Йывăç касас вырăнне

9 Ноя, 2015

Чăваш Республикинче «Хут бумĕ» экологи проекчĕ вăй илчĕ. Макулатура пуçтарас ĕçе ЧР Çутçанталăк министерстви тата «ЭКА» общество организацийĕ пуçарса янине палăртмалла.

Экологи рейтингĕнчен «Хут бумĕ» проекта Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Çĕмĕрлери, Канашри, Çĕмĕрле районĕнчи 13 шкул хутшăнни паллă. Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш, Шупашкарти 54-мĕш, Çĕмĕрлери 1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем - чи хастаррисем.

Нумаях пулмасть Шупашкарти 2-мĕш лицей ачисем те кивĕ хут пуçтарма пуçланă. Макулатурăпа тепĕр хут усă курма май пур çĕртех хут кăлармашкăн йывăç касассине хирĕç вĕсем. Çак проект çутçанталăка упрама пулăшнине те кашниех ăнланать.

«Йывăç касни тавралăха сиен кÿрет. Макулатурăран 1 тонна хут хатĕрлесен 17 йывăç упранса юлать, 30 пин литр шыв перекетленет», - аса илтереççĕ проекта хутшăнакансем.

«Хут бумĕ» 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕчченех тăсăлĕ. Ку ĕçе кирек хăш организаци те хутшăнма пултарать. Проектăн малтанхи тапхăрне кăçалхи раштав уйăхĕнче «Симĕс Чăваш Ен» экологи форумĕ вăхăтĕнче пĕтĕмлетĕç. Малта пыракансене хаклă парнесемпе хавхалантарĕç.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.