"Шурă акăш"

7 Ноя, 2015

Çапла ят панă Шупашкар районĕнчи Шăнкас хĕрарăмĕсем хăйсен ушкăнне. Çук, чăвашăн шап-шурă кĕпине тăхăнсан хăйсем те асамлă çак кайăк пек курăннипе кăна çыхăнман ку. Ташша тухсан чиперуксем акăш евĕр шунипе çеç те ăнлантарма çук ушкăн ятне. Пĕр тĕллевпе чăмăртанма тĕв тунă юрă-ташă ăстисем тăван тавралăх историне аван пĕлеççĕ. Ял çывăхĕнчи вăрманта шăпах Шуракăш текен вырăн пур-мĕн, шăпах çакă хавхалантарнă та хĕрарăмсене. Çапла вара ку тăрăхра çуралса ÿснисемпе пĕрлех Шăнкас кинĕсем те "Шурă акăша" çаврăннă.

Унтанпа вăхăт нумай та иртмен-ха темелле - ушкăн 2014 çулхи нарăс уйăхĕнче кăна йĕркеленнĕ. Апла пулин те "Шурă акăш" пултарулăхĕ пирки ырă ят инçе-инçе саланма ĕлкĕрнĕ. Маларах вара хĕрарăмсем хăйсем тĕллĕн пухăнса хĕллехи тунсăха сирме хăтланнă, тĕрлĕ уяв йĕркеленĕ. Чăн та, вĕсене республикăри хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен фестивалĕн дипломанчĕ Любовь Николаева пулăшса пынă-ха малтан. Анчах та Шупашкар районне Çĕрпÿрен çÿрекен хастар хĕрарăм валли штат йĕркелеймен. Çапла Шăнкассем каллех тăлăха тăрса юлнă. Илемлĕх ертÿçисĕр ушкăн малалла епле аталантăр-ха? Анчах та утакан çула парăнтаратех.

Çав çулах "Шурă акăш" каччă тупнă темелле - хĕрарăмсене кĕвĕ ăсти Юрий Сергеев пулăшма килĕшнĕ. Вăрмар каччи И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культурологи факультетĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ, Г.Чуркин, А.Белянкин, Н.Гараев патĕнче ăсталăхне туптанă. Çамрăк пулин те Ю.Сергеев Раççей шайĕпе иртнĕ конкурса хутшăнса лауреат ятне тивĕçнĕ. Ларма-тăма пĕлмен çивĕч каччă пĕчĕк ушкăна туххăмрах хавхалантарса янă, çапла урапа вырăнтан тапранса малалла кăлтăртатсах куснă. Пултаруллă ертÿçĕ кăтартса-вĕрентсе пынипе ушкăн кĕçех концертсем йĕркелеме пуçланă. Малтанах вырăнти халăха паллаштарнă-ха хăйсен пултарулăхĕпе, унтан юнашар ялсене тухса çÿреме пуçланă. Кĕçех район, республика шайĕнче те ытти ушкăнсемпе хăюллăнах тупăшма тытăннă. Кÿкеçри ваттисен çуртĕнче халĕ "Шурă акăш" - кĕтнĕ хăна. Çĕнтерÿ кунĕпе Апаш тăрăхĕнчи вăрçăпа тыл ветеранĕсене саламланă пултарулăх ăстисем. Районта вокал ушкăнĕсен хушшинче иртнĕ "Çĕршывăм çинчен юрлас килет" фестивальте лауреат ятне тивĕçнĕ. Çĕрпÿри Тихвин ярмăрккине пухăннисем те вĕсен ташши-юррине хаваспах йышăннă. Пĕтĕм чăвашсен акатуйне хутшăннăшăн Шăнкассем тав сăмахне тивĕçнĕ. Халĕ акă концертсемпе ытти районсене те çитесшĕн - Элĕкрен йыхрав илнĕ пултаруллăскерсем.

Ушкăн репертуарне пуянлатсах пырать. Автор юррисене те, чăвашла та, вырăсла та шăрантараççĕ пикесем. Çав вăхăтрах артист ăсталăхĕпе палăрнисем те пур вĕсен хушшинче - Роза Романовăпа Людмила Матвеева сценка кăтартас енĕпе маттур.

Мĕн туртать хĕрарăмсене çак ушкăна? Ялта капла та пушă вăхăт çукпа пĕрех вĕт. "Пĕр-пĕринпе хутшăнни мĕне тăрать, - хуравлаççĕ хăйсем. - Пĕринчен тутлă пĕçерме, тепринчен - тĕрлеме, виççĕмĕшĕнчен çĕлеме вĕренетпĕр. Пире пĕрлештерсе тăраканни вара, паллах, юрă. Чуна уçса ярать вăл. Малалла туртăнма хăват хушать".

Яштака кĕлетке калăплама та ÿркенмеççĕ хĕрарăмсем. Алина Суркина акă малтан Шупашкарта фитнеса çÿренĕ, халĕ ялта хăй ятарлă хусканусене вĕрентет. Çавăнпах хĕрарăмсем кĕрхи ĕçсем вĕçленессе чăтайми кĕтеççĕ.

Сцена саккунĕсене çирĕп пăхăнать "Шурă акăш" - куракан умне тухмашкăн ятарлă тумтир - хушпу таранах - хатĕрлеççĕ. Çи-пуçа тĕрлĕ уявпа е юрăсемпе килĕшÿллĕн янтăлаççĕ. Халĕ ушкăн пултарулăхне культура тытăмĕнче тăрăшакансем те асăрханă темелле - район администрацийĕ çĕнĕ баян туянса парса хавхалантарнă.

...Çын пурнăç тăршшĕпех лайăххи, ырри, илемли патне туртăнать. Хĕр-хĕрарăм уйрăмах туйăмлă ку енĕпе. Шăнкасри "Шурă акăш" хастарĕсене вара палăртнине пурнăçа кĕртмешкĕн, ĕмĕт патне çирĕппĕн утмашкăн шăпах хăйсене ташă-юрăра тупни пулăшать.

Маргарита АНТОНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.