Культура тытăмне те тĕрек кирлех

7 Ноя, 2015

Çулталăк ытла Çĕрпÿри культура аталанăвĕн тата библиотека тытăмĕн центрĕн директорĕнче тăрăшатăп. Ман тытăмра 40 клуб тата 24 библиотека. Çавăнпа та ял тăрăхĕнчи культура ыйтăвĕсем тавра сăмах хускатасшăн.

Хальхи вăхăтра кашни культура çуртĕнчех пĕр-пĕр ушкăн пулмалла, унта ачасене те явăçтармалла. Сцена пĕчĕккисене аталантарать, çын умĕнче йĕркеллĕ тытма вĕрентет. Ачасем вăтанма, çухалса кайма пăрахаççĕ. Юрра-ташша ăстах мар пулсан е аванмарлансан, ан тив, халăх умне тухса пĕр-пĕр сăвă калани те çителĕклĕ. Кун пек ача пурнăçра нихăçан та тĕрĕс çул-йĕртен пăрăнмĕ.

Çĕрпÿри культура çурчĕсенче ăшă, таса. Зала пальто-курткăпа, çĕлĕкпе кĕрсе ларакан çук, клубсенче тумтире тирпейлĕ çакса хумалли майсем пур. Ялти клубсене тимлĕх сахал уйăрнăран тытса тăма çăмăлах мар. Укçи-тенкине хăйсен шырама тивет. Çавна май культура çурчĕсем юхăнса пыраççĕ, çамрăксем те унта ытлах туртăнасшăн мар. Концертсене те, ташă каçĕсене те çÿресшĕнех мар, вĕсене бар, кафе илĕртет. Ялти клубсенчи уявсенче ытларах - аслă çултисем. Юрать, асанне-кукамай концерт курма çÿрет, уявсене те хутшăнать, унсăрăн пысăк çăра çакса хума тиветчĕ пуль. Юлашки вăхăтра шкул хыççăн культура, музыка училищисене вĕренме каякан сахал. Çавна май çамрăк специалистсем те çителĕксĕр. Яла ĕçлеме каякан çамрăк тухтăрсене 1 миллион тенкĕ параççĕ, культура тытăмĕнче ĕçлекенсене хăçан та пулсан çавнашкал хавхалантарма тытăнсан тем пекехчĕ те.

Çĕрпÿ тăрăхĕнчи ялсенче чăвашла калаçаççĕ-ха, хула халăхĕ пăртак урăхларах, чăвашла пĕлсен те вырăс чĕлхине ытларах кăмăллать. Тăван чĕлхене аталантарас тесе хуларине пăхмасăрах кашни уява чăвашла пуçлама тăрăшатпăр.

Шупашкарта час-часах пысăк шайри уявсем иртеççĕ. Чăваш эстрада хăш-пĕр юрăçи халăх умне тухса фонограммăпа юрланине илтсен вăтаннипе çĕр тĕпне анса каяс килет. Пысăк уявсенче эстрада юрăçи мар, пĕр-пĕр ансамбль хăй пултарулăхĕпе савăнтарни темиçе хут сумлăрах. Ялти ушкăнсем тап-таса сасăпа юрланине итлеме кăмăллă. Сцена çине тухма кĕпесем хăйсен укçи-тенкипе çĕлеттереççĕ, килти мĕнпур ĕçе пăрахса репетицисене васкаççĕ. Авалхи юрă-кĕвĕ çĕр çинчен ан çухалтăр, ĕмĕрлĕхе упранса юлтăр, тăван чĕлхе ан çĕттĕр тесе чунтан тăрăшаççĕ. Тем тесен те, ялсенче чăвашлăх тапса тăрать-ха.

Светлана ЯКОВЛЕВА, чăваш эстрада юрăçи

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.