Брокколи - усăллă çимĕç

5 Ноя, 2015

Брокколи купăсти пирки сăмах хускатнăччĕ хаçатра. Ăна еплерех акса тумалли çинчен тĕплĕнрех çырса кăлармăр-ши?

Григорий КОНСТАНТИНОВ.

Красноармейски районĕ.

Брокколи - эпир акма хăнăхнă шурă пуçлă купăста пекех ансат ÿсен-тăран. Унăн тăван çĕршывĕ - Вăтаçĕр тинĕсĕн тăрăхĕ. Рим империйĕнче ăна 2 пин çул каяллах çитĕнтернĕ. Усламçă американсем брокколи пахалăхне тивĕçлипе хакланă. Ăна хăйсен валли çеç мар, сутса тупăш тумалăх та çитĕнтерме пуçланă.

Брокколи - чечеклĕ купăста евĕрлĕрех. Вăл тĕксĕм симĕсрех тата, чечеклĕ купăстапа танлаштарсан, тутлăрах, усăллăрах. Ăна астивмелĕх лавккара е пасарта туянма пулать, паллах. Анчах килте туса илнĕ пахча çимĕç лайăхраххине пурте пĕлетпĕр. Хамăра валли чухне удобрени, им-çам сапса тултармастпăр вĕт.

Ир пулакан брокколие калчалăх март вĕçнелле е апрельте акмалла. Ăста пахчаçăсем ăна темиçе тапхăрпа акаççĕ. Куллен тутлă чĕрĕ çимĕç илсе тăма пулать кун пек.

Акас умĕн вăрлăха суйлатпăр: шултрисене, ванманнисене хăваратпăр. Суйланă вăрлăха пĕр сехетлĕхе калча шăвармалли удобрени ирĕлтернĕ шывра тытатпăр, кăларса алă çумне çыпăçми пуличчен типшĕнтеретпĕр. Вăрлăха лайăх çĕрнĕ тислĕкпе çерем çĕрĕ, хăйăр, кăштах кĕл хутăштарса тултарнă савăта 1 см тарăнăшне акатпăр, шăваратпăр. Шăтса тухсан калчана бор, молибден микроэлементсем пур удобренипе апатлантаратпăр. 4-5 çулçă тухсан брокколи калчине йăрана куçарса лартма юрать. Пирĕн тăрăхра ирĕке лартмалли вăхăт - çу уйăхĕ /май/. Йăран çинче лартмалли тĕлсене тислĕкпе, кĕлпе хутăштарса путăксем тăватпăр, шыв сапатпăр. Калчана пылчăкланă тăпрана лартатпăр.

Брокколи - сивве тÿсĕмлĕ ÿсен-тăран, çавăнпа çĕмĕрт сиввисенчен пит «хăрамасть». Çапах та синоптиксем питĕ сивĕ пуласса палăртаççĕ-тĕк купăстана сивĕрен хÿтĕлемеллех. Хутран е пластик савăтран касса «калпак» туса калчана хуплама юрать. Брокколи çутта юратать. Ăна йывăçсем хушшине те лартма юрать, анчах унта çутă лайăх ÿкмелле. Брокколи ÿсмелли лаптăкри тăпра йÿçек пулсан лартиччен пурă çăнăхĕ е извеç сапса нейтрализацилемелле. Çитĕннĕ чухне купăста таврашĕнчи тăпрана кăпкалатса, çум курăкран тасатса тăмалла. Ăна çителĕклĕ шăвармалла, анчах ытлашши шÿтермелле мар тăпрана. Тымарсене сывлăш çителĕклĕ пырса тăмалла.

Калчана куçарса лартнă хыççăн 2 эрнерен брокколие ĕне каяшĕн шывĕпе апатлантармалла. Пĕр витре шыва пĕр майонез банки каяш, пĕр чей кашăкĕ мочевина хушса пăтратмалла, шăвармалла. Тепĕр хутчен 3 эрнерен селитрăпа апатлантармалла. Пĕр апат кашăкĕ пĕр витре шыва хушмалла. Кĕркунне еннелле азот удобренийĕсемпе шăварма юрамасть.

Брокколин тĕп тăшманĕ - купăста лĕпĕшĕ. Выçă симĕс хуртсем ахаль купăстана та, брокколие те тиркемеççĕ. Вĕсене алăпа пуçтарма пулать. Тепĕр меслет - тĕме лутрасилпа витсе çыхмалла. Помидор çулçине вĕретсе илетпĕр, сивĕнсессĕн брокколи пуçĕсене пĕрĕхетпĕр. Ку меслет те купăста лĕпĕшне хăратать.

Брокколин тĕрлĕрен сорчĕ пур сутлăхра. Ир пулаканнисем шутне «Витаминная», «Вярус», «Император F1», «Команчи», «Линда», «Тонус», «Корвинт F1» кĕреççĕ.

Вăтам вăхăтри брокколи сорчĕсем «Аркадия», «Фортуна», «Атлантик», «Гном», «Генуи», «Цезарь».

Кĕркунне пулса çитекен сортсем те пур, анчах пирĕн тăрăхра кĕрхи сортсенчен тухăç илме йывăртарах.

Брокколирен тĕрлĕ апат хатĕрлеме пулать. Ахаль пĕçерсе услам çупа хатĕрлени те питĕ тутлă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.