Тавах сана, çĕр ĕçлекен, Çĕршыв хăватне ÿстерекен!
Иртнĕ эрнере ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсем тĕп хулари «Шупашкар - Арена» Пăр керменĕнче хăйсен уявне палăртрĕç. Унта республикăри мĕн пур районтан 5 пине яхăн ĕçчен хутшăнчĕ. Çавăн пекех уява Мускавран, кÿршĕ регионсенчен хăнасем, АПК ветеранĕсем, çав шутрах Социализм Ĕçĕн Геройĕсем Валентина Дмитриевăпа Николай Панкратов, хутшăнчĕç.
ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри аграрисене уяв ячĕпе саламланă май кăçалхи тăхăр уйăхри ĕç-хĕл кăтартăвĕпе паллаштарчĕ, çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕ. Ял хуçалăхĕнче кадрсем çитменни, çĕнĕ техникăпа ĕçлеме пысăк квалификациллĕ ĕçченсем кирли, çавăн пекех сухаламан-акман çĕр паянхи куна 50 пине яхăн гектар пулни пирки те каларĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев малтанах апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç предприятийĕсем йĕркеленĕ куравпа паллашрĕ, уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ май уява ирттерме кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. Çĕр ĕçченĕсен тăрăшулăхне кура кăтартусем çулран çул лайăхланнине палăртрĕ. Ял хуçалăх отрасльне пайтаçăсене ытларах явăçтармаллине, çитес çулхи бюджетра аграрисене уйăрма пăхнă укçа нумайрах пулассине каларĕ. 2016 çулта продукци ытларах туса илме, ăна сутса тупăшлă пулма сунчĕ.
Производствăпа экономика кăтартăвне шута илнĕ май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăнăçлă ĕçлесе пыракан муниципалитетсен, агропромышленноç комплексĕн организацийĕсен, хресчен ?фермер% хуçалăхĕсен ертÿçисене дипломсем, укçан премисем парса чысларĕ.
«Ял хуçалăхне аталантарасси тата Чăваш Республикинче туса илекен ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварĕн, апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелесси» патшалăх программине 2015 çулта ăнăçлă пурнăçланăшăн республикăн çурçĕр тăрăхĕнче - Шупашкар районĕ, кăнтăрта - Елчĕк районĕ, варринчи тăрăхра Вăрнар районĕ çĕнтернĕ. Уявра «Юрма» агрохолдинг директорне Владимир Ермолаева «Раççей агропромышленноç комплексне аталантарма хутшăннăшăн» кĕмĕл медальпе чысларĕç.
Уява пухăннисене çавăн пекех РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, «Единая Россия» партин республикăри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, РФ Ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх тата ăратлăх ĕçĕн департаменчĕн директорĕ Владимир Лабинов саламларĕç.
РФ Ял хуçалăх министерствин ертсе пырас ĕç тата йĕркелÿ департаменчĕн директорĕ Владимир Тимофеев РФ ял хуçалăх министрĕн Александр Ткачевăн салам сăмахĕсене вуласа пачĕ.
Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсене уяв ячĕпе ку хутĕнче Раççей халăх артистки Надежда Кадышева тата унăн «Золотое кольцо» ансамблĕ юрă-ташăпа, фигурист-спортсменсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Комментировать