Пахалăха мĕнле тĕрĕслетĕр?

6 Ноя, 2015

Тĕп хулари пасар-ярмăрккăра, суту-илÿ комплексĕсенче туянма сĕнекен апат-çимĕç пахалăхне тĕрĕслеççĕ-и? Чăваш Республикин «Шупашкар хулинчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци» бюджет учрежденийĕн пуçлăхĕ Андрей Сидоренко хуравлать.

- Эсир асăннă об­<ект­сенче ветеринарипе санитари экспертизин /ВСЭ/ 6 лабораторийĕ вырнаçнă, - терĕ Андрей Леонидович. - Вĕсем учреждени тытăмне кĕреççĕ. Лабораторисен тĕллевĕ - сутма илсе пынă аша, унран хатĕрленĕ апата, сĕтпе унăн юр-варне, пулăпа унăн çимĕçне, пыла, выльăхран туса илнĕ ытти апата, çăмартана, ÿсен-тăранран хатĕрленĕ çимĕçе ВСЭ витĕр кăларасси. Вĕсене пасар-ярмăрккăра сутма юрать пулсан çеç йышăнатпăр. Этеме ерекен, çын организмне сиен кÿрекен чир-чĕр çулне пÿлетпĕр, амак инфекцийĕллĕ апат-çимĕçе сутма ирĕк памастпăр.

- Лабораторисен ĕç-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех каласа памăр-и?

- Кашнин заведующи, ветврачсем /аслă пĕлÿллĕ/, лаборантсем /ятарлă вăтам пĕлÿллĕ/, ветсанитар пур. Хăйсен специальноçĕпе нумай çул ĕçлеççĕ.

- Гагарин урамĕнчи «Тĕп суту-илÿ комплексĕ» АХО /Шупашкарта ăна колхоз пасарĕ теççĕ/ лабораторийĕнче продукци мĕнле йышăнаççĕ?

- Апат-çимĕçе ВСЭ витĕр кăларма, радиоактивлăха, нитрат шайне палăртма ятарлă уйрăм йĕркеленĕ. Тĕрĕслеме кирлĕ оборудовани, приборсем вырнаçтарнă. Кунтах аш пĕçермелли кĕтес. Выльăхпа пулă продукцине алюмини сĕтел çине хурса пăхаççĕ. Пÿлĕме сивĕ тата вĕри шыв пырать. Пурте алă айĕнче: инфекцие пĕтермелли шĕвек, апат-çимĕç тĕслĕхĕсене вăхăтлăх упрамалли тата хими реактивĕсем хумалли холодильниксем. Таса мар шыв пÿлĕмрен пăрăхпа юхса тухать. Çав лабораторипе районсенчи ветсанэкспертсемпе академи студенчĕсене вĕрентнĕ чухне усă кураççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.