемелле: кашни çул çапла пулма пултараймасть. Тен, хăшĕсем тĕрĕс мар схемăсемпе усă кураççĕ пуль - тĕплĕ тишкермелле...»

Çав вăхăтрах çынсем кредит илесси чакса пырать. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çакăн пирки каланă май уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсене аталантарма уйăрнă кредитсемпе кăçал туллин усă кураймасси пирки асăрхаттарчĕ - 90 млн тенкĕ юлма пултарать.

Темăна банкирсем тăсрĕç. Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн управляющийĕ Юрий Бычковский пĕлтернĕ тăрăх - кăçал уйрăм çынсем пĕлтĕрхи виçен çурринчен кăшт ытларах кăна кредит илнĕ. Ипотека тĕлĕшпе те ÿкерчĕк лайăх тееймĕн - 68:. Чăн та, юридици вăйĕнчи тытăмсем илнĕ кредитсен виçи пысăкланнă - 20 млрд тенкĕ /пĕлтĕрхи кăтарту - 18 млрд/. Çавăнпах-тăр банкăн оптимизаци çулĕ çине тăма тивнĕ. Ку управлени тытăмне кăна пырса тивет - малашне пуçлăхсем районсенче пулмĕç, управлени ĕçне Шупашкартан пурнăçлĕç.

Ирина Письменская вара /Россельхозбанк/ банкăн кредит портфелĕ 5-6: ÿсни çинчен евитлерĕ. ЛПХ валли уйăракан кредитпа халăх унчченхи пекех анлăн усă курманнине вăл акă мĕнлерех ăнлантарать: «Кам илесшĕн пулнă - вĕсем çак кредитпа усă курнă ĕнтĕ». Йывăрлăхсене пулах кÿршĕ регионсенче Россельхозбанк уйрăмĕсем хупăнаççĕ, анчах Чăваш Енре ку мелпе усă курмĕç. ЧР Пуçлăхĕ те уйрăмсене чакармалла мар тет: «Россельхозбанк уйрăмĕсене конкуренци пултăр тесе уçнă. Ялсенче эсир тата Перекет банкĕ кăна ĕçлетĕр, ытти банк тĕпрен илсен хулара. Пĕтĕмпех услампа виçме юрамасть - ялсенчи мучисемпе кинемейсем пирки те шухăшламалла».

Граждансене юхăннă çуртсенчен куçармалли программа мĕнле пурнăçланни çинчен строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Герасимов каласа пачĕ. Программа темиçе тапхăртан тăрать. Пĕтĕмĕшле илсен ĕçсем йĕркеллех пыраççĕ темелле - хăш-пĕр енĕпе графикран маларах та кайнă. Анчах уйрăм муниципалитетсенче чăрмавсем пур. Сăмахран, Çĕмĕрлере кивĕ хваттерсенче пурăнакансене куçармалли çурт патне пыракан сетьсене тума та пуçламан. Улатăрта та татса памалли ыйтусем çук мар.

Хăш-пĕр çĕрте вара юхăннă çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ хваттер лаптăкĕ е çурт ăçта вырнаçни килĕшмест. «Унашкаллисемпе судлашма та тивет», - пытармарĕ тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков. Влаçсем унашкаллисен юррине итлесшĕн, вĕсене ÿкĕте кĕртесшĕн мар пулас - çирĕпрех пуласшăн. Ахальтен мар ĕнтĕ Михаил Васильевич çаплах каларĕ: «Юхăннă çуртсенче пурăнакансене вĕр-çĕнĕ хваттерсене куçармалла тесе ниçта та çырса хуман». Çавна май хăш-пĕр çемьене çĕнĕ мар, анчах пур енĕпе те тивĕçтерекен хваттерсем пама та пултараççĕ-тĕр.

Хăнк та тумаççĕ

Иртнĕ эрнесенчи планеркăсенче çĕкленĕ ыйтусем патне тепĕр хут таврăнчĕç. Çул-йĕршĕн яваплă хăш-пĕр организаци ытла та хăлăхсăрри чăннипех тĕлĕнтерет - республика ертÿçисем ыйтни, хăйсене чи çÿллĕ шайра тустарни те вĕсемшĕн ним те мар пулас. Çак йĕркесен авторĕ лайăх астăвать: эрне каялла «Волга» упрдор представителĕ Михаил Игнатьев ыйтнине хуравласа Çĕрпÿ кĕперне уçма шантарнăччĕ. «Транспорт юхăмĕ пысăккине кура «пăкăран» сыхланма пĕр еннелле те пулин туллин уçăр. Ĕçсене вара транспорт сахалрах чух, çĕрле, пурнăçлама тăрăшăр», - терĕ Михаил Васильевич ун чухне. «Ку эрне вĕçĕнче ĕçсене пĕтĕмпех вĕçлеççĕ», - иккĕленÿсĕр пулчĕ хурав. Тинех! - савăннăччĕ çак йĕркесен авторĕ, кану кунĕсенче çав çулпа час-часах çÿреме тивнине кура унччен маларах темиçе çул Апаш тĕлĕнчи стройка ĕçĕсене, халь вара каллех темиçе çул Çĕрпÿ кĕперĕн реконструкцине пула «пăкăра» час-часах нушаланаканскер.

Анчах иртерех савăннă иккен. Çук, шантарни тÿрре тухмарĕ. Шăмат кун Шупашкартан яла кайма тухнă май Çĕрпĕве çитеспе сехет çурă /кун чухлех нихăçан та ларманччĕ!/ «пăкăра» ирттерме тиврĕ. Тен, вырсарни кун уçĕç тенĕччĕ. Çав кун таврăнатăп та - каллех транспорт капланнă: çур сехете яхăн сая ятăмăр. Çул-йĕр строителĕсем халăхран мĕншĕн çаплах мăшкăллаççĕ, влаç мĕншĕн вĕсене витĕм кÿреймест? - ăнланмалла мар...

Аслă çул хĕрринчи вăрман тăрăхĕсене тирпейлемелли пирки те Михаил Игнатьев эрне каяллахи планеркăра асăрхаттарнăччĕ. Çулталăк каялла Чăваш Ене пăрлă çумăр тустарнă хыççăн хуçăлнă йывăç-турата пухса тирпейлеме хушнăччĕ. Никам та йăшăл! та туман. Çакна транспорт министрĕ Владимир Доброхотов та тунмарĕ. "Волга" упрдор ертÿçи вара çул-йĕр организацийĕсен ку яхăн асăннă ĕç валли вăхăт пулманни çине йăвантарма тăчĕ: "Çулсем тăваççĕ, юсаççĕ..." "Асфальт хывмалли вăхăт вĕçленчĕ!" - пÿлчĕ ăна Михаил Васильевич. Лешĕ тинех çул-йĕре пăхса тăрассишĕн яваплă организаци ертÿçине "паянах хăйĕн патне чĕнесси" çинчен каларĕ. Тĕлĕнмелле: мĕншĕн эрне каяллах чĕнмен? Тĕрĕссипе, çулталăк каялла, пăрлă çумăр хыççăнах, чĕнмелле пулнă. Игнатьев сасă хăпартасса кĕтнĕ-и?

Укçа ăçта, директор?

Çакăнпа канашлу вĕçленессĕн туйăннăччĕ, анчах тĕлпулăва налук тÿлес енĕпе пысăк парăмлă темиçе предприяти ертÿçисене чĕннĕ иккен - вĕсемпе те хивре калаçу пулчĕ. "Чăваш бройлерĕ" чăх-чĕп фабрикин çамрăк директорĕ парăм пуррине тунмарĕ. Ĕç-пуç çăмăл мар пулас. Продукци хăйхаклăхĕ пысăкки ура хурать: килограмĕшĕн 106 тенкĕ тăкакламалла, сутлăхри хак вара - 95 тенкĕ кăна. "Çак лару-тăрура чăх ашне хамăр туса илни мар, ăна айккинчен 86 тенкĕпе туянса, фабрикăра тирпейлесе кăлпасси туса сутни тупăшлăрах", - пăшăрханса каларĕ директор. Чăн та, вăл йывăрлăхран тухмалли çулсене те курать. Хăйхаклăха чакармашкăн фабрикăн хăйĕн тĕш-тырă ытларах çитĕнтермелле - çавăнпа çĕр лаптăкне пысăклатасшăн. Пĕрлех халăха ытларах чăх-чĕп сутас тĕллевпе инкубатор ĕçне вăйлатасшăн.

Çак самантра Михаил Игнатьева ял хуçалăх министрĕ темле хут пачĕ...

- 30 млн тенке ăçта куçартăр? - ыйтрĕ Михаил Васильевич.

- Тĕш-тырă туянма, - пулчĕ хурав.

- Çак укçана куçарнă компанисен хушшинче /министр панă хут шăпах вĕсен списокĕ пулнă иккен. - Н.К./ пĕр кунлăх фирмăсем çук-и? - малалла тĕпчерĕ ЧР Пуçлăхĕ.

- Çук, шантарсах калатăп, - çухалса каймарĕ директор.

- Фабрикăра харпăрлăхăн 49: - республика тÿпи, çавăнпа та пирĕн унта "чакаланмалли" право пур, - асăрхаттарчĕ Михаил Васильевич. Списокра Чăваш Енри предприятисем те пур - вĕсем куçарнă укçашăн тырăпа тивĕçтересси иккĕлентермест. Анчах ютри ОООсем те çук мар. Пĕрне фабрика 14 млн тенкĕ куçарса панă - Михаил Игнатьева шăпах вăл иккĕлентерчĕ пулас: "Эсир укçа куçарнă, тырри çук. Кайран е укçине, е тыррине шырамалла ан пултăр", - юнанăн илтĕнчĕç унăн сăмахĕсем. Директор "манăн пытармалли нимĕн те çук" тени хальлĕхе тивĕçтерчĕ пулас...

Улатăрти пĕчĕк температурăллă холодильниксен завочĕн те парăм пысăк, республика Пуçлăхĕ унпа та хĕрхенÿсĕр пулчĕ: "Пуçлăхсен шутне чакарăр, чаплă е чаплă мар служба машинисене сутăр. Эсир больницăсенче сипленетĕр, ачăрсем садиксене çÿреççĕ вĕт - çак тăкаксене бюджетран саплаштармалла". Завод представителĕ влаçсен енчен пулăшу ыйтса "фельдшер-акушер пункчĕсем тумалли саккассен 70: те пулин пире парăр" теме пăхрĕ те - Михаил Васильевича тарăхтарсах ячĕ: "Пире коррупци çулĕ çине тăратасшăн-и? Влаç енчен, паллах, тĕрев пулмалла, анчах асăннă йышши саккассем - пĕтĕмпех конкурс урлă".

Парăмлă "Каркас-СМК" ертÿçине те сăмах тиврĕ: "Сирĕн аслаçăр-асаннĕр пур вĕт. Вăт, Пенси фондне вăхăтра укçа хывмастăр - вĕсене пенси тÿлеме укçа памастăр". "Альянас" строительство компанийĕн пуçлăхĕ налуксене вăхăтра тÿлейменнине сăлтавласа тÿрре тухма тăни те кăлăхах пулчĕ. Унăн шучĕпе, "çакă çурт-йĕр строительствин рынокĕнчи йывăр лару-тăрупа çыхăннă. Кăçал çурт-йĕр сутасси 3-4 хут чакнă". Михаил Васильевич ăна тÿрех пÿлчĕ:

- Ун чухлĕ чакман! Эпир лару-тăрăва пĕлетпĕр вĕт - 1/3 чухлĕ сахалланнă. Хваттерсем сутăнмаççĕ-тĕк - тăваткал метр хакне пĕчĕклетĕр.

- Пирĕн ахаль те 34 пин тенкĕ кăна...

- 25 пин тăвăр!

- Ку хак хăйхаклăхран та пĕчĕкрех пулĕ.

- Итлĕр-ха, эсир мĕнле ĕçлессине çулталăк пуçламăшĕнчех планлатăр. Эппин, тĕрĕс мар палăртнă. Эпир сирĕн пек планланă пулсан паян садиксене те хутса ăшăтаймастăмăр, ытти енĕпе те чăрмавсем тухса тăратчĕç. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлемелле! - канашлăва вĕçлерĕ Михаил Васильевич.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.