Эпир пĕрле!

6 Ноя, 2015

Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче Мускавра Раççей Общество палати йĕркеленипе «Эпир пĕрле!» акци иртнĕ. Унта Раççей Президенчĕ Владимир Путин та хутшăннă, вăл Мининпа Пожарский палăкĕ умне чечексем хунă, Хĕрлĕ тÿремре çамрăксемпе пĕрле сăн ÿкерттернĕ, çĕршывăмăр мĕн авалтанах тĕрлĕ халăх ырă шухăш-кăмăлпа пĕрлешнĕрен хăватлă та никам çĕнтерейми пулни çинчен сăмах каланă.

Раççейĕн тĕп хулинче иртнĕ хăпартлануллă та çĕкленÿллĕ уява 300 ытла чăваш ывăл-хĕрĕ хутшăннă. Тĕрлĕ çĕрте пурăнакан йăхташăмăрсем пĕр çĕре пуçтарăнса çĕршывăмăр уявĕнче халăхпа пĕрле савăнни Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков тата Мускаври чăваш наципе культура автономийĕ тăрăшнипе пулса иртнĕ.

Хаваслă демонстрацие хутшăнакансем Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн ялавĕсене, «Раççей Президенчĕпе пĕрле!», «Халăх Путинпа пĕрле!» тата ытти çакăн евĕрлĕ чĕнÿсене йăтса утнă. Мускаври уява хутшăнма тивĕç пулнă республикăмăрти тĕрлĕ районсенчи пултарулăх ушкăнĕсем чăваш тумĕ тăхăнса тăван халăх юррисене шăрантарнă. Мускавра пурăнакан ентешсем те - Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, Раççей Паттăрĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант, Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков, Мускаври чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Анатолий Григорьев, тĕнчен темиçе хут чемпионĕ Олег Захаров - чăваш делегацийĕпе пĕрле савăнăçлă юхăмра пулнă.

Раççей тĕп хулинче иртнĕ уява 85 пине яхăн çын хутшăннă. Малтан палăртнинчен темиçе хут ытларах! Унта пулса курнисем пĕлтернĕ тăрăх - чăваш колонни чи йышлисенчен пĕри пулнă, ахальтен мар ĕнтĕ вăл Раççей Федерацийĕн Культура министерствин, РФ национальноçсен ĕçĕсен Федераци агентствин, Мускав хула Правительствин Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Ку çеç те мар - Раççей халăхĕсен Ассамблеи чăваш колонни уявра чи курăмли пулнă тесе палăртнă.

Римма ПРОКОПЬЕВА

 

Анатолий ВОЛКОВ, Мускаври чăваш наципе культура автономийĕн хастарĕ:

- Халăхсен пĕр­лĕхĕн Мускавра иртнĕ уявне Чăваш делегацийĕ хутшăнни питĕ-питĕ вăйлă пулчĕ. Нихăш халăх колонни те пирĕнни пек йышлă пулаймарĕ, 250 яхăн çын таран ниçтан та килмен. Ирхи пиллĕкре тăрса ентешĕмсене кĕтсе илме кайрăм. Шупашкартан килнĕ 5 автобуса Департамент патĕнче хăварса, çавăнтах чăваш тумĕсем тăхăнса шествие кайрăмăр. Сăмах май, эпĕ хам та тăван халăх тумĕпе пултăм. Белорусси вокзалĕнчен пуçласа Пушкин тÿремĕ таран çуранах утрăмăр. Ентешĕмсем манпа питĕ кăмăллă пулчĕç: «Эсĕ ху, Анатолий Иванович, вун çын вырăнне тăратăн», - тесе савăнтарчĕç. «Сана куншăн, пире кĕтсе илсе ăсатса янишĕн, укçа тÿлеççĕ-и?» - тесе ыйтакансем те пулчĕç. Ман хуравĕ хатĕр: «Тăван халăхшăн, чăвашлăхшăн эпĕ тем тума та хатĕр...» Уяв мана питĕ килĕшрĕ. Чăваш халăхĕн илемлĕ те капăр ывăл-хĕрĕпе пĕрле тĕп хулан тĕп урамĕ тăрăх тăван чĕлхепе çепĕç юрăсем юрласа утнине мĕн çиттĕр?

Зинаида КОЗЛОВА, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Уяв» тата «Юрай» фольклор ушкăнĕсен ертÿçи:

- Пы-ы-ысăк та хăпартлануллă кăмăл-туйăм хускатрĕ Чăваш делегацийĕпе Мускавра пулни. Пирĕн ялавсем питĕ нумай пулчĕç, халăхĕ те питĕ йышлă: 5 автобуспа килсе çитрĕмĕр çĕршывăмăрăн тĕп хулине. Эпĕ хам мĕн ачаран ĕлĕкхи вăйăсене курса ÿснĕ çын та - чун-чĕрере çакăн пек хавхалануллă та çĕкленÿллĕ туйăм пулнине астумастăп. Пĕтĕм халăхăн чăн-чăн уявĕнче пулнă пек туйăнчĕ мана. Мĕнле кăна халăх пухăнман Мускава! Туркменирен те, Грузирен те, ытти нумай çĕртен те. Тĕрлĕ халăх туслă пулнине курса чун хĕпĕртерĕ. Пире питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Эпир юрласа утнă чух пĕтĕм халăх пирĕнпе пĕр кăмăллă пулса итленĕ пек туйăнчĕ. Мĕн тĕлĕнтерчĕ? Раççейĕн виçĕ тĕслĕ халиччен курман пысăк ялавĕсем - 50 тăваткал метр та пурччĕ пулĕ вĕсен лаптăкĕ.

Николай СУСАРИН, Шупашкар районĕнчи «Туслăх» халăх ансамблĕн илемлĕх ертÿçи:

- Эпир Мускава пырса кĕнĕ чух тĕп хула «çывăратчĕ» теме те пулать пуль. Ирехчĕ те-ха. Çапах та пире питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Мускав çыннисем çав тери кăмăллă. Çанталăкĕ те лайăх пулчĕ, çумăр çуса тарăхтармарĕ. Инçе çул ывăнтарчĕ пулин те, кăмăл халĕ те çĕкленÿллĕ. Мускавăн тĕп урамĕпе чăваш тумĕ тăхăнса ушкăнпа пĕрле юрласа утни нумайлăха ырăпа асра юлĕ.

 

Рубрика: