Ентешне манмаççĕ
Йĕпреçри этнографи музейĕн Çар мухтавĕн пÿлĕмĕнче Аркадий Самарин художник ĕçĕсен куравĕ уçăлнă. Ăна сăрă ăсти çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă.
Экспозицире - çирĕм ытла картина, йывăçран касса кăларнă скульптурăсем, фотодокументсем. Вĕсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи тĕп вырăн йышăнать. «Зима 1941», «В блиндаже перед боем», «Связисты» ĕçĕсем совет салтакĕн паттăрлăхĕпе хăюлăхне туллин уçса параççĕ.
Вĕсен йышĕнче - Совет Союзĕн Геройĕн С.Илларионовăн, В.Волков штурманăн тата ыттисен портречĕсем. «Упăшкине вăрçа ăсатакан хĕрарăм», «Уй-хир бригадирĕ», «Буденовец» скульптурăсем те куракана тыткăнлаççĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Йĕпреç районĕн культурине аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнă Аркадий Алексеевич Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăр çапăçнă, орден-медале тивĕçнĕ. Улатăрти ÿнер училищине пĕтернĕскер, колхоз театрĕнче илемлĕх ертÿçинче, клуб заведующийĕнче, Йĕпреçри ÿнер шкулĕн преподавателĕнче тата директорĕнче ĕçленĕ. Курав пуш уйăхĕн 30-мĕшĕччен ĕçлет.
Н.ВАСИЛЬЕВА.
Комментировать