“ХамОр ялсемпе” - кулăшла

5 Ноя, 2015

Интернет уйлăхне вирхĕнсе кĕнĕ «ХамОр ялсем» скетчком /кĕске шÿтсем/ ватти- вĕттине те кулăш тĕнчине илсе каять. Çак проекта пуçарса яракансем - ялта ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ, халĕ хулара пурăнакан чăваш каччисем.

Скетчкома та çавăн пекех ят панă. «Эпир ялтан» тенине пĕлтерет вăл. Çĕнĕ проекта пурнăçа кĕртекенсенчен пĕри Геннадий Адикин каланă тăрăх, кулăшсем ÿкерес шухăш ăнсăртран çуралнă. Кĕçех скетчкомăн пĕр серийĕ кун çути курнă. Малтанах ролике Интернетри социаллă сетьсенче вырнаçтарнă. Куракансем вĕсен ĕçне хакланă: кам ырланă, кам хурланă. Критика яшсене малалла ÿкермешкĕн хавхалантарнă çеç, вĕсем хăш-пĕр сĕнĕве шута илсе, йăнăшсене тÿрлетсе çанă тавăрсах ĕçе пуçăннă. Пĕрремĕш сери хыççăн ыттисем те Интернетра вырăн тупнă. Çамрăксем кулăшсене тăван чĕлхене вырăсларан куçараççĕ, хăйсен пурнăçĕнче пулнă интереслĕ самантсене сăнлама тăрăшаççĕ.

«1-мĕш серие ÿкернĕ вăхăтра хамăр та хырăм тытсах култăмăр. Паллах, малтан çăмăлах марччĕ. Оператор ÿкернĕ чухне камера çине пăхмалла маррине асра тытмастăмăр. Халĕ ĕç кал-кал пырать», - кăсăклă самантсемпе паллаштарчĕ Патăрьел районĕн каччи Геннадий. Ĕçчен ял çыннин пурнăçне, çамрăксен хăтланăвне, кÿршĕсен хутшăнăвне кулăшла сăнлама тăрăшаççĕ вĕсем. Рольсене калăплакан Сергей Лекеров, Олег Николаев, Евгений Григорьев, Геннадий Адикин, Алексей Алексеев, Борис Головцов шÿтсене куракансем пысăк хак парасса шанаççĕ. Скетчком чылай çамрăка килĕшме тытăннăран çĕнĕ серисем ÿкерес туртăм ÿссех пынă вĕсен. Пурăна киле çак ĕçе ытти яш-хĕре те явăçтарнă. Ÿкерĕнес кăмăллисем хăйсем те çырнă, шăнкăравланă. Çапла вара кастингах ирттерме тивет-мĕн. Çамрăксем çĕнĕ актерсен ăсталăхне тĕреслеççĕ, вĕсене Александр Кăлканăн «Хăравçă мулкач» юптарăвне вулаттараççĕ. Халĕ скетчкомра пикесем те ÿкерĕнеççĕ. «ХамОр ялсен» ĕçне Алексей Московский юрăçпа Евгений Григорьев шоумен та хутшăннă.

«ХамОр ялсем» серийĕсем кун çути курнăранпа çамрăксене паллакан та йышланнă. Унсăр пуçне актерсем хăйсен «тимĕр учĕсем» валли ятарлă наклейка та туяннă. Унта скетчкомăн ятне çырнă. Кунашкал машинăна асăрхакансем вĕсемпе пырса сăн ÿкерĕнеççĕ, калаçаççĕ, канаш параççĕ.

Çак кунсенче «ХамОр ялсен» 6-мĕш серийĕ кун çути курĕ. Ăна малтанах Интернета вырнаçтарĕç, кайран ЮТВ телеканалпа та курма май пулĕ. Кунпа çеç çырлахасшăн мар çамрăксем: 10 сери калăпланă хыççăн DVD-диск кăларасшăн, пур шÿте пĕрле пухса камит ÿкересшĕн. Мĕнех, «ХамОр ялсем» çамрăксен кăмăлне çавăрма пĕлчĕç, чăвашла кулăшларах пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.

 

Ирина КОШКИНА.

Рубрика: