Халăхсем пĕрлĕхре пулнăран - Раççей вăйлă!
Уява хутшăннисен шухăш-кăмăлĕ пĕр тĕвве çыхăнчĕ
Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне пирĕн çĕршывра 2005 çулта пуçласа палăртнă. Вăл пушă вырăнта «çуралман». Унăн хăйĕн историйĕ, пĕлтерĕшĕ пур. Тĕрлĕ йывăр тĕрĕслев витĕр тухнă Раççейре пурăнакан вун-вун халăх çынни тĕнчери паянхи çăмăлах мар лару-тăрура пĕр-пĕрне пулăшса, килĕштерсе тăнăçлăхра пурăннинчен хаклăраххи нимĕн те çуккине питĕ лайăх ăнланать. Пĕтĕмĕшле çак пĕрлĕхĕн пĕр пĕчĕк пайĕ çеç «чăхăмлама» пуçларĕ пулсан лăпкă пурнăç самантрах тÿнтерле çаврăнать. Тĕслĕхшĕн аякка çÿреме кирлĕ мар: кÿршĕ патшалăхрах, авă, мĕнлерех пăтрану. Ĕмĕрсем хушши килĕштерсе пурăннă славян халăхĕ аякран хĕтĕртнипе пĕри теприне хĕç-пăшалпа хăмсарать. Пăхăнтарса пуç пуласшăн. Ăçта лăпкă мар, унта - юн, вилĕм...
Тăнăç пурнăçран ырри, лайăххи, лăпкăраххи çуккине чÿк уйăхĕн тăваттăмĕшĕнчи уяв курăмлă çирĕплетрĕ. Пĕрлĕх кунне халалланă йышлă митингсем пирĕн республикăра савăнăçлă лару-тăрура иртрĕç. Тĕп уяв халăха Шупашкарти Хĕрлĕ тÿреме, ытти лапамсене тата культура учрежденийĕсене пуçтарчĕ. К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнче вырнаçтарнă сцена комплексĕ тĕлне шĕкĕр хуламăрта пурăнакансемпе унăн хăнисем питĕ нумайăн пухăнчĕç. Статистика чăнлăха юратать: уявра 10 пин ытла çын савăнчĕ. Пысăк калăпăшлă экранра сцена çинче тата унăн çывăхĕнче мĕн пулса иртнине аякранах сăнама пулчĕ. Вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ чуна хăпартлантаракан юрă кĕввисемпе маршсем шăрантарчĕ. Ăна художество пултарулăх ăстисем хăйсен номерĕсемпе ылмаштарчĕç. Колоннăсем çийĕн Раççей, Чăваш Ен, Шупашкар тата тĕрлĕ общество организацийĕсен ялавĕсем вĕлкĕшрĕç. Транспарантсем тăнăç пурнăçа упрама чĕнчĕç, пĕрлĕхре вăй пулнине аса илтерчĕç. Чылайăшĕ уява çемйисемпе килнĕ. Ачасен аллинче - патшалăхпа республика элемĕсем, тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем...
Сцена çине хăйсен хастар ĕçĕпе, общество пурнăçĕнчи пуçарулăхĕпе, çарти паттăрлăхĕпе, ÿнерти, ăслăлăхри, культурăри ăсталăхĕпе ят-сум çĕнсе илнисем хăпараççĕ. Вĕсен йышĕнче - Шупашкар хулинчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ирина Клементьева, «Водоканал» акционерсен уçă обществин инженерĕ Лариса Евграфова, Чăваш Республикин Çамрăксен правительствин культура министрĕ Иван Сидоров, «Халăх фрончĕн» Чăваш Енри уйрăмĕн çумпредседателĕ Виктор Горбунов, «Трактор завочĕсем» концерн ветеранĕсен канашĕн председателĕ Иван Долгушин, тата ыттисем: паллă спортсменсем, халăх артисчĕсем, çамрăксен юхăмĕн ертÿçисем, сиплевçĕсем, ветерансем. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ЧР Патшалăх Канашĕн, тĕп хуламăрăн администрацийĕн ертÿлĕхĕсем, депутатсем, ведомствăсен ертÿçисем çак самантра халăхпа пĕрле пулчĕç, ăна уявпа саламларĕç.
Митинг иртнĕ шăмат кун Египетра пулса иртнĕ авиакатастрофăра вилнисене асăнса пĕр самант шăп тăнинчен пуçланчĕ.
Сăмах илнисем темиçе чĕлхепе Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕпе саламларĕç. Вĕсен сăмахĕ, шухăш-кăмăлĕ пĕр тĕвве çыхăнчĕ:
«Паттăрсен тапхăрĕнчи йăхташăмăрсен пĕрлĕхĕ, халăхăмăрăн нумай ĕмĕр хушшинчи историйĕ граждансен пĕршухăшлăхне, пĕрлĕхне, хамăр йăла-йĕркене, ăс-хакăла упраса пурăнсан кăна умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме пултарнине кăтартса пачĕ. Пирĕн патшалăх, Раççей халăхĕ яланах çирĕп пĕрлĕхпе, юратнă çĕршывăмăрăн никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхĕшĕн хăйĕн пурнăçне те шеллеменнипе, унăн хăватне ÿстерессишĕн тăрăшса ĕçленипе палăрса тăнă».
- Эпир пĕр тĕллевпе пĕтĕçсен, пĕр-пĕрин хулпуççине туйса тăрсан кăна 1612 çулхи çĕнтерÿ пек ÿсĕмсем тума пултарăпăр, - терĕ Ирина Клементьева. - Раççейри нумай нациллĕ халăхсен туслăхĕ, пĕрлĕхĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Эпир, тĕрлĕ тĕн çыннисем, пĕр-пĕринпе юнашар килĕштерсе, туслă пурăнатпăр. Пирĕн тĕрлĕ шухăшлав пулсан та эпир ирĕклĕ ĕçлеме пултаратпăр. Пирĕн Владимир Владимирович Путин Президентпа республикăмăрăн Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эпир тăнăç пурнăçпа пурăнассишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ. Çавăнпа та пирĕн тĕп тĕллев - пĕрлĕх, туслăх, тăнăçлăх!
Пуçтарăннă халăх Раççей гимнне пĕрле, пĕр кĕвĕллĕн тата мăнаçлăн шăрантарнă хыççăн волонтерсем патшалăхăн тата тĕп хуламăрăн пысăк элемне - Ялавне - лапама илсе тухрĕç. Тÿпене Раççейĕн мухтав паллипе пĕр тĕслĕ, ăна сăнлакан хăмпăсем çĕкленчĕç.
Журналистсен ыйтăвне хуравланă май Михаил Игнатьев нацисен хушшинчи килĕшÿлĕх Чăваш Республикин Правительствин яланах кун йĕркинче пулнине палăртрĕ: «Чăваш халăхĕн историйĕпе культурин кун-çулĕ чылай ĕмĕр каяллах çырăнма пуçланă. Вĕсем, аталаннă май, пуянланса пынă. Эпир хамăр историе аван пĕлетпĕр. Вăл пире хăват парать, пирĕн пĕрлехи çемьери ыйтусене вăхăтра тата тĕрĕс татса пама пулăшать. Кашни наци çынни хăйне аван туйнинчен, килĕшÿпе юратура пурăннинчен хаклăраххи çук. Çавăнта - пирĕн вăй».
Юрий ЛИСТОПАД
Комментировать