Пĕччен хĕрарăм

7 Ноя, 2015

Кĕр енне кун кĕскелни самаях палăрать. Ял çынни хуçалăхри ĕç-пуçа вĕçлесен пÿрте кĕрет. Гриня та ăшша васкарĕ: сĕтел çинчи салата темиçе кашăк ăша ячĕ те телевизор умне вырнаçрĕ.

Аллă урлă каçнă арçын пĕчченех пурăнать, çавăнпа та апат-çимĕçе хăйĕнех хатĕрлеме тивет. Ку тĕлĕшпе ÿркенмест вăл, темĕн те пĕçерет. Ача чухне амăшĕ хĕрарăм ĕçне хăнăхтарнин уссине арăмĕнчен уйрăлнă хыççăн аван туйса илчĕ арçын. Вунă çул ытла пĕчченлĕхре Гриня. Апла пулин те хăйне савăнăç кĕртме пĕлет, час-часах тус-юлташĕсемпе тĕл пулать, каçсерен ялти клуба спектакле хатĕрленме çÿрет. Укçа-тенкĕрен татăк тăмасть. Çавăнпа арçын лавккана кĕрсен хĕрарăмсене хăна тума ялан ухута: пылак çимĕç те илсе парать, кăмăла çемçетмеллине те туянать. Хĕрĕхрисене хăйсене тимлĕх уйăракан пурри хытах савăнтарать: упăшкисем аякра чух пĕр самант ирĕкленни мĕнрен япăх? Гриня хĕрарăмсемпе хĕрлĕ шĕвеке сыпсан та пĕрне те çывăха ямасть: ялта сас-хура тухасран шикленет. Çитменнине, упăшкисем умĕнче те лайăх мар. Çапла, тытма пĕлет хăйне. Пĕр каçлăх кирлине райцентра кайса илет. Ирхине вара ăсатса ярать.

Арçынна сенкер экранпа кăтартакан кăларăм килĕшмерĕ. "Çатăлтатса калаçакансене курас килмест, пĕрех хут апла хаçат тытам", - терĕ те "Чăваш хĕрарăмĕн" çĕнĕ номерне вулама пикенчĕ. Çак самантра кантăкран шакканă сасă илтĕнчĕ. "Каçхине кам чăрмантарса çÿрет?" - тарăханçи пулчĕ Гриня. Çапах та чÿречене уçрĕ. Пÿртри çутă тулалла çителĕклĕ ÿкнĕрен кÿршĕ ял хĕрарăмне Галинăна тÿрех палларĕ.

- Манăн санпа сăмах вакламалли пур. Наччаслăха кĕртмĕн-ши? - ыйтрĕ вăл.

- Нумайлăха мар пулсан мĕншĕн хирĕçлес, - хуравларĕ арçын.

Пÿрт алăкне уçрĕ кăна - кĕтмен хăна кĕрсе те тăчĕ.

- Чăрмантарса çÿренĕшĕн каçар. Йывăрлăха лекрĕм эпĕ. Эсĕ пулăшасса шанатăп, - терĕ Галя. - Кун пирки кăшт каярахпа пĕлтерĕп. Малтанлăха хам хатĕрленине тутанса пăхар-ха.

Хĕрарăм куртка кĕсйинчен кĕленче туртса кăларса сĕтел çине лартрĕ.

- Хаяр шĕвеке ăша ямасăр та шалти вăрттăнлăха уçса параймастăп, - çепĕççĕн калаçрĕ "хăна".

Гриня черкке кăларчĕ. Хĕрарăм хăйĕн ĕçне турĕ: эрехе ăша ячĕ. Хыççăн арçынна сĕнчĕ. Унтан иккĕшĕ тепĕр çаврăм турĕç.

- Халĕ сан пата мĕн сăлтавпа килнине пĕлтерме те юрать. Пĕр эрне каялла больницăра пултăм, май пур чухне сывлăха пĕтĕмпех тĕрĕслеттертĕм. Пĕр тухтăр мана арçынпа çывăрма сĕнчĕ, унсăрăн чире кайма пултарассине пĕлтерчĕ. Эпĕ тахçантанпах пĕччен пурăннине хăв та лайăх пĕлетĕн. Пенсири çын çине халь тин кам пăхтăр ĕнтĕ? Лайăххисене тахçанах йышăнса пĕтернĕ. Хусахсем ĕçке ярăннă. Эсĕ вара хальлĕхе пăсăлман-ха. Çавăнпа сан пата килме шухăшларăм, - сăмах çине сăмах тупăнчĕ Галинăн.

- Манăн мĕнпе пулăшмалла? - тăруках тавçăрса илеймерĕ кил хуçи.

- Мĕнле калас та... пĕрле çĕр каçасчĕ. Укçа та парăп. Хакне кала кăна...

- Укçа-тенки хамăн та пур-ха. Хĕрарăм ыйтнине хирĕçлени арçын пултарайманнине пĕлтерет пуль, - шухăшларах калаçрĕ Гриня.

- Тĕрĕснех калатăн. Апла ĕçне тăвăпăр-и?

Тепĕр черкке пушатсан кил хуçи Галинăна çывăрмалли пÿлĕме кĕртрĕ.

- Эсĕ майлашăн, унччен эпĕ хырăнам - кăтăклама пултарĕ тата...

- Хăвăнне хăв пĕл, - терĕ çеç утмăл урлă каçнăскер.

Гриня тасалса якалнă вăхăтра çаппа-çарамас тăрса юлнă хĕрарăм утиял айне чăмрĕ. Акă тепĕр вунă минутран арçын та курăнчĕ...

- Мĕн ĕмĕтленни пулчĕ, - савăнăçне пытармарĕ кÿршĕ ялтан килнĕскер. - Маттур, хĕрарăма тивĕçтерме пултаратăн, хăвату чакман-ха.

Иккĕшĕ кухньăна кайса кĕленчери юлнă шĕвеке пушатрĕç. Галина çывăрма юлмарĕ, каç сĕмлĕхне пăхмасăр килне хыпаланчĕ. Часах хура мĕлке куçран çухалчĕ.

 

Юрий КОРНИЛОВ.

Элĕк районĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.